Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Польшӑри "кукӑр вӑрман"

Софья Савнеш21.09.2014 21:344241 Пурĕ пăхнă

Польшӑри Грыфино хулинчен инҫех мар кукӑр вӑрман шыраса тупма пулать. Ӑна теприсем «ӳсӗр вӑрман» та теҫҫӗ.

Кукӑр вӑрманта 400 яхӑн хыр ӳсет. Чи интересли – йывӑҫем ҫурҫӗр енне самаях авӑнса ӳсеҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӑна ҫапла ят панӑ та. Вӑрмана 1930-мӗш ҫулсенче лартнӑ.

Йывӑҫем мӗншӗн кукӑр ӳснине никам та ӑнлантараймасть. Пӗр теори ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑйлӑ ҫил вӗрнӗ те йывӑҫем пӗр еннелле авӑннӑ. Тепӗр теорипе килӗшӳллӗн, пӗр селекционер вӑрманта ҫухалса каяс мар тесе хырсене ҫурҫӗр енннелле авса лартнӑ. Анчах шӑхӑшне йӑлтах пурнӑҫа кӗртмешкӗн ӑна Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи чӑрмантарнӑ.

Тепӗр тӗлӗнмелли япала – ку вӑрманта кайӑксем юрланине илтеймӗн. Кунта мӗн пулса иртнине никам та пӗлмест.

Вӑрман туристсене ҫултан ҫул ытларах илӗртет. Унта вӗсене килӗшет-мӗн.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj