Рекордсен Гиннес кӗнекине кам кӑна кӗмен пулӗ? Ӑна тишкерме яланах кӑсӑклӑ. Уйрӑмах тӗлӗнмелле, хӑйне евӗр ӗҫсем тунӑ ҫынсем пирки пӗлме интереслӗ.
Нью-Йоркра FAO Schwarz куравра паллӑ кондитер Алэн Роби шӑккалатран чи пысӑк конструкци тунӑ. Вӑл – 6,1 метр ҫӳллӗш.
2009 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Винковси хулари поварсен ушкӑнӗ тӗнчери чи вӑрӑм кӑлпассие хатӗрленӗ. Вӑл – 530 метр тӑршшӗ.
11 ҫулти арҫын ача хӑйӗн ҫуралнӑ кунне пичӗ ҫине 43 шуй вырнаҫтарма ирӗк панӑ. Мӗнле майпа? Фин Кехелер ҫапла хуравланӑ: вӑл куҫне хупнӑ, тутине пӗтӗрнӗ – кун пек майпа шуй ҫӑвара кӗмест.
116 ҫынран тӑракан ушкӑн сивӗ ҫанталӑкра Лондонра аялти тум вӗҫҫӗн ҫеҫ тӑнӑ. Вӗсем Гиннес кӗнекине аялти тумпа чи нумаййӑн пухӑннине пула кӗнӗ.
Чехири Факир 10 кун йывӑҫ тупӑкра ҫӗр айӗнче шывсӑр, апатсӑр выртнӑ. Факира уҫӑ сывлӑшпа вентиляци пӑрӑхӗ ҫыхӑнтарнӑ.
«Тӗнчери чи пысӑк Барбекю» конкурсра пӑру ашӗнчен хатӗрленӗ какай ҫӗнтернӗ. Вӑл 1 500 метр тӑршшӗ, 12 килограмм тайнӑ. Ку 2008 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ.
Медитаци учительне Шри Чинмоя 73-мӗш ҫуралнӑ кунне чи пысӑк чечек ҫыххи парнеленӗ.
Израильти Кармит тата Дрор 30 сехет те 45 минут пӗр чарӑнмасӑр чуптунӑ. Ҫак вӑхӑтра вӗсем шыв ӗҫмен, апат ҫимен, душ кӗмен – тӑрса чуптунӑ ҫеҫ.
2002 ҫулта Чикагӑра чи пысӑк канфет «ҫуралнӑ». Вӑл 18 килограмм йывӑрӑш пулнӑ.
Санта-Барбарӑри Мэтт Мак Эллистер Гиннес кӗнекине футболкӑсем тӑхӑннипе кӗнӗ. Вӑл пӗр харӑс 121 футболка тӑхӑнма пултарнӑ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.