Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Владимир: Вилес умӗн этем мӗн ҫинчен куллянать -ши?

Владимир06.11.2014 10:163971 Пурĕ пăхнă

Манӑн инке нумай ҫул хушши реанимацинче ӗҫленӗ. Вилме вӑхӑт ҫитнӗ ҫинсемпе пайтах калаҫса ларма тивнӗ унӑн. Патне ҫитнӗ ҫинсен шухӑшӗсене инке хӑй ӑшӗнче тытма йывӑр пулнӑран килтисемпе калаҫса чунне уҫатчӗ. Эпӗ вара вӑл каласа кӑтартнине ҫирса хутӑм. Инке каланӑ тӑрӑх ҫак ҫинсем тӗлӗнмелле ҫуталса ҫемҫелсе каяҫҫӗ, пурнӑҫ ҫинчен пайтах урӑхла, пурнаканнисем евӗрле мар шутлаҫҫӗ иккен. Ҫав шухӑшсенчен чи кӑтартуллисем.

1)"Пурнӑҫра пӗр куна та хама кирлӗ пек, хама килӗшнӗ пек пурӑнса ирттереймерӗм»

2)«Тӗрӗс мар утӑмсем тунӑран мӗн пур ӗмӗтсен ҫур пайне те пурнӑҫлаймарӑм»

3)«Турӑ сывлӑхпа ирӗклӗх парнеленӗ чухне, ниме тӑман ӗҫсемпе хам вӑйа тата чуна пусмӑрласа ирттертӗм»

4)«Ӗмӗрӗпе ӗҫлерӗм, уссине те ыррине те кураймарӑм: ачасем те хамсӑрах ҫитӗнчӗҫ,тӑванпа та, юлташпа та, арӑмпа та ӑшшӑн ларса калаҫаймарӑм»

5)«Ҫин умӗнче ыра пулас тесех пӗрре те хам шухӑша куҫран, туррӗн, уҫҫӑн каласа пама вӑй-хал тупаймарӑм»

6)«Телей хам алла хӑйех пырсассӑн та, ӑна тытса упраса пурӑнма пӗлеймерӗм»

7)«Кулас килнӗ чух макӑртӑм, макрас килнӗ чух култӑм, пӗрре те хампа хам хуҫа пулаймарӑм»

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.12 18:25
Нумайăшĕ мар пулин те,чылайăшĕ çак сăмахсене калама пултараççĕ,паллах.Этем тени темшĕн вилес умĕн çеç ирĕклĕн калаçма пуçласшăн-арэ пурăннă чухне кам чарать?

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj