Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Тӗнчери тӗлӗнмелле вырӑнсем

Софья Савнеш28.09.2014 22:403695 Пурĕ пăхнă

Кашни тӑрӑх хӑйне май илемлӗ. Хӑш-пӗр вырӑн вара уйрӑмах тӗлӗнмелле.

 

Хаукадалур айлӑм

 

Вӑл Исландире вырнаҫнӑ. Гейзир, Строккюр гейзерсемпе палӑрса тӑрать. Гейзир тахҫан ҫӗре чӗтрентернӗ пулсан халӗ лӑпкӑ. Вӑл 5 кунра пӗр хут «вӑранать», унран тухакан шӗвек 60 метр ҫӳллӗшне ҫитет. Строккюр вара хастар-ха. Вӑл кашни 5 минутра «вӑранать». Шӗвек 20 метр ҫӳллӗшне ҫитет.

 

«Корлсбадск ҫӗр хӑвӑлӗ» наци паркӗ (АПШ)

Нью-Мехико штатри наци паркне геологсем 250 миллион ҫулта тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл коралл рифӗн ҫӗр ҫийӗннине пула (вӑл ун чухне Япони тинӗсӗнче пулнӑ) пулса кайнӑ-мӗн. Халӗ ҫав ҫӗр хӑвӑлӗсем туристсене илӗртеҫҫӗ.

 

Каппадоки (Турци)

Ӑна «Хитре лашасен ҫӗршывӗ» те теҫҫӗ. Вӑл Герем айлӑмра вырнаҫнӑ. Каппадоки 62 миллион ҫул каялла пулса кайнӑ. Вӑл хӑйӗн ландшафчӗпе, ҫӗр хӑвӑлӗнчи мӑнастирсемпе, ҫӗр айӗнчи хуласемпе тата чиркӳсемпе палӑрса тӑрать. Халӗ унта 350 ытла чиркӳ сыхланса юлнӑ. Чылайӑшӗ – 10-11-мӗш ӗмӗрсенчи. Анчах унран та ватӑраххисем пур.

 

Йеллоустоун наци паркӗ (АПШ)

Вӑл - АПШри чи паллӑ заповедник. Унта туристсем нумай пыраҫҫӗ. 1872 ҫулта вӑл ҫак статуса илнӗ, ЮНЕСКОн пӗтӗм тӗнчери еткерӗн объекчӗ пулса тӑнӑ. Парк пысӑк, 900 гектар лаптӑка йышӑнать. Унта виҫӗ штат кӗрет: Монтана, Айдахо, Вайоминг. Заповедник гейзерсеме, геотермика объекчӗсемпе, «ҫывӑракан» Кальдер вулканпа палӑрса тӑрать.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj