Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.8 °C
 

Reklamo

Notoj de amikoj Admin

[ Малалла утар! ]

ТӖРӖС ҫырмалли йӗркевсене... ТӖРӖС ӑнлантармалла

  06.11.2014 18:25 | 10904 Пурĕ пăхнă

Орфографин, Пунктуацин, Грамматика Нормисен, Лексикологи Ыйтӑвӗсен Шурчанов юлташ хӑй вӑхӑтӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ йӗркевӗсем пур. Халӗ вӑйра тӑраканнисем.

Чылайӑшне ҫавӑ килӗшмест. Уйрӑмах леш хайхи пӗрле, уйрӑм е дефиспа ҫырас ыйтусем пӑлхантараҫҫӗ.

Кивӗ йӗркевсем патне таврӑнасси пирки пӗрмай ыйту хускатаҫҫӗ.

Анчах та ҫыру культурине апла тумасӑрах лайӑхлатма пулать. Мӗншӗн тесен вӑйра тӑракан йӗркевсем пӗрле ҫырма чармаҫҫӗ.

Кам та кам правилӑсене вуласа курнӑ, ҫавӑ ҫакна питӗ аван ӑнланать.

 

Вилес умӗн этем мӗн ҫинчен куллянать -ши?

  06.11.2014 10:16 | 4901 Пурĕ пăхнă

Манӑн инке нумай ҫул хушши реанимацинче ӗҫленӗ. Вилме вӑхӑт ҫитнӗ ҫинсемпе пайтах калаҫса ларма тивнӗ унӑн. Патне ҫитнӗ ҫинсен шухӑшӗсене инке хӑй ӑшӗнче тытма йывӑр пулнӑран килтисемпе калаҫса чунне уҫатчӗ. Эпӗ вара вӑл каласа кӑтартнине ҫирса хутӑм. Инке каланӑ тӑрӑх ҫак ҫинсем тӗлӗнмелле ҫуталса ҫемҫелсе каяҫҫӗ, пурнӑҫ ҫинчен пайтах урӑхла, пурнаканнисем евӗрле мар шутлаҫҫӗ иккен. Ҫав шухӑшсенчен чи кӑтартуллисем.

1)"Пурнӑҫра пӗр куна та хама кирлӗ пек, хама килӗшнӗ пек пурӑнса ирттереймерӗм»

2)«Тӗрӗс мар утӑмсем тунӑран мӗн пур ӗмӗтсен ҫур пайне те пурнӑҫлаймарӑм»

3)«Турӑ сывлӑхпа ирӗклӗх парнеленӗ чухне, ниме тӑман ӗҫсемпе хам вӑйа тата чуна пусмӑрласа ирттертӗм»

4)«Ӗмӗрӗпе ӗҫлерӗм, уссине те ыррине те кураймарӑм: ачасем те хамсӑрах ҫитӗнчӗҫ,тӑванпа та, юлташпа та, арӑмпа та ӑшшӑн ларса калаҫаймарӑм»

5)«Ҫин умӗнче ыра пулас тесех пӗрре те хам шухӑша куҫран, туррӗн, уҫҫӑн каласа пама вӑй-хал тупаймарӑм»

6)«Телей хам алла хӑйех пырсассӑн та, ӑна тытса упраса пурӑнма пӗлеймерӗм»

7)«Кулас килнӗ чух макӑртӑм, макрас килнӗ чух култӑм, пӗрре те хампа хам хуҫа пулаймарӑм»

 

Пурнӑҫ кустӑрми. Пушсӑмахлӑхсем.

  04.11.2014 11:48 | 5318 Пурĕ пăхнă

. Парашют сутатӑп: пӗрре те уҫӑлман, кӑштах кӑна юнпа вараланнӑ.

 

. Паян мана анне кайлах хӑй тӗлӗкенче курчӗ.

 

. Мӑкӑньпе киле ӗҫрен таврӑнтӑм. Ушӑ ҫӑраҫине вырнаҫмарӗ.

 

. Анне мана сухал хырма вӗрентрӗ.

 

. Арканнӑ машинӑн кантӑк ванчӗкӗ ҫинче «Туй» тесе ҫирнӑ.

 

. Иксӗмӗрӗн канмалли пӲлӗмре икӗ сасӑ. Темшӗн шаккатӑп.

 

. Куҫ кӗски мана куҫ хӗсрӗ.

 

. Каҫарсам, салтак, атӑ мӑшӑрпа кӑна сутатпӑр.

 

. Тухтӑр ҫинна ҫӑлать. Ҫинни Турра тав тӑвать.

. Ют ҫин - Юлташ - Чи ҫивӑх тус - Савни - Ют ҫин.

Далее...

 

Майкл Бак 240 долларпа пӳрт хӑпартнӑ

  01.11.2014 18:30 | 3991 Пурĕ пăхнă

Чылайӑшӗ ҫурт ҫӗклес е туянас тесе банкран кредит илет те ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех тӳлет. Аслӑ Британири Майкл Бак ҫак ҫула суйламан. Вӑл 240 доллар тӑкакласа… ҫурт лартнӑ.

59 ҫулти фермер хӑйне евӗр «коттедж» ҫӗклесе лартнӑ. Строительство ӗҫӗ 8 уйӑх пынӑ. Тӗлӗнмелле те, ӑна тумашкӑн пӗр инструмент та кирлӗ пулман. Ку технологие кивӗ кӗнекере тупнӑ.

Стенасене тумашкӑн фермер тӑм, хӑйӑр, улӑм, шыв, тӑпра хутӑшӗпе усӑ курнӑ. Тӑрри 300 тӑваткал метр. Ӑна улӑмпа витнӗ. Уйрайне кивӗ коттеджран илнӗ.

Далее...

 

Рекордсен кӗнекине кӗме пултарнӑ хӑйне евӗр пулӑмсем

  01.11.2014 18:02 | 4713 Пурĕ пăхнă

Рекордсен Гиннес кӗнекине кам кӑна кӗмен пулӗ? Ӑна тишкерме яланах кӑсӑклӑ. Уйрӑмах тӗлӗнмелле, хӑйне евӗр ӗҫсем тунӑ ҫынсем пирки пӗлме интереслӗ.

Нью-Йоркра FAO Schwarz куравра паллӑ кондитер Алэн Роби шӑккалатран чи пысӑк конструкци тунӑ. Вӑл – 6,1 метр ҫӳллӗш.

 

2009 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Винковси хулари поварсен ушкӑнӗ тӗнчери чи вӑрӑм кӑлпассие хатӗрленӗ. Вӑл – 530 метр тӑршшӗ.

 

11 ҫулти арҫын ача хӑйӗн ҫуралнӑ кунне пичӗ ҫине 43 шуй вырнаҫтарма ирӗк панӑ.

Далее...

 

Планета ҫинчи тӗлӗнмелле чӗрчунсем

  24.10.2014 21:08 | 4841 Пурĕ пăхнă

Планетӑри тӗлӗнмелле чӗрчунсем мӗнлерех вӗсем? Тӗрӗссипе, кашниех илемлӗ, хӑйне евӗрлӗ.

 

Тӗнчери чи вӑйлӑ чӗрчун - копопед. Чӑннипе, вӑл чи вӑйли пулнине ӗненме те йывӑр. Ара, кӗлетки 10 миллиметр тӑршшӗ кӑна-ҫке-ха. Ҫитменнине, вӑл тӗнчери чи нумай клеткӑллӑ чӗрчун. Вӑл чӗрчунсенчен кӑна мар, урапаран (автомашина) та 10-30 хут вӑйлӑрах.

 

 

Маляри вӑрӑмтуна ами вилмелле хӑрушӑ. Вӗсем вӑтамран ҫулталӑкне планета ҫинчи 1 миллиона яхӑн ҫынна вӗлереҫҫӗ.

Далее...

 

"Хыпар": Тӑван чӗлхе кирлӗлӗхӗ нульпе танлашмӗ-и?

  23.10.2014 20:30 | 10787 Пурĕ пăхнă

Шкулӑн паянхи программинче наци компоненчӗ валли вырӑн хӗсӗнсех пырать.

Раҫҫейри вӗренӳ тытӑмӗ тӗрлӗ саманара темӗнле реформӑна та тӳснӗ. Улшӑнусен усӑлӑхӗ яланах пулнӑ-и - татса калама йывӑр. Паян мӗн пулса иртни вара - куҫ умӗнче. Пахалӑхлӑ вӗренӳ патне ӑнтӑла-ӑнтӑла «модернизаци» сӑмах асӑннӑ тытӑмӑн ведомство пуҫлӑхӗсен анчах мар, ахаль вӗрентекенӗн чӗлхи ҫинчен те кайми пулчӗ. Ҫӗр-шывӑмӑрта та, республикӑра та пӗлтӗр «Вӗренӳ ҫинчен» саккун ҫӗнелчӗ. Пӗлӳ паракан учрежденисем федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗсене пӑхӑнса хӑйсен ӗҫне йӗркелесе пыраҫҫӗ.

Далее...

 

Михаил Фёдоров

  13.10.2014 18:24 | 11399 Пурĕ пăхнă

МИХАИЛ ФЁДОРОВ

сонет

 

Шӗнерпуҫ. Самарти семинари.

Хусанта та вӗреннӗ иккен.

Сӑвӑҫ ҫырнӑ поэмӑн тымарӗ

Ҫавсенче аталаннӑ-тӑр, тен.

 

Ӗнтӗ мӗскӗн Хӗветӗр сӑнарӗ,

Кириле те Энтрисемпелен,

Ассенче пурӑнать халиччен.

Вӗсене чӑваш халӗх манмарӗ.

 

Тӗлӗнтермӗш хайлав "Арҫури"—

Хурапха Михалин тӗп еткерӗ.

Чӑн та, йышсӑр унпа пӗр ретри.

 

Кам кӑна-ши ӑна тимлемерӗ!

Малашне те, ҫулсем иртнӗҫем,

Килӗҫ пулӑхлӑ ҫӗн сисӗмсем.

 

Туристсене илӗртекен вырӑнсем

  12.10.2014 10:24 | 4952 Пурĕ пăхнă

Ҫӗр ҫинчи илемлӗ вырӑнсем туристсене хӑйсем патне кӑчӑк туртаҫҫӗ. Шел те, илемлӗскерсем тӗрлӗ тӑрӑхра вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа кашнине ҫитсе курмашкӑн пӗр ӗмӗр те ҫитес ҫук. Телее, вӗсемпе виртуаллӑ мелпе те пулин паллашма май пур.

 

Кайкос и Теркс утравсем Кариб тинӗсӗнче вырнӑҫнӑ. Кунта ҫулсерен килсе куракан ҫын питӗ нумай. Кайкос тата Теркс – океан тата пляж. Хӑйӑрлӑ пляжсем ҫинче киленме пулать, океанра коралл рифсем тата хумсем. Эппин, унта серфинг, дайвинг тата спортӑн шыври ытти тӗсӗ аван аталаннӑ.

Далее...

 

Иван Юркин

  05.10.2014 21:10 | 12098 Пурĕ пăхнă

ИВАН ЮРКИН

сонет

 

Ӑна Юман Йӳркки Иванӗ тет.

Анчах апла теме сӑлтав ҫукрах-тӑр.

Йӗри-тавра суя хыпар ан сартӑр

Шупашкарти яваплӑхсӑр "эстет".

 

Хуҫа пулмашкӑн тивӗҫ харпӑр автор

Хӑй ячӗпе хӑех: суйлать — "тӗртет",

Ҫапла вара культурӑна кӗртет.

Ку тӗлӗшпе тупаймӑн урӑх "фактор".

 

Ҫыравҫӑ Юркина халалласа

Хитре сонет ҫырасшӑнччӗ —пулмарӗ...

Уни-кунилӗх илчӗ тӑлласа.

 

Ытти валли ак вырӑн та юлмарӗ.

Апла пулин те тепӗр яхӑнта

Тӗллевӗм пурнӑҫланӗ, тупата!

 

Тӗнчери тӗлӗнмелле вырӑнсем

  28.09.2014 22:40 | 5044 Пурĕ пăхнă

Кашни тӑрӑх хӑйне май илемлӗ. Хӑш-пӗр вырӑн вара уйрӑмах тӗлӗнмелле.

 

Хаукадалур айлӑм

 

Вӑл Исландире вырнаҫнӑ. Гейзир, Строккюр гейзерсемпе палӑрса тӑрать. Гейзир тахҫан ҫӗре чӗтрентернӗ пулсан халӗ лӑпкӑ. Вӑл 5 кунра пӗр хут «вӑранать», унран тухакан шӗвек 60 метр ҫӳллӗшне ҫитет. Строккюр вара хастар-ха. Вӑл кашни 5 минутра «вӑранать». Шӗвек 20 метр ҫӳллӗшне ҫитет.

 

«Корлсбадск ҫӗр хӑвӑлӗ» наци паркӗ (АПШ)

Нью-Мехико штатри наци паркне геологсем 250 миллион ҫулта тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Далее...

 

Каскадерсен "Вилӗм стени"

  28.09.2014 22:16 | 5431 Пурĕ пăхнă

Тӗнчере эпир пӗлменни, курманни чылай. «Вилӗм стени» пирки, сӑмахран.

«Вилӗм стени» - аттракцион. Вӑл пысӑк йывӑҫ пичке евӗр. Шалта, стена тӑрӑх, каскадерсем мотоциклпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫакнашкал пӗрремӗш мотодром 1911 ҫулта Нью-Йоркра пулнӑ. Вӑл чылай ҫынна илӗртнӗ. Ҫавна май 1915 ҫул тӗлне АПШра куҫса ҫӳрекен кунашкал темиҫе мотодром пулнӑ. 1930 ҫул тӗлне вӗсен йышӗ 100-тен те иртнӗ.

Мотодром диаметрӗ – 6 метртан пуҫласа 11 метр таран. Куракансем мотоциклсене ҫӳлтен сӑнаҫҫӗ. Каскадерсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа стена тӑрӑх пыраҫҫӗ.

Далее...

 

Агафья Гаврилова

  27.09.2014 21:57 | 18631 Пурĕ пăхнă

АГАФЬЯ ГАВРИЛОВА

 

Трибуна патнелле утать хӗрарӑм.

Унта тухмашкӑн унӑн тивӗҫ пур.

Мӗн-ма тесен хӗрарӑма "чармаҫҫӗ"

Синкерлӗ эшафот ҫине тухма та.

 

Ӳссех пырать пурсӑмӑрӑн та парӑм.

Пӑтрашӑнать Мускав та Питӗрпур.

Ҫуралайман-ха чӑн-чӑн халӑх влаҫӗ,

Асав шӑлсен саккунӗ вара ватӑ.

 

Вӑл янтӑлатӗ тӗрмере айсарӑм

Е, йӑлмаклавлӑх, ҫирӗп кӑна шнур...

Переҫҫӗ, асаплаҫҫӗ, сӑнчӑрлаҫҫӗ —

Хастарлӑхшӑн кӗтет ҫапла награда.

 

Политика, тӗтре пек, ярӑм-ярӑм...

Чи кирлине ҫапах та витӗр кур:

Ирӗклӗхе ҫеҫ тӗнчере хаклаҫҫӗ,

Ӑна мухтанӑ авалхи Эллада.

Далее...

 

Хури

  25.09.2014 22:50 | 5510 Пурĕ пăхнă

ХУРИ

сонет

 

Ирӗке кӗрешӳсӗр илеймӗн.

Тимофей Николаев (Хури)

Ячӗпе паян кун кам киленмӗ?

Хура халӑхшӑн ҫуннӑ чӗри!

 

Кӗрешӳ ҫухатусӑр пулаймӗ.

Тимахвийӗн шӑпи те тискер.

Темӗн тӗрлӗ хӗн-хур курнӑскер,

Йӑнӑш утӑм та тунӑ чылай-мӗн.

 

Урӑха та манмашкӑн май ҫук:

Хусанти тӗрмере ларнӑ чух

"Чӑваш халӑх историне" ҫырнӑ.

 

Вӑл унпа хавхаланнӑ иккен.

Чӑнахах та, пулни-иртнинчен

Уйӑраймӗ пире нимле ширма!

 

Каллех чӑваш чӗлхине тапӑнаҫҫӗ

  25.09.2014 17:33 | 20995 Пурĕ пăхнă

Красноармейскинче пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхи вӗрентме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ку хыпара илтсен тӗлӗнсе хытса кайма пулать. Суя пуль ку тетӗн. Чӑваш районӗнче чӑвашла вӗрентме чараҫҫӗ те... Ҫук иккен, чӑнах. Вӗрентӳ пайӗнчи канашлу хыҫҫӑн шкул директорӗсем васкасах вӗренӳ программисене улӑштарма васканӑ: вырӑс шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче чӑваш чӗлхин пӗр сехетне те хӑварман, чӑваш шкулӗн 5-мӗш класӗнче чӗлхе урокӗсен шутне чакарнӑ. Ку ҫеҫ те мар: 5-9 классенчи тӑван ен культурин урокӗсене те пӑрахӑҫланӑ. Расписание улӑштарса ҫакма та ӗлкӗрнӗ. Мӗн ку?

Далее...

 

Ньютон монологӗ

  22.09.2014 23:39 | 5837 Пурĕ пăхнă

НЬЮТОН МОНОЛОГӖ

 

Ларать хускалмасӑр сӗтелӗм ҫинче

Черныл усракан тӗксӗмрех кӗленче.

Мӗнпур вӑйсем-ҫке шайлашнӑ, сӑна,

Епле асӑрхаймӑпар эпӗр ҫакна?

Енчен, кӗленче хускалтӑр тесен,

Тӗртетӗп ӑна кӑшт ҫеҫ айккинчен.

Кашни япала тапранмӗ нихҫан

Е куҫӗ пӗр хӑвӑртлӑхпа вӑл ялан —

Ӑна тивекен вӑйсем шайлашсан.

 

Калатпӑр хӑвӑртлӑх улшӑннине

Леш "хӑвӑртлану" ятпа ку чухне.

Халь пирӗн ӑшра пӗр шухӑш шӑвать:

Мӗскершӗн-ши хӑвӑртлӑх шав улшӑнать?

Сӑлтавӗ ун — вӑй-ха. Пирӗн, паллах,

Тата тӗрӗсрех ҫыхӑну тупмалла.

Далее...

 

Кушаксем пирки - кӑсӑклӑ фактсем

  21.09.2014 21:55 | 6039 Пурĕ пăхнă

• Хальхи килти кушаксем миацидсенчен пулса кайнӑ. Вӗсем 40 миллион ҫул каялла пурӑннӑ. Ҫак чӗрчунсем пӗчӗк пулнӑ, йывӑҫ ҫинче пурӑннӑ.

• Исаак Ньютон кушаксем валли алӑк шухӑшласа кӑларнӑ.

• Кушак усракансен 95% тӑватӑ ураллӑ тусӗпе калаҫать.

• Тӗнчери хуҫи ят панӑ пӗрремӗш кушак Египетран пулнӑ. Хуҫи ӑна Неджи ят панӑ.

• Кушак апата шӑршланине кура вӑл тиркевлӗ теме ҫук. Кушак ҫапла майпа апат тутине мар, температурине пӗлесшӗн. Вӑл пиҫсе каясран асӑрханать.

• Кушак хут ҫинче ҫывӑрма юратать.

Далее...

 

Польшӑри "кукӑр вӑрман"

  21.09.2014 21:34 | 5117 Пурĕ пăхнă

Польшӑри Грыфино хулинчен инҫех мар кукӑр вӑрман шыраса тупма пулать. Ӑна теприсем «ӳсӗр вӑрман» та теҫҫӗ.

Кукӑр вӑрманта 400 яхӑн хыр ӳсет. Чи интересли – йывӑҫем ҫурҫӗр енне самаях авӑнса ӳсеҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӑна ҫапла ят панӑ та. Вӑрмана 1930-мӗш ҫулсенче лартнӑ.

Йывӑҫем мӗншӗн кукӑр ӳснине никам та ӑнлантараймасть. Пӗр теори ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑйлӑ ҫил вӗрнӗ те йывӑҫем пӗр еннелле авӑннӑ. Тепӗр теорипе килӗшӳллӗн, пӗр селекционер вӑрманта ҫухалса каяс мар тесе хырсене ҫурҫӗр енннелле авса лартнӑ.

Далее...

 

Ермей Рожанский

  14.09.2014 23:52 | 18575 Пурĕ пăхнă

ЕРМЕЙ РОЖАНСКИЙ

сонет

 

...Ун чух Раҫҫей Империйӗ ҫӗн "ҫимӗҫ"

Сӗнет чӑвашсене пӗрре вӑйпа,

Тепре илӗртӳпе: пулайӗ, имӗш,

Тӗне кӗрсессӗн пурлӑх пӗр купа!

 

Лару-тӑру хаяр пулсан та тивӗҫ

Ӗҫне тумашкӑн чи таса чунпа...

Ермей Рожанский, ак сана шӑпа

Сӗнет яваплӑ, йывӑр, хӑшкӑлти ӗҫ.

 

Тӑнлантаравҫӑ пулнине кура

Чиркӳсенче янрать сан лӑпкӑ сасӑ,

Ҫапах та урӑххи те пур пуҫра:

 

Тахҫан лӳппер ӗне хыпса ҫӑтсассӑн

Ҫухалнӑ кӗнеке тупӑнтӑр-и? —

Шурри ҫине шав акӑнтӑр хури!

 

Чӗрчунсем пирки

  14.09.2014 20:25 | 4774 Пурĕ пăхнă

Чӗрчунсем кашни хӑйне евӗр. Хӑш-пӗр япала тӗлӗнтерет те.

• Арӑсланпа шурӑ упа тытӑҫсан шурӑ упа ҫӗнтерет.

• Ӗне вӑтамран кунне 400 литр метан кӑларать.

• Вӑкӑрсем – дальтониксем.

• Индире – 50 миллион упӑте.

• Чӑх ҫулталӑкне 190 ҫамӑрта тӑвать.

• Чау-чау йытӑн ҫеҫ чӗлхи кӗрен мар.

• Ылтӑн пулӑн ӑсӗ 3 минутлӑха ҫеҫ.

• Чт пысӑк юн пусӑмӗ – жирафӑн.

• Тропика вӑрманӗнчи 10 тӑваткал метрта хурт-кӑпшанкӑ, Новосибирскри ҫынсемпе танлаштарсан, нумайрах.

• Чи ӑслӑ йытӑ – бордер-колли.

Далее...

 
: 1, ... 19, 20, 21, 22, 23, [24], 25, 26, 27, 28, 29, ... 40
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)