Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Agabazar: Ньютон монологӗ

Agabazar22.09.2014 23:394894 Пурĕ пăхнă

НЬЮТОН МОНОЛОГӖ

 

Ларать хускалмасӑр сӗтелӗм ҫинче

Черныл усракан тӗксӗмрех кӗленче.

Мӗнпур вӑйсем-ҫке шайлашнӑ, сӑна,

Епле асӑрхаймӑпар эпӗр ҫакна?

Енчен, кӗленче хускалтӑр тесен,

Тӗртетӗп ӑна кӑшт ҫеҫ айккинчен.

Кашни япала тапранмӗ нихҫан

Е куҫӗ пӗр хӑвӑртлӑхпа вӑл ялан —

Ӑна тивекен вӑйсем шайлашсан.

 

Калатпӑр хӑвӑртлӑх улшӑннине

Леш "хӑвӑртлану" ятпа ку чухне.

Халь пирӗн ӑшра пӗр шухӑш шӑвать:

Мӗскершӗн-ши хӑвӑртлӑх шав улшӑнать?

Сӑлтавӗ ун — вӑй-ха. Пирӗн, паллах,

Тата тӗрӗсрех ҫыхӑну тупмалла.

Ара, яланах, Галилей калашле,

Май пур-тӑк, хуть те мӗне виҫмелле,

Май ҫук-тӑк виҫме — виҫеес темелле!

 

Нихҫан та вӑйсем пулмаҫҫӗ пӗччен —

Ҫапла йӗркеленнӗ ӑслайӗ тӗнчен.

Ак, калӑпӑр, вӗҫӗмсӗр хӑйӗн патне

Туртать Ҫӗр чӑмӑрӗ панулмине.

Ҫапах та асрах тыт тепӗр енне:

Ан ман панулми те Ҫӗре туртнине.

Хӑш вӑй пысӑкрах-ши? Тен, Ҫӗр "вӑйлӑрах"?

Вӑртахӑм, тархасшӑн, апла ан шутлах:

Вӑйсем хире-хирӗҫ, анчах пӗртанах.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1802.53.8793
2014.09.29 13:15
Agabazar
Тĕнчен механикăлла ÿкерчĕкĕ. http://elementy.ru/trefil/22
Agabazar // 4029.78.4544
2014.10.08 02:34
Agabazar
2014-мĕш çулхи Нобель лауреачĕсем (физика). — http://www.newsru.com/world/07oct2014/phys_nobel.html

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj