АСЛАМАС КАЙĂКĔ
газель
Вăхăт килет — тарса хăтăлаймăн!
Вăхăт иртет — епле-ха пăлханмăн?
Килĕ те иртĕ — чăн та çапла-çке!
"Тыт, чар!" теме май çуккă никамăн.
Вăл итлемест, паллах, тиеке те —
Çак чăнлăхран пĕр шит те чакаймăн.
Вăкăр кÿлсе утать ирпе вăхăт,
Кăнтăрларан — вăшлатĕ куянăн.
Ĕçлĕ çынна нихçан та çитмест вăл,
"Вăхăт пайтах!" текен те нумайăн.
Хаклă пулинччĕ вăхăт — пуриншĕн", —
Тетпĕр вара, шута кайнă майăн.
Пĕчĕк самант та пултăр тĕллевлĕ —
Акă епле хĕв шухăшăм манăн.
Далее...
Пурнăç чакса мар, малаллах пырать. Этем пурнăçĕ, çĕр-çĕр çул каяллахипе танлаштарсан, самай лайăхланнă. Кунпа тÿре-шара мухтанма юратни паллă ĕнтĕ. Ялсенче те халĕ йăлтах пур тенĕ пек: киле шыв кĕрет, юхса тухать, сивĕ кунсенче пÿрте газ ăшăтать… Урăх мĕн кирлĕ ĕнтĕ çанна? Ялта ĕç çукки ура хуни пирки кашни кĕтесрех калаçаççĕ. Çамрăксене яла илĕртесшĕн тăрăшаççĕ. Анчах тивĕçлĕ шалу тÿлеменнишĕнех яш-хĕр, вăйпитти çынсем хулана, Мускава туртăнаççĕ. Патшалăх ку енĕпе алă усса ларать теме чĕлхе çаврăнмасть. Пур, паллах, программăсем, çамрăксене яла илĕртекеннисем.
Томас Файдер Люксембургра пурăнать. 40 çулти арçын пĕлтĕр Чăваш Ене килнĕччĕ. Унпа çавăн чухне паллашрăм. Тĕлĕнмелле çын вăл. Пин-пин çухрăма парăнтарса Чăваш Ене вăл чăваш чĕлхине вĕренме килнĕ. Томас ун чухне çитес çул «Хавал» уйлăха хутшăнассине, ун чухне манпа тепĕр хут курнăçассине пĕлтернĕччĕ. Сăмахне тытрĕ. Томаспа самай калаçрăмăр. Вырăслах пуплерĕмĕр унпа. Чăвашла лайахах çырать вăл, калаçкалать те. Анчах Люксембургра чăвашла никампа калаçма çук-мĕн. Практика çукки кăштах ура хурать.
Ĕçе, унта-кунта общество транспорчĕпе çÿретĕп. Чăннине калатăп, ку таранччен, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнине пĕлтернĕренпе çур çул иртсен те, чарăнусенче чăваш классикĕн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмин йĕркисене çырнине курманччĕ. Тен, ку хамăн айăпăм, тен, çак илеме хам асăрхаман? Тунмастăп. Анчах темиçе кун каялла çак илеме асăрхасан чун чăнах та питĕ хĕпĕртерĕ.
«Ешĕл курăк хушшинче
Сап-сарă чечек ÿсет.
Аслă Силпи ялĕнче
Нарспи ятлă хĕр ÿсет.
Манăн тиркеме ирĕкĕм çук та… Çапах калас килет. Концертсене, театра çÿреме юрататăп. Акă паян та концертра пултăм. Пĕтĕмĕшле илсен, йăлтах килĕшрĕ темелле. Çынсем культура çуртне канма пыраççĕ, юрă-ташăпа киленеççĕ. Анчах буфетра кукăль таврашĕсĕр пуçне хĕрлĕ эрех те сутни, чăннине калатăп, питех тĕлĕнтерчĕ. Кĕленчесене пурте курмалла именмесĕр кăларса лартнă. Кун пек çĕрте эрех-сăра сутма юрать-и вара?
Чăннипе, çынсем культура çуртне мĕнлерех канма килнине хамăн куçпа пĕрре мар курма тиврĕ. Хăшĕ-пĕри концерта, мĕн каласси – театра та, сумкине эрех чиксе пырать те антракт вăхăтĕнче кăна мар, концерт-спектакль пынă чухне те черкке хыççăн черкке вăрттăн ÿпĕнтерет.
Истори анналӗсенче "чӑваш" ята XVI ӗмӗр тӗлӗпе пӗрремӗш хут асӑнаҫҫӗ.
Маларах ку ята асӑнни ниҫта та ҫук.
Шутласа кайсан, ҫакӑ питӗ тӗлӗнмелле факт. Пирӗн таврари нихӑш халӑхӑн ячӗ те ҫавнашкал "пӗлменлӗхре" ҫухалмасть.
Ирӗксӗрех ҫапла шутлама тивет: чӑвашсене вӑл вӑхӑтра урӑх ятпа е урӑх ятсемпе чӗннӗ пулас.
Мӗнле ят е ятсем-ши вӗсем?
Атӑлҫи Пӑлхар карттине ак ҫак тӗлтен илтӗмӗр — http://kazan-sights.ru/history/790/
12 çулти арçын ачан çиес килмест. Тухтăрсем те мĕн тумаллине пĕлмеççĕ. Лэндон Джонс пачах çимест теме пулать. Ку мĕнле пулнă? Вăл каçхине пĕр стакан сĕт ĕçнĕ, пĕр татăк пицца çинĕ.
Ирхине, 2013 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, вăраннă та апат çиес килменнине туйнă. Унăн шыв та ĕçес килмест. Ашшĕ-амăшĕ каланă тăрăх, ача малтан хускалма юратаканни пулнă. Вăл велосипедпа ярăнма юратнă. Халĕ вăл хăйне вăйсăр туять, пуçĕ çаврăнать.
ÇЕÇПĔЛЕ
Мĕнле çеç вăрлăхран шăтса ÿсейнĕ-ши
Чăваш сăмахĕсен тулли паха тĕшши? —
Çакна чун-чĕрепе эс туйнă пуль, Мишши!
Çĕн Кун Аки хĕрсех пуçланнă пулнăран,
Тăван поэзире эс уçнă çĕн йăран! —
Умра сăнарланать хавассăр мар Ыран!
Апли апла та... Пурпĕр иртнĕ пĕлĕт пек
Çĕршывăмăрçăм урлă тĕрлĕрен инкек.
Поэт шăпи те, çавăнпах пулас, сивлек...
Анчах та эс, Мишши, çапах телейсĕр мар.
Хальхи ăрушăн эс — мала чĕнен Сăнар.
Ахаль çунман хĕрÿллĕ чĕрери кăвар!
Вут евĕр хавална туять паян кашни.
Нумаях пулмасть Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕ патĕнчен иртме тÿр килчĕ. Ача-пăча сассипе янăраман пушă çурта курсан чун питĕ хурланчĕ. Пушах тесен тĕрĕсех мар-ха. Унта халĕ Петров урамĕнчи авариллĕ 9-мĕш çуртри çынсем общежитире пурăнаççĕ. Тĕлĕнмелле те, лицее 2012 çулта çурт йăтăнса анать тесе хупса хучĕç. Халĕ ав нимĕн те йăтăнса анмасть – çынсем чиперех пурăнаççĕ.
Тĕрĕссипе, эпĕ унта вĕреннĕренпе (2001-2005 çулсем), ман шутпа, нимех те улшăнман. Эпир вĕреннĕ чухне те столовăйĕнчи кирпĕчсем кăшт йăтăннăччĕ.
КОНСТАНТИН ИВАНОВ
Кĕçтук та мар вăл, Кĕçтенттин те мар,
Туссем, тăванĕсем çапла чĕннĕ пулин те.
Псевдонимпа та айкашман талантлă ар —
"Кайри хисеппелен" Пăртта тееймĕн ĕнтĕ.
Ахаль ят-хушамат, ахаль çеç çамрăк çын.
Ун халăхĕн шăпи вара пит кăткăс.
Пулни-пулмаллине йăлт Пÿлĕх çырнă-шим?
Ах, пурнăç, пурăнăç, туту-масу сан тăкăс...
Йĕри-тавралăхра хаваслăх пит сахал.
Элле авалтанпах çапла сăнарлă хамăр?
Ара, ахаль-им халь те пирĕн идеал
Террор сукмакĕпе утан Нарспи аппамăр...
Çилпи енче ĕçпуç хăçан пулса иртет?
Çак ыйту тавра, тĕрĕссипе, чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан чылай çын калаçать. Мана мĕн хĕтĕртрĕ-ха паян çак статьяна çырма? Çак кунсенче общество транспортĕнче пĕлĕшĕме, пĕр ялта выляса ÿснĕскере, куртăм. Çав хĕр мана асăрхасан пырса калаçма тытăнчĕ. Малтанах аптăрарăм. Мĕншĕн тетĕр-и? Шалт тĕлĕннипе çăвартан сăмах та йĕркеллĕ тухмарĕ. Пике манпа вырăсла кăна пуплерĕ. Кирлĕ чарăнăва çитичченех мĕнле пулмаллине пĕлмерĕм. Ара, манăн чăвашпа чăвашлах калаçас килет вĕт.
Çурçĕр полушаринче Çÿлевĕç çăлтăрĕ пур, вăл 92 çăлтăртан тăрать. Анчах вĕсене пĕрле çыхăнтарсан ниепле те çак чĕрчун пулмасть. Эппин, мĕншĕн Çÿлевĕç?
Польша астрономĕ Ян Гевелий ăна 1960 çулта уçсан çапла çырнă: «В этой части неба встречаются только мелкие звезды, и нужно иметь рысьи глаза, чтобы их различить и распознать».
«Рысь» тата «Русь» сăмахсем пĕр тымартан пулнине палăртаççĕ хăшĕ-пĕрисем. Авал Руçре хÿресĕр кушак çветтуй шутланнă. Вырӑссем ăна пуç тайса ĕненнĕ. Çÿлевĕç Михаил Топтыгин упапа кашкăр хыççăн вырăн йышăннă.
«Чăваш Ен» ПТРК корреспонденчĕ, чăвашла хыпарсен кăларăмне ертсе пынă Алена Павлова (Кириллова) пурнăçран уйрăлса кайни пирки нумайăшĕ калаçрĕç. Халĕ те пуçа вырнаçман çак япалана «Çыхăнура» канашлура сÿтсе яваççĕ (http://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=2091530&st=30).
Чăннипе, çак йĕркесене мана çырма питĕ йывăр. Йĕркесем куççульсĕр шăрçаланаймаççĕ… Аленăпа 5 çул пĕр курсра, пĕр ушкăнра вĕрентĕмĕр, общежитире питĕ туслă пурăнтăмăр.
«Чӑвашлӑхӑн тымарӗ кирек хӑш вӑхӑтра та ялтан пуҫланнӑ, ял ҫыннисенчен тытӑнса тӑрать. Ҫавӑн пекех упранса юлать.» текен шухӑш паянхи куншӑн вырӑнлӑ-ши? Ялтан тухакан ҫамрӑксем ҫине пӑхсан, чӑваш халӑхӗн телейлӗ пуласлӑхӗ куҫ умне тухса тӑрать-и?..
«Яланхи пекех чарăнура халăх лăк тулличчӗ. Вĕсенчен нумайăшĕ — студентсем, ӗçе васкакансем. «4» номĕрлĕ троллейбус ҫитсессĕн, пурте ун патне васкарĕç. Эпир транспорта маларах кĕрекеннисенччен пĕрисем пултăмăр. Икӗ пуш вырӑна асăрхасан манăн юлташ вӗсене йышӑнасшӑн пулчӗ.
Сайт валли (http://vulacv.wordpress.com) Нарспи эпизодне кăтартакан эмблемă тăвас терĕм те, пĕрремĕш ÿкерчĕклĕ Нарспи истанийĕ тупăнчĕ.
Ÿкерекенĕ - Александр Мясников.
Сиссе те юлаймарăмăр, çуркунне ырлăхĕ таврана çавăрса илме те ĕлкерчĕ. Ҫу уйӑхӗсене кĕнĕрен Раççейри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв та çывăхланчĕ.
Ҫу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раҫҫей халӑхӗ тискер фашиста аркатнăран 70 ҫул ҫитнине паллӑ турӗ. Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи мӗн тери пысăк хуйхӑ илсе килнине эпир вӑрҫӑ хирӗнче паттӑрӑн ҫапӑҫнӑ салтаксенчен, ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсен асаилӗвӗсенчен кӑна пӗлетпӗр. Шел пулин, унта та пулсан чуна парса ҫав вӑхӑтри саманапа кӑсӑклансах каймастпӑр.
Паянхи кунсенче эпир выҫлӑхпа аптраса лармастпӑр ӗнтӗ, ҫӑвара ҫӑкӑр татӑкӗ хурассишӗн ҫухрӑм-ҫухрӑмӗпе ҫул та такӑрламастпӑр, шӑнтнӑ ҫанталӑкра ҫара уран крахмал пуҫтарассишӗн та уя тухмастпӑр.
Cпециалистсем талăкне 7-8 сехет çывăрма сĕнеççĕ. Ку тухăçлăрах ĕçлеме май парать-мĕн. Анчах талăкне унран та сахалрах çывăракан çын сахал-им? Хăш-пĕр паллă çынсем сахал çывăрнă пулин те ĕçĕсемпе чапа тухнă. Камсем вĕсем?
1. Гай Юлий Цезарь. Рим политикĕ тата полк ертÿçи. Вăл Рим империне хута янă, Европа культурине улăштарнă. Цезарь талăкне 3 сехет çеç çывăрнă теççĕ. Вăл çар похочĕсенче хăйĕн салтакĕсемпе пĕрле уçă тÿпе айĕнчех çывăрнă-мĕн.
2. Леонардо да Винчи. Ÿнерçĕ тата изобретатель.
Хеопс пирамидине курма ĕмĕтленекен чылай пулĕ. Хăш-пĕр интереслĕ фактпа паллашма сĕнетпĕр.
Пирамидăна 20 çула яхăн тунă. Официаллă верси тăрăх, ăна пирĕн эрăчченхи 2450 çулта вĕçленĕ.
Анчах арап ăсчахĕсем иккĕленеççĕ. Вĕсем пирамида çине çырнине кăтартса вĕсене сахалтан та 73 пин ытла çул каялла тунине ĕнентереççĕ.
Хеопс пирамидине шăп та лăп полюссемпе тунă.
Фра Мауро картти (1450) çинче Amaziaпа Vedasuar пуррине пĕлеттĕм. Ку пĕртен-пĕр карттă тесе шутлаттăм. Анчах ăнсăртран тепĕр карттăпа (Мартин Вальдземюллер, 1470-1521) тĕл пултăп. Ун çинче пирĕн çĕршывăмăр - Amazones.
http://www.wdl.org/ru/item/2833/
Пурте пĕлекен карттă
Вальдземюллер
1507
Ытти карттăсене пăхнă май çакă (http://www.
Африкăн хĕвелтухăçĕнче çур ĕмĕр ытла типĕ çанталăк тăни унти 10 миллион ытла çынна пырса тивнĕ. Пин-пин çемье, çав шутра çара уран чупакан ачасем те, Сомалирен Кение кайнă. Унта çитиччен вĕсем хĕвел хĕртекен çĕр тăрăх шывсăр-апатсăр утнă. Сомалире пурăнма май пулман: тыр-пул пĕтнĕ, выльăх-чĕрлĕх вилнĕ… Кенири çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи халăхăн 37 процентне яхăн выçăпа аптăрать. Сомалири нумай ача çакна пула çул çинче вилнĕ.
Сăнÿкерчĕкре – 2-ри Аден Салаад.