Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.6 °C
 

Reklamo

Notoj de amikoj Admin

[ Малалла утар! ]

Тӗнчери тӗлӗнмелли 3 бассейн

  14.09.2014 20:00 | 5766 Пурĕ пăхнă

Килти бассейн пирки кам ӗметленмӗ-ха? Паллах, чылайӑшӗн килте бассейн тӑвас килет. Анчах ку вырӑн нумай йышӑнать-ҫке-ха. Анчах хальхи технологисем темӗн тума та май параҫҫӗ. Укҫа ҫеҫ пултӑр.

 

Мрамор урай айне пытарнӑ бассейн.

Hydrofloors компани тӑрӑшнипе ку ҫуртри урай бассейна ҫаврӑнма пултарать. Пускӑч ҫине пуссан урай аялалла анма тытӑнать, ятарлӑ шӑтӑксенчен шыв тулма пуҫлать. Ҫапла майпах бассейн урая ҫаврӑнать.

 

Пӗчӗк картише ҫаврӑнакан бассейн.

Далее...

 

Тӗнчери чи пуян 5 ӳнерҫӗ

  07.09.2014 15:51 | 4271 Пурĕ пăхнă

Ӳнерҫӗсем нумай ӗҫлесе илеҫҫӗ-и? Тӗнчери чи пуян ӳнерҫӗсемпе паллашма сӗнетпӗр.

 

Маркиз Льюис.

Ӑна Ретна тесе те чӗнеҫҫӗ. Вӑл Лос-Анджелесра пурӑнать, вӑл – урамри ӳнерҫӗ. Маркиз – пултаруллӑ ҫамрӑк. Унӑн картинисем 10000 доллартан кая мар тӑраҫҫӗ. Вӑл 33 ҫулта кӑна-ха. Анчах унпа Forbes ҫыхӑнса ӗҫлет. Ун пирки халӑх 2010 ҫулта пӗлнӗ. Вӑл Нью-Йоркри мода эрнинче курӑннӑ. Ретна хӑйӗн ӗҫӗсенче иероглифсемпе, калиграфипе усӑ курать. Ӳнерҫӗ 5 000 000 доллар ӗҫлесе илнӗ.

Тьерр Гетта.

Далее...

 

Тӗнчери хӑйне евӗр ҫуртсем

  17.08.2014 11:56 | 5943 Пурĕ пăхнă

Тӗнче илемлӗ те тӗлӗнмелле. Хӑшӗ-пӗри ахаль ҫурт ҫеҫ купаламасть. Ҫӗр ҫинче хӑйне евӗр ҫуртсем пайтах иккен.

«Кукӑр макӑр ҫурта» Польшӑри Сопотере хӑпартнӑ. Унта Ян Марсин тата Пер Дахлберг пурӑнать. Ян - Польшӑри ача-пӑча кӗнекисен паллӑ ӳнерҫи. Пер – Швеци ӳнерҫи, Сопотере пурӑнать. Ҫурта 2003 ҫулхи кӑрлачра тума пуҫланӑ та ҫав ҫулах раштавра вӗҫленӗ. Вӑл Польша ҫыннисене тата туристсене тӗлӗнтерет те, савӑнтарать те.

«Вӑрман спиралӗ» ҫурта Германири Дармштадтра 1998-2000 ҫулсенче купаланӑ.

Далее...

 

Ҫӗр ҫинчи хӑйне евӗр чӗрчунсем

  10.08.2014 13:13 | 5881 Пурĕ пăхнă

Ҫӗр ҫинче темӗн тӗрлӗ чӗрчун та пур. Вӗсен йышӗнче тӗлӗнмелли сахал мар.

 

Хӑйне евӗр сӑмсаллӑ каюра хурт-кӑпшанкӑпа тӑранса пурӑнать. Унӑн сӑмси ҫӑлтӑр евӗр.

 

Кайса ӳкекен качакасем. Ӑна Теннес штатри селекционерсем шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсем чрезвычайлӑ лару-тӑрура йӑванса каяҫҫӗ. Ку сайра тӗл пулакан генетика чирӗпе ҫыхӑннӑ. Качакасен стресс пуҫлансан мышцӑсен параличӗ пулать.

Далее...

 

Трак ен кунӗ - 2014 Уяв

  28.07.2014 08:22 | 5538 Пурĕ пăхнă
 

9 ҫулти Сани 62-ри Хелена качча илнӗ

  26.07.2014 16:24 | 5927 Пурĕ пăхнă

Кӑнтӑр Африка республикинчи Мпумаланга провинцинчи ҫамрӑк Сани Масилела 5 ачаллӑ 62 ҫулти Хелен Шабангу хӗрарӑма качча илнӗ. Ҫапла майпа 9-ти Сани тӗнчери чи ҫамрӑк упӑшка пулса тӑнӑ. Арҫын ача хӑйӗнчен нумай ҫул аслӑрах хӗрарӑма мӗншӗн качча илнӗ-ха?

Тӗрӗссипе, ку вӗсен иккӗмӗш туйӗ. Пӗрремӗшне вӗсем 2013 ҫулта паллӑ тунӑ. Ун чухне Сани вилнӗ несӗлӗсен сассисене илтнӗ. Шӑпах вӗсем ачана Хеленпа пӗрлешме ӳкӗтленӗ-мӗн. Кӑҫал вара туя вырӑнти йӑла-йӗркене тӗпе хурса уявланӑ.

Далее...

 

Тӗлӗнмелли чылай

  20.07.2014 18:34 | 5696 Пурĕ пăхнă

«Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле», — теҫҫӗ. Ҫапла, тӗлӗнмелли чылай.

Роб Феререл парикмахер

Роб Феререл парикмахер чӑн-чӑн ӳнерҫӗ теме пулать. Анчах вӑл ҫӳҫпе усӑ курса картинӑсем тӑвать. Вӑл АПШри Техас штатӗнче пурӑнать. Унӑн хӑйӗн парикмахерскийӗ пур. Роба пуҫ ҫинче хӑйне евӗр портретсем ӳкерет, ҫавӑнпа ӑна чылайӑшӗ паллать. Ун патне спорт командисен фаначӗсем, мероприяти ертӳҫисем, телекурав ҫӑлтӑрӗсем ҫӳҫ кастарма килеҫҫӗ. Унӑн ӗҫӗ - чӑнах та тӗлӗнмелле боди-арт.

Чи ҫӳллӗ хӗр

Турцири 17 ҫулти хӗр – чи ҫӳлли.

Далее...

 

256 ҫул пурӑннӑ Ли Чинг-Юн

  17.07.2014 22:40 | 5191 Пурĕ пăхнă

1933 ҫулта Time Magazine тата New York Times хаҫатсенче некрологсенче 256 ҫулти Ли Чинг-Юн пурнӑҫран уйрӑлни пирки пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑталла вӑл 23 арӑм пытарнӑ, 180 ачана воспитани панӑ. Ҫак ҫын чӑнах та ҫав тери нумай пурӑннӑ-ши? Кӑна Environmental Graffiti уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ.

Ли Чинг-Юн яланах лӑпкӑ пулнӑ, риспа тата хӗрлӗ эрехпе сӑйланнӑ. Ҫаксем – унӑн вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ-мӗн. Ли Чинг-Юн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ пирки сахал пӗлеҫҫӗ. Вӑл Китайри Сычуань провинцире ҫурални, унта пурнӑҫӗ тӑршшӗпех пурӑнни паллӑ.

Ли Чинг-Юн 10 ҫул тултарнӑ тӗле ӑслӑ пулнӑ.

Далее...

 

Планетӑри телӗнмелле вырӑнсем

  13.07.2014 18:14 | 5193 Пурĕ пăхнă

Тӗнчере курмалли-телӗнмелли нумай. Акӑ вӗсенчен хӑшӗ-пӗри.

 

Ҫутӑ кӑвак тӗслӗ тарӑн шӑтӑк (Белиз).

Лайтхаус-Рифа центрӗнче вырнаҫнӑ. Диаметрӗ – 305 метр, тарӑнӑшӗ – 120 метр. Ҫак шӑтӑк тӗнчери дайверсене питӗ илӗртет.

Аризонри «хум» (АПШ).

Вӗсем тӗрлӗ эрешпе витӗннӗ тейӗн. Ҫакӑ ӑна тӗлӗнмелле илем кӳрет. «Хум» пысӑк ялсем ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа унта ҫулсерене пин-пин турист ҫитсе курать.

 

Филиппинӑри шӑккалатлӑ сӑртсем.

Далее...

 

Трак ен кунӗ: Карайри кӳлӗ чӳкӗ

  10.07.2014 02:41 | 5551 Пурĕ пăхнă
 

Туслӑх

  30.06.2014 20:07 | 5088 Пурĕ пăхнă

ТУСЛӐХ

тенос

 

Пӗлетпӗр, туссенчен пӗри хуҫа,

Тепри вара чура текен "теори"

Чӑнах та кӗнӗ пирӗн пурнӑҫа.

 

Ӑна ҫыравҫӑ асӗнчи Печорин

Юп курнӑ ӗлӗк, иртнӗ ӗмӗрте —

Анчах вӑл халь те сисӗнет пирте!

 

Каҫса кайса шавлатпӑр: пиччӗш, шӑллӗ...

Мӗскӗнлӗхре курас ҫук пархатар —

Пурне те йӗкӗрешлӗхре туяр:

Лӳппер сӑмах урамӑрсене тӑллӗ.

 

Пӗкӗрӗлевҫӗ ӗмӗр пулӗ тӑлӑх.

Асли те, кӗҫӗнни те пулас мар.

Йӑвашлӑха куллен ан мухтӑр кӑлӑх,

Ҫине тӑрса пӗртанлӑха туптар.

 

Тӗлӗнмелле вырӑнсем - санӳкерчӗксенче

  28.06.2014 21:44 | 5501 Пурĕ пăхнă

Тӗнчери чи илемлӗ те тӗлӗнмелле вырӑнсем – ҫак сӑнӳкерчӗксенче.

 

Мичиган штатри Гурон пӗвери тӗлӗнмелли утрав.

Тӗлӗнмелле йывӑҫ. Урӑх нимӗн те калаймӑн…

Хӑшӗ-пӗрин киленӗҫ пур: укҫа ҫинче ӳкернӗ пейзажа тупасси.

Япони шкул программинче ҫутҫанталӑкпа киленмелли урок пур.

Далее...

 

Тӗлӗнмелле фактсем

  24.06.2014 13:06 | 4952 Пурĕ пăхнă
Тӗнчери мӗн пур япалана пӗлсе ҫитерме ҫук. Хӑш-пӗр япала чӑннипех те тӗлӗнтерет.

 

- 1916 ҫултанпа АПШра ҫуртсене почтӑпа яма чарнӑ. Ку саккун пӗр арҫын 40 тонна йывӑрӑш ҫуртне Юта штат урлӑ ярсан тухнӑ. Арҫын фрахт ставкисене нумай тӳлесшӗн пулман.

 

- 1997 ҫулта Мексикӑри хулара шапаллӑ ҫумӑр ҫунӑ.

 

- Ҫын ҫывӑрнӑ чухне шӑрша туймасть.

 

- Астронавтсене космоса вӗҫес умӗн пӑрҫа йышши культурӑсене ҫиме чараҫҫӗ: газсем скафандра сиенлетме пултараҫҫӗ-мӗн.

 

- Крокодилсем питӗ ӑслӑ. Вӗсем аяларах чӑмас тесе чул ҫӑтаҫҫӗ.

Далее...

 

Ҫула тухас умӗн

  24.06.2014 10:01 | 5566 Пурĕ пăхнă

Юлташсемпе ҫулҫӳреве кайма, ҫутҫанталӑк лапамӗнче канма шухӑшларӑр тӑк – аван! Анчах ҫула пуҫтарӑннӑ чухне вун-вун ыйту сиксе тухать. Мӗн илмелле? Мӗнле тумланмалла? Ҫула тухиччен ак ҫак сӗнӳсене шута илӗр.

Карттӑпа компас – чи кирлӗ япаласем. Кусем, паллах, хӑвӑр тахҫантанпах палланӑ вырӑнсене кайма шухӑшлатӑр тӑк – кирлех мар. Анчах инҫе кайма пуҫтарӑнсан вӗсене манса ан хӑварӑр.

Ӑҫта ҫӗр каҫмалли пирки те шухӑшламалла.

Далее...

 

Ҫуллана усӑллӑ тата кӑсӑклӑ ирттермелли сӗнӳсем

  14.06.2014 17:11 | 5394 Пурĕ пăхнă

Ҫуллахи вӑхӑта чылайӑшӗ чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Нумайӑшӗ отпускра канать. Ҫак вӑхӑтра мӗн кӑна тума пулмасть-ши?! Ҫак сӗнӳсем ҫуллана питӗ кӑсӑклӑ, ҫав вӑхӑтрах усӑллӑ ирттерме пулӑшӗҫ.

Педаль ҫавӑрӑр. Хирӗҫ вӗрекен уҫӑ варкӑшпа киленӗр, кулӑр, тӗнче илемлӗ пулнӑшӑн савӑнӑр.

Юратнӑ утиял, минтер, килте усӑ куракан савӑт-сапа (анчах лавккари пластмасса савӑт мар), эрешлӗ салфетка, килте пӗҫернӗ тутлӑ апат… Ҫутҫанталӑк лапамӗнче каннине нихӑҫан та манмӑр!

Далее...

 

Урисем ҫӗре перӗнмен Кумари пурнӑҫӗ

  13.06.2014 17:58 | 5324 Пурĕ пăхнă

Тӗнчере миҫе ҫӗршыв? Йӑла-йӗрке те ҫавӑн чухлех. Хӑшӗ-пӗрне ӑнланма та ҫук. Тӗлӗнмелле йӑла хӑшӗ-пӗрин. Непалти, тӗслехрен. Вӗсем хӑш-пӗр хӗрача Турӑ пулнине ӗненеҫҫӗ. Кун пеккисене кунта «Чӗрӗ Турӑ» теҫҫӗ. Ӑна пин-пин индуист тата буддист пуҫ ҫапать. Анчах ку - хӗрача пӗве кӗриччен ҫеҫ. Кун хыҫҫӑн вӑл ахаль ҫынсем пекех пурӑнма тытӑнать. Непалсем Кумарие Кали турӑш вырӑнне йышӑнаҫҫӗ. Вӑл усалтан сыхлать, ӑнӑҫу кӳрет имӗш.

Кумари непал чӗлхинчен куҫарсан «таса хӗр» тенине пӗлтерет.

Далее...

 

Питӗрти гейзерсем

  07.06.2014 17:18 | 4846 Пурĕ пăхнă

Санкт-Петербург тесенех куҫ умне вырӑс усадьбисем, капӑр парксем, кармансем тухаҫҫӗ. Унта вӗсем чӑннипех те нумай ҫав. Анчах Питӗрте никамах та пӗлмен вырӑнсем те пур. Вӗсем те хӑйсен илемӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Гатчинск гейзерӗсем.

Гатчинск районӗнчи Корпиково ялӗнчен инҫех мар – вӑрмансем. Унта ҫӗр айӗнчен шыв тапса тӑрать. Шӑпах ҫаксене вырӑнти халӑх Гатчинск гейзерӗсем тет. Ҫак фонтансен ҫӳллӗшӗ 1,5 метртан ытлашши мар, анчах вӑрман ҫывӑхӗнче вӗсем питех те илемлӗ курӑнаҫҫӗ.

Далее...

 

Чӑваш наци конгресӗ районсенчи Акатