Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Майкл Бак 240 долларпа пӳрт хӑпартнӑ

Софья Савнеш01.11.2014 18:302425 Пурĕ пăхнă

Чылайӑшӗ ҫурт ҫӗклес е туянас тесе банкран кредит илет те ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех тӳлет. Аслӑ Британири Майкл Бак ҫак ҫула суйламан. Вӑл 240 доллар тӑкакласа… ҫурт лартнӑ.

59 ҫулти фермер хӑйне евӗр «коттедж» ҫӗклесе лартнӑ. Строительство ӗҫӗ 8 уйӑх пынӑ. Тӗлӗнмелле те, ӑна тумашкӑн пӗр инструмент та кирлӗ пулман. Ку технологие кивӗ кӗнекере тупнӑ.

Стенасене тумашкӑн фермер тӑм, хӑйӑр, улӑм, шыв, тӑпра хутӑшӗпе усӑ курнӑ. Тӑрри 300 тӑваткал метр. Ӑна улӑмпа витнӗ. Уйрайне кивӗ коттеджран илнӗ.

Ҫывӑрмалли пӳлӗмре кӑмака пур. Шыв пӳрте ҫӑлкуҫсенчен пӑрӑх тӑрӑх кӗрет. Холодильник вырӑнӗнче – нӳхреп. Тӗпелте – газ плити.

Укҫана ытларах улӑм туянса пӗтернӗ. Трӗссипе, Майкл Бак пӳрте пачах укҫасӑр хӑпартма тӗллевленнӗ.Ҫапла майпа пӗтӗмпе 240 доллар тӑкакланӑ.

Анчах хуҫи ҫав ультрабюджетлӑ пӳртре пурӑнмасть. Ӑна вӑл фермӑри ӗҫчене тара панӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Migulaj // 3567.81.9202
2014-11-04 14:20
Аслă Британире ăçтан доллар? Унта урăх укçа. "Строительство" сăмаха чăвашла çырма сĕнни - Акапасара кӳрентерни пулмасть-ши?
bor1959 // 1039.8.4424
2014-11-05 09:55
Иринук87:"Тăрри 300 тăваткал метр.". Ку хыпар ытлашширех пулчĕ пулмалла. Тăрри 30м х10м пулсан ку лаптăка улăмпа витсе çитереймĕн. Кунта ăнланманлăх пур.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru