Виҫӗмкун, юрҫӳрен ҫине утлантӑм та, хам тӑвансем патне, Хурӑнлӑх ялне, хӑнана кайса килтӗм. Хурӑнлӑха илес пулсан ку ят маншӑн темле искусственнӑй ят пек. Эп вӑл яла Попой теме хӑнӑхнӑ та, официаллӑ ята ниепле те хӑнӑхаймастӑп. Мӗн ачаранах Попой тесе те, Хурӑнлӑх теме йывӑртарах. Апла-и, капла-и, ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн канас тӗллевпе тӑвансем патне ҫул тытрӑм.
Тарас Коли теҫҫӗ ӑна ялта. Ятсӑр-сумсӑр теме пултараймастӑп. Тимӗрҫӗ пулса ӗҫленӗ. Пирӗн таврари чи малтан ӑсталанӑ мини-тракторсене илес пулсан, ун ятне асӑнмасӑр май ҫук.
Акӑ, ҫак ҫӑмӑлах мар ҫулталӑк вӗҫленсе те пырать. Вӑл вӗҫнелле шуса пынӑ май, яланхи пекех эпир ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвне тӑватпӑр.
Пӗлтӗр эпир 2022 ҫула пысӑк шанӑҫпа кӗтсе илеттӗмӗр. Шел те малашлӑх епле пулассине пӗлеймен ҫав. Пӗртен-пӗр савӑнӑҫлӑ хыпар: кӑшӑлвирус пире ытлашши пӑшӑрхантарма пӑрахрӗ. Ҫук, вӑл пӗтмен-ха, сысна грипӗпе пӗрле пирӗн хушӑрах явӑнса ҫӳрет, анчах 2022 ҫул кӑтартса панӑ тӑрӑх ҫав чир ытлашшиех хӑрушах мар иккен, унтан хӑрушши те пур. Ҫавна май ун пирки шухӑшлама пӑрахрӑмӑр.
Ҫак кунсенче «Авалхи чӑваш ӗнем» ушкӑн валли кунталӑк, пурне те ӑнланмалла каласан — календарь, хатӗрлеме тиврӗ. Ҫак ӗҫпе аппаланнӑ хыҫҫӑн, тата чӑвашӑн пурнӑҫне сӑнанӑ хыҫҫӑн, пуҫра тӗвӗленнӗ шухӑшсене пӗлтерес килет.
Чӑвашӑн вӑл ҫук, ку ҫук, тенине эпӗ те, эсир те сахал мар илтнӗ пуль. Пире паянхи саманапа тан аталанса пыма чӑрмантаракан япаласенчен пӗри вӑл, ман шутпа — хамӑра ытла та ӗлӗкхипе тата авалхи япалапа ҫыхӑнтарма тӑрӑшни. Ҫавна пулах, ман шутпа, пирӗн чӑвашӑн чылай япала ҫук та.
Юлашки вӑхӑтра пирӗн ҫыравҫӑсем хайлакан произведенисенче ытларах енӗпе малашлӑх курӑнманни вӑйлӑ сисӗнни пирки эп кӑна мар, ыттисем те асӑрханӑ. Пӗрине пӑхатӑн, теприне — таҫта та нушапа терт, пуласлӑхра ним ыррине те курманни. Геннадий Дегтярёв пӗррехинче Борис Чиндыковӑн хайлавне хакланӑ чухне ҫапла сӑмах каланӑччӗ: «йытти те пулин ҫакӑнса вилет». Тӗрӗссипе калас пулсан, хам эп вӑл хайлава вуламан, паллашман, ҫавӑнпа та ҫын сӑмаххи ҫине таянса калама кӑна пултаратӑп.
Чӑваш чӗлхин корпусне пухас ӗҫ ҫӑмӑлах мар. Лайӑх корпус пултӑр тесен 20 миллион сӑмах пухни ҫеҫ ҫителӗксӗр, унта тӗрлӗ йышши текстсем пулмалла. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» сӑнасарах пӑхсан паянхи кун унта ытларах пайне литература хайлавӗсем йышӑннине курма пулать. 2019 ҫулта урӑх ҫитменлӗхччӗ — нумай пулмасть корпуса чӑвашла куҫарнӑ Библие кӗртнӗччӗ те тӗн тексчӗ пысӑк пай йышӑнатчӗ. Вӑт хайхи ӗнтӗ, ҫав танмарлӑха пӗтерес тесе эпӗ юлашки вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче чӑвашла текстсем шыратӑп та.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекере ман шутпа пӳртпе ҫурт сӑмахсене ӑнлантарса пани ҫитмест. Ку икӗ сӑмаха этимологсем тахҫанах тӗпченӗ ӗнтӗ, вӗсем мӗнле пулнине ҫирӗплетсех калама пултараҫҫӗ. Ҫавах та хам енчен гипотеза шайӗнче урӑх верси сӗнсе пӑхасшӑн.
Ҫурт тени тӗрӗксен юрта сӑмахпа тан пулнинче ним иккӗленӳ те ҫук-ха. «Й» сасӑ йотацизма пула «Ҫ» сасса куҫнӑ та хайхи «йурт»-ран «ҫурт» пулса тӑнӑ. «Пӳрт» тени вара мана яланах шухӑша яратчӗ. Пӗрешкел илтӗнеҫҫӗ-ҫке.
Ку статьяна тахҫанах ҫырасшӑнччӗ, анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула паян тин лартӑм. Пӗрре ҫырма ларасшӑнччӗ — Украинӑри лару-тӑру кансӗрлерӗ... Сӑмахӗ инвестицисем пирки пырать те йывӑр лару-тӑрура ун пирки сӑмах пуҫарни вырӑнлах мар пек туйӑнчӗ.
Сӑмах «Поток» ятлӑ платформа пирки. Ку платформӑна хамӑн укҫана эп 2020 ҫулта хывма пуҫларӑм. Чи малтанах пӗчӗк укҫа хурнӑччӗ — 10 пин кӑна. Тӗрӗслесе пӑхмалла тенӗ пек. Каярах вара, платформа шанчӑклӑ пулнине курнӑ май, кунта ытларах хума тытӑнтӑм.
Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 17 ҫул ҫитрӗ. Чӑн та, 2005 ҫултанпа вӑхӑт чылай иртрӗ. Апла пулин те, йывӑрлӑхсем ҫук мар пулсан та, «Чӑваш халӑх сайчӗ» ӗҫлет, кунсерен сире хыпарсемпе паллаштарать, вулама статьясем вырнаҫтарать.
Иртнине тишкерсе
«Чӑваш халӑх сайтне» йӗркеленӗ чухне тӗп тӗллев интернетра чӑвашла портал хатӗрлесси пулнӑччӗ. Унтанпа лару-тӑру чылай улшӑнчӗ ӗнтӗ. Самана та урӑхланчӗ. Енчен те 2005 ҫулта порталсен витӗмӗ питӗ пысӑкччӗ пулсан, паянхи куна илсен тӗрлӗ халӑх тетелӗсем (соцсетьсем), Телеграм йышши мессенджерсем вӑй илсе пыраҫҫӗ.
Ӗнер хыпарсем хушшинче Китайри авалхи кӗпер ҫунса кайни пирки сӑмахларӗҫ. Видеосене пӑхнӑ май паллӑ пулчӗ ӗнтӗ — ҫӑлса хӑварайман, вӑл тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫапах та чи тӗлӗнмелли кунта — кӗпере 900 ҫул каялла туса лартни. Пин ҫул каялла тенӗ пек туса лартнӑскер ҫак тарана ҫити упранса юлнӑ (ӗнер вӑл ҫунса кайнине шута илмесен)! 1742 ҫулта ун ҫинче пушар тухнӑ пулнӑ-ха, анчах вырӑнти халӑх ӑна юсаса ҫӗнетнӗ, пӗтме паман.
Йывӑҫран тунӑ кӗперсем
Тӗрӗссипе йывӑҫ ҫирӗп кӗпер тума чи юрӑхлӑ материал мар.
Ваттисен йӑлине пӑхӑнасси паянхи кун темле кивӗ, ниме тӑман, юрӑхсӑр япала шутланать тесен йӑнӑшмастӑп пуль. Паянхи кун пирӗн пурнӑҫра компьютер-смартфон таврашӗпе тивӗҫлӗ шайра усӑ курма пӗлесси хисепленет, модӑпа тан пыни тата ытти те. Пирӗн мӑн асаттесем пире хӑварнӑ йӑласем вара манӑҫа тухаҫҫӗ.
