ГАЗЕЛЬ
Ăслă çынна та кирлĕ канаш, тупата!
Канашламашкăн пултăр юлташ, тупата!
Ăслă çынран ыйтнишĕн сиен пулас çук.
Пĕтĕм ăсчах пире хуранташ, тупата!
Ĕçĕ нумай — ăслин. Ухмаххин — пуш сăмах,—
Çав этемпе нихçан ан паллаш, тупата!
Ăстăн тĕнче тивлечĕ вăл, ăстăн— илем.
Ун çумĕнче усал вăй йăваш, тупата!
Ăстăн кирлех, тăванăм, ăстаçă пулма;
Пур-тăк ăсталăх—пулĕ малаш, тупата!
Çăкăр ыйтмасть пиртен ăстăна пуç тайни;
Шав ăс пуçтартăр харпăр чăваш, тупата!
Ăс тенине пухаççĕ кунçÿл тăршшĕпех,
Ăс пухакан çын вĕçĕмсĕр яш, тупата!
Далее...
Нумаях пулмасть Антарктидăра тĕлĕнмелле япала асăрханă: океанра кутăн май çаврăннă айсберг пур. Ахальлисем шурă тĕслĕ, мĕншĕн тесен вĕсем чăмăртаннă юртан тăраççĕ. Анчах юр пĕрчисем пысăк пусăма пула чăмăртанаççĕ е тинĕс шывĕнче шăнаççĕ пулсан хушăксем пĕтеççĕ.
Хĕвел çутин хĕрлĕ тата сарă хумĕсене пăр «çăтать», анчах кăваккисем сапаланаççĕ. Хăш-пĕр çак хумсене эпир çутă кăвак куратпăр. Вĕсем тинĕсри таса шыва аса илтереççĕ.
Сывлăш çук чухне шăннă шывпа та çак япалах пулса иртет.
Çак карттăпа пурте усă курма тăрăшаççĕ.
Ман пуçа вара урăх шухăш çавăрса илчĕ: чăнлăхпа килĕшсе тăрать-и-ха унта кăтартни?. Çав карттăна ĕненес пулсан Шупашкарта, Етĕрнере, Çĕрпÿре, Йĕпреçре, Шăмăршăра, Вăрнарта, Куславккара тата вĕсен таврашĕсенче тĕпрен илсен вырăссем пурăнаççĕ пек пулса тухать. Айвана та паллă: ку пачах та апла мар. Паллах, вырăссем унта та, ытти вырăнсенче те пур.
Çывăр ман тĕпренчĕк, çывăр,
Çывăр, паппа ту.
Ывăлăмçăм, манăн ывăл,
Эс сĕре маттур.
Вăхăт пулĕ, вăхăт килĕ,
Çитĕнĕн патвар.
Тÿрре тухĕ аннÿн пилĕ,
Пулăн харсăр ар.
Ун чухне чăваш чĕлхишĕн
Хатĕр пул тăма.
Таврари ют халăх йышĕ
Ан хăйтăр кулма.
Хамăр халăхшăн, чăвашшăн
Çирĕп тăмалла.
Çавăн чух çеç пулĕ саншăн
Пурнăç — чăвашла.
Саншăн пулĕ ĕмĕр çывăх
Хамăрăн кĕтес.
Чăвашстан, Чăваш çĕршывĕ —
Уншăн çунăн эс.
Эрĕк шывĕ шакă çийĕн
Шарласа юхать.
Эп таврӑнтӑм, анне, ан макӑр.
Ман ҫулӑм пулчӗ, эс кӗтнине пулах.
Ыттисенчен телейлӗрех те такӑр,
Ӗмӗрӗм те пулчӗ вӑрӑмрах.
Пӑлетӗни, аннеҫӗм, тамӑкра та,
Йывӑр пулсан та, кӗрешме пулать.
Чӑтма пулать, чуну тухать пулсан та,
Чӗрӳ ҫавах тапӑлтатать.
Тӑван яла асра тытсассӑн,
Тӑван кил-йышӑн сӑнӗсем,
Чунра манаҫлӑн упрансассӑн,
Малтан мала утаҫҫӗ урасем
Пӗлетӗп эпӗ, пурнӑҫӑн хакне,
Ҫак пӗлӗве юлташсемпе пайларӑм.
Анчах вӗсен юратнӑ амӑшӗсене,
калас сӑмахӑм тупаймарӑм
Пӗлетӗни, вӗсен килӗсенче,
Куҫа йӑтма та хал ҫитерейместӗн,
Вӗсен ҫухалнӑ ывӑлӗсемпе,
пӗрле пырса эс кӗрейместӗн.
Хăш-пĕр çын хăйĕн пурнăçĕнче ăнланмалла мар, тĕлĕнмелле ĕçсем тăвать. Вĕсенчен тĕлĕнмелли çеç юлать.
Таджикистанри пĕр çын сектăна çÿренĕ. Унта хăйне евĕр йĕрке пулнă. Вĕсене пăхăнса вăл хăйĕн каяшĕсене кăмакара çунтарнă. Çапла вăл Çĕр çинчи экологие варалас мар тенĕ. Анчах вăл çутçанталăка тĕтĕм варалани пирки шухăшламан-тăр.
Эстонири 45 çулти çын вĕçме вĕренесшĕн пулнă. Мĕнле? Ятарлă хăнăхтарусем тунă, диетăна пăхăннă. 45-ре вăл 52 килограмм çеç тайнă.
Эпир укçа çуккишĕн пăшăрханатпăр. Пурăнмалли, çикелемелли, тăхăнмалли пур. Алă-ура сывă… Пурнăçа ÿпкелешмелле мар пек те… Ара, пирĕнтен те япăх, чухăн пурăнакан çынсем пур-çке-ха Çĕр çинче.
Тĕлĕнмелле те, хăшĕ-пĕри хăйĕн ирĕкĕпе чухăна тухать. Кунашкаллисем, паллах, сахаллăн. Тĕслĕхрен, Болгарире Добри старик пурăнать. Вăл кĕçех 100 çула çывхарать. Вăл кашни кун ыйткалама тухать-мĕн. Анчах пухнă укçа-тенке хăйĕншĕн тăкаламасть, ăна çĕршыври храмсене юсанă çĕре парать. Пĕтĕмпе вăл вун-вун пин доллар пухса панă.
Америка ăсчахĕсем чи самăр хĕрарăмсем ăçта пурăннине палăртнă. Çавăн пекех вĕсем планета çинчи кашни виççĕмĕш çын самăр пулнипе аптăранине çирĕплетнĕ.
Çĕр çинчи çынсен 30 проценчĕ самăр-мĕн. Кун пирки те Америка ăсчахĕсем калаççĕ. Ытларах чухне ку «чирпе» çывăх Хĕвелтухăçĕнчи тата Çурçĕр Африкăри халăх аптăрать иккен. Çак çĕршывсенчи арçынсен 60 проценчĕ, хĕрарăмсен 65 проценчĕ мăнтăр-мĕн.
Иккĕмĕш вырăнта – Индипе Китай. Унти çынсен 15 проценчĕ самăр. Виççĕмĕш вырăнта – АПШ.
Индири Зион Чан Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕме пултарнă. Унăн 39 арăм, хăйĕн тăван 94 ачи, арăмĕсен 14 ачи тата 33 мăнук.
Çак пысăк çемье – 181 çын – тăватă хутлă çуртра пурăнать. Унта 100 пÿлĕм. Арăмĕсем общежитири пек çывăраççĕ. Çуртра ачасем валли йăлтах пур. Çав шутра – шкул та.
Зион Чанăн арăмĕсем упăшкипе черетпе çывăрнăшăн пĕрре те мăртăхмаççĕ. Арçын the Sun кăларăмра хăйне «Турă çынни» пек туйнине пĕлтернĕ.
Çавăн чухне хĕрĕн ашшĕ урăх шухăшне пĕлтернĕ. Вăл тĕпренчĕкне 18 çул тултариччен килте хăварма шутланă-мĕн. «Хĕрсене ирех качча пани тĕрĕс маррине тинех ăнлантăм. Манăн хĕрĕн ачалăхĕ пултăр», - тенĕ вăл.
Вырăнти тÿре-шара çемье тавлашăвне хутшăннă.
Нумаях пулмасть килсĕр кушак МИХсен «çăлтăрĕ» пулса тăнă. Вăл кăрлачăн 10-мĕшĕнче пăрахса хăварнă ача пурнăçне çăлнă.
Машка кушак ачана çăлни пирки тĕнчипех пĕлме тытăннă. Калуга облаçĕнче Обнинск хулинче пĕчĕк арçын ачана курупкана чиксе подъездра пăрахса хăварнă. Кушак темиçе сехет ачана ăшăтнă, çулланă. Çав вăхăтрах çынсене чĕнес тесе хыттăн сасă панă.
Подъездра пурăнакансенчен пĕри çапла каланă: «Кушака аçи ватать тесе чупса килтĕм. Пăхатăп – ача макăрать».
100 çула çитнĕ çынсене, паллах, çак ыйтăва памасăр чăтаймастăн: «Епле майпа çак çула çитрĕр? Вăрттăнлăхĕ мĕнре?» Тĕнчери тĕрлĕ ăсчахсем тунă тĕпчевсемпе, сĕнÿсемпе паллашăр.
1. Виçине пĕлсе çимелле. Кунсерен 2500 килокалорирен ытлашши пулмалла маррине пĕлтереççĕ. Анчах ăна 1500 таран чакарма тăрăшăр. Организм клеткисем калорисене пĕтерсе хăшкăлмĕç, пачах тепĕр май – хастарланĕç. Анчах килокалори виçине ытлашши чакарни те усăллă мар.
2.
Çĕр çинче илемлĕ вырăн нумай. Хăш-пĕр çĕрте юмахри пекех туятăн хăвна. Хăв та ăнланмастăн: тĕлĕк е чăн? Ăçта вĕсем – юмахри евĕр вырăнсем?
Францири Кольмар. Вăл Европăри – чи илемлĕ хула. Унта хăвна кĕнекери юмахран лекнĕн туятăн. Кольмар хĕрлĕ эрех тăвакан тăрăхра вырнаçнă. Кунта иçĕм çырли ăнса пулать. Паллах – хĕвел хĕртет, ăшă. Илемлĕ лапамсене, фонтансене пула ăна «Пĕчĕк Венеци» те теççĕ. Кунта Фредерико Бартольди çуралнă. Вăл – Ирĕклĕх статуин авторĕ.
Фарер утравĕсем.
Л.С.Левитская (1931-2009) чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçисенчен пĕри. Вăл вилнĕ хыççăн тухнă некрологпа паллашма сĕнетĕп. http://altaica.narod.ru/personalia/levitskaya.htm
Паллах, ун çинчен Тетелти ытти чылай ресурссенче те паллашма пулать.
Шутласа пăхăр-ха, Лия Сергеевна филологи наукисен кандидачĕ çеç пулнă. Урăхла каласан, хăйĕн кĕскех те мар ĕмĕренче вăл "доктора тухайман". Тĕленсех каймалла!
Çыннăн, ăславçăн пĕлтерĕшĕ кĕсьери дипломсен, кăкăр тата хырăм çинчи медальсен шучĕпе çеç мар виçĕнет çав!
Л.
Оперăпа балет театрĕнче Литература çулталăкĕпе К.В.Иванов çулталăкне уçрĕç. Пурте йĕркеллĕ пек, анчах та пĕр самант кăмăла хуçрĕ. Валери Туркайпа тутар поэчĕ Ринат Харис та сцена çине тухрĕç. Ринат Харисăн сăмахĕ пит вырăнлă пулчĕ, анчах Туркай сăмахĕ вара кăмăла хуçрĕ. Сăвви кулăшла терĕ те — пăсăк сăвви пулчĕ вăл. Вырăнлă пулмарĕ. Чăваш халăх поэчĕн ятне йÿнетни пулчĕ. Акă, итлĕр: (çырма намăс, ЧНТ пăхăр!)
Çын мĕн тума пултарать? Хăш-пĕр япалана медиксем те, тĕпчевçĕсем те ăнлантарса параймаççĕ. Тĕлĕнмелле япаласем тума пултаракан çынсем пирĕн хушăмăртах пурăнаççĕ. Тĕнчере нумай вĕсем.
Эрешмен çын Джози Рэй Индире пурăнать. Вăл вертикаль сийпе куçса çÿреме пултарать. Джози çакна ача чухнех сиснĕ. Каярах вăл хăйĕн «пултарулăхне» аталантарма тăрăшнă, кунĕпе тренировкăсем ирттернĕ. Вăл скалолаз евĕр мар. Алли-ури ирĕклĕн хускалать.
Джулиано Строэ – тĕнчери чи вăйлă ача.
Чăвашсем — Раççейри тĕпри тата тĕп халăхсенчен пĕри. "Тĕпри" кунта "коренной" тенипе тĕл килет. "Тĕп" вара ак çакна пĕлтерет. Чăвашсем Раççейре пурăннин стажĕ чи пысăккисенчен пĕри. Йышпа та ку халăх Раççейре яланах чи пысăккисенчен пĕри пулнă.
Çакна шута илсен чăвашсене пурте питĕ лайăх пĕлсе тăмалла пек ĕнтĕ. Чăваш ячĕ Раççейре янраса çеç тăмалла пек. Анчах та ку тĕрĕссипе пачах та апла мар.
Интернетра чăвашсене халалланă ресурссенчен эпĕ ак еплереххи çине пырса тухрăм: http://n-avdeev.livejournal.
Тĕнчере тĕлĕнмелле, хăш чухне пуçа вырнаçмалла мар сăнÿкерчĕксем пулаççĕ. Вĕсемпе паллашар.
2004 çулта Opportunity Марс çинче микроскоп пулăмĕсене асăрханă. 2012 çулта та хăйне евĕр сăн тунă. Унта йалтах лайăхрах курăннă-мĕн.
Çакна чылайăшĕ фотошопра тунă тесе шухăшлать. Анчах Франци фотографĕ Роберт ле Серрек çак паллă мар чуна 1956 çултах ÿкернĕ.
Ачасем – пуласлăх. Вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Passion.ru сайт чи ăслă ачасемпе паллаштарать.
Махмуд Ваиль Махмуд 1999 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Гиннесс рекорчĕсен кĕнеки ăна тĕнчери чи ăслă ача тесе йышăннă. Махмуд асра арифметика ĕçĕсене шутлаять. Задачăсем шутлас енĕпе вăл Египетри ăсчахсенчен те ирттернĕ. Ача пуçламăш пĕлĕве темиçе çул каялла илнĕ. Халĕ вăл тĕнчери компьютер компанийĕсем сĕнекен программăсемпе вĕренет.
Ким Унг-Йонг Корейăра 1963 çулта çуралнă.
Паян эпир «Сурӑхсем Европӑпа пӗрле» партин хастарӗсемпе калаҫса пӑхасшӑн:
- Ыр кун пултӑр, эсир пит паха ҫӳҫ кастарнӑ вара!
- тавта пуҫ, сире те ҫавнах сӗнетӗп!
- Юнашар ҫӗнӗ ашкакай савӑтне уҫнӑ пирки эсир мӗн шутлатӑр?
- Тахҫанах кӗтне япала! Халӗ эпир те Европа шайӗпе пурӑнма тытӑнатпӑр.
- Унта така ашӗ кӑларма пуҫламаллине эсир илтнӗ-и?
- Ан ухмахланар-ха!
- Мӗншӗн?
- Пулма пултарайман япала пирки калаҫатӑр.
- ашкакакай кӑлармалла теҫҫӗ вӗт.
- чӑх ашӗ кӑларатпӑр тенеччӗ.
- Мӗншӗн ха вара чӑх-чӗп фабрики темен?