Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Планета ҫинчи тӗлӗнмелле чӗрчунсем

Софья Савнеш24.10.2014 21:083966 Пурĕ пăхнă

Планетӑри тӗлӗнмелле чӗрчунсем мӗнлерех вӗсем? Тӗрӗссипе, кашниех илемлӗ, хӑйне евӗрлӗ.

 

Тӗнчери чи вӑйлӑ чӗрчун - копопед. Чӑннипе, вӑл чи вӑйли пулнине ӗненме те йывӑр. Ара, кӗлетки 10 миллиметр тӑршшӗ кӑна-ҫке-ха. Ҫитменнине, вӑл тӗнчери чи нумай клеткӑллӑ чӗрчун. Вӑл чӗрчунсенчен кӑна мар, урапаран (автомашина) та 10-30 хут вӑйлӑрах.

 

 

Маляри вӑрӑмтуна ами вилмелле хӑрушӑ. Вӗсем вӑтамран ҫулталӑкне планета ҫинчи 1 миллиона яхӑн ҫынна вӗлереҫҫӗ.

 

 

Чи наркӑмӑшли – кубомедуза. Унӑн 60 чӗрне, кашниех 4,5 метра яхӑн. Чӗрнинче 60 ҫынна вӗлермелӗх наркӑмӑш пур.

 

 

Тӗнчери чи хӑвӑрт чӗрчун – сапсан кайӑк. Вӑл сехетре 321 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа вӗҫме пултарать.

 

 

Планета ҫинчи чи вӑрӑм чӗрчунсем – немертин хуртсем. Вӗсем 55 метр таран пулаяҫҫӗ.

 

Тӗнчери чи ҫӳллӗ чӗрчун – жираф. Унӑн ҫӳллӗшӗ 6 метра яхӑн. Эппин, вӑл икӗ хутлӑ ҫурт тӑршшех.

 

Тӗнчери чи пӗчӗк чӗрчун вара – мимарида тӗкӗлтура. Вӗсем 0,46 миллиметр калӑпӑшлӑ ҫеҫ.

 

Чи ватӑ рептили – галапагос тимӗр шапи. Вӑл 175 ҫул пурӑнма пултарать. Анчах ку рекорд мар-ха. Чӗрчунсен хушшинче 406 ҫул пурӑнаканни те пур. Вӑл – океан венусӗ.

 

 

Чи шавлӑ чӗрчун – тинӗс кичӗ. Вӑл чи шавлӑ сасӑсем кӑларать. Вӗсем 188 децибила ҫитме пултараҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, кӑвак китсен сассине 800 ҫухрӑмран илтме пулать.

 

Чи ӑслӑ чӗрчун – шимпанзе. Ун хыҫҫӑн – дельфин.

 

Чи ҫӳлте вӗҫекен кайӑк – ту хурӗсем. Вӗсем 10 000 метра яхӑн ҫӳллӗшӗнче вӗҫме пултараҫҫӗ.

 

Тинӗсре чи хӑвӑртти – тинӗс сысни. Вӑл сехетре 56 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа ишме пултарать.

 

Ҫӗр ҫинче чи мӑранни – пахча шуйӗ. Вӑл сехетре 48 метр ҫеҫ кайма пултарать.

 

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj