• Хальхи килти кушаксем миацидсенчен пулса кайнӑ. Вӗсем 40 миллион ҫул каялла пурӑннӑ. Ҫак чӗрчунсем пӗчӗк пулнӑ, йывӑҫ ҫинче пурӑннӑ.
• Исаак Ньютон кушаксем валли алӑк шухӑшласа кӑларнӑ.
• Кушак усракансен 95% тӑватӑ ураллӑ тусӗпе калаҫать.
• Тӗнчери хуҫи ят панӑ пӗрремӗш кушак Египетран пулнӑ. Хуҫи ӑна Неджи ят панӑ.
• Кушак апата шӑршланине кура вӑл тиркевлӗ теме ҫук. Кушак ҫапла майпа апат тутине мар, температурине пӗлесшӗн. Вӑл пиҫсе каясран асӑрханать.
• Кушак хут ҫинче ҫывӑрма юратать. Ку уншӑн чи ӑшӑ тата ҫемҫе вырӑн.
• Кушак талӑкра 18 сехет ҫывӑрать.
• Ҫак чӗрчун пӳртре алӑк уҫӑ пулнине кӑмӑллать. Вӑл хупӑ вырӑнсене пачах кӑмӑлламасть.
• Кушак уҫӑ сывлӑша та питӗ юратать. Ҫавӑнпа килте форточка та пулин уҫӑ пулсан аван.
• АПШра пурӑннӑ Антигона ятлӑ кушак 1970 ҫулта харӑсах 19 ҫурӑ ҫурланӑ. Америкӑри Дасти ятлӑ кушак вара чи нумай ҫурӑпа мухтанма пултарать. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче 420 ҫурӑ ҫурланӑ.
• Канадӑри Джейк ятлӑ кушак чӗрнисемпе мухтанма пултарать. Унӑн кашни уринче 7-шер чӗрне ӳсет. Пӗтӗмпе – 28. Ахаль кушаксен 18 чӗрне ҫеҫ: малти уринче – 5-шер, хыҫалтинче – 4-шар.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.