Ваттисен йӑли
Ваттисен йӑли тенӗ чухне пӗр енчен хамӑр авалхи тӗн пирки калама пулать (тепӗр тесен, йӑла-йӗрке унта самай вырӑн йышӑннӑ), тепӗр енчен вӑл йӑласем нимӗнле тӗнпе те ҫыхӑнмаҫҫӗ.
В Чебоксарах завершились съемки чувашского фильма «Пирӗшти куҫҫулӗ» / «Слеза Ангела». Автором его стал Сергей Щербаков.
По сюжету молодая любящая друг друга пара ссорится из-за слабого материального положения, и муж (актер Александр Демидов) уходит по контракту в Сирию, заработать «большие деньги». Жена (актриса Ольга Палан (Осипова)) чувствует вину и просит у Бога Тура благополучного возвращения мужа старинной чувашской молитвой, которой научила ее бабушка. Вместе со свекровью (актриса Валентина Иванова) она встречает призрак погибшего мужа, но чувашские Предки и ангел-пирешти (актер Иван Иванов), помогают исправить ситуацию…
Сейчас картина проходит стадию предпоказа, то есть идет разбор с различными специалистами в кинопроизводстве.
Раҫҫей Ӑслӑлӑх Академийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сергеев нумай пулмасть ҫапларах шухӑш каланӑ:
— Эпӗ чылай ҫынпа тавлашнӑ чухне ҫапла калатӑп: сирӗн шухӑшпа, мӗн, Горбатый кӗпер ҫине каскӑсемпе шаккама кайсан, е Ленин проспектне хупласа хурсан эпир хамӑр шухӑшсене влаҫрисем патне витӗмлӗрех ҫитерӗпӗр-и?
Александр Сергеев ӑсчахсене хӑйӗн шухӑшӗсене активлӑ пӗлтерме сӗннӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах влаҫа критиклеме, ун тӗлӗшпе усал сӑмахсемпе калама юрамасть тесе каланӑ.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Вырӑссен паллӑ тӗпчевҫин Ключевскин историне вуланӑ чухне час-часах пӗрре «боляр», тепре «бояр» тенине курма пулать. Славянсен тӗн чӗлхин (церковнославянский) палӑкӗ шутланакан упранса юлнӑ хайлавсенче ытларах «боляр» тенине куратпӑр.
«Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки малалла пӗлтеретпӗр. Пуш уйӑхӗ йывӑр пулчӗ тенӗччӗ те, ака уйӑхӗнче лару-тӑру тата та йывӑрланчӗ. Тӗплӗрех аяларах ҫырса кӑтартатӑп.
Пӗрремӗшӗ. Эсир пулӑшни сая кайман. Мӗн куҫарса пани йӑлт ӗҫ валли кайрӗ. Акӑ нумай пулмасть кӑна, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 1971 ҫулта тухнӑ И.А. Андреевпа Н.П. Петров редакциленӗ Вырӑсла-чӑвашла словарьне туллин кӗртсе пӗтертӗмӗр. Пурӗ 41 479 статья (сӑмах) пулчӗ. Халӗ ҫак сӑмахсарпа пурте туллин усӑ курма пултараҫҫӗ.
Ку статьяна тахҫанах ҫырма палӑртнӑччӗ. Кахала пула, тата ытти ӗҫсем хупӑрласа илнине пула паянхи кунччен те вӑл сайтра вырнаҫаймарӗ. Ҫавах та ҫак ӗҫе тӑсни сиенлӗ пуль. Палӑртнӑ ӗҫе тем тесен те тумаллах. Пӗр планласа хунӑ статьяна ҫырмаллах.
Мӗн-ха вӑл цензура?
Цензура мӗн иккенне тӗрлӗ энциклопедисене кӗрсе пӗлме пулать. Ытла инҫе каймӑпӑр, СССР вӑхӑтӗнче тухнӑ энциклопедине пӑхар. Цензурӑллӑ патшалӑхра ҫав япала пирки мӗн ҫырнӑ-ха? Цензура вӑл официаллӑ влаҫ органӗсем халӑха ҫитерес информацие тӗрӗслесе тӑни, ала витӗр кӑларни имӗш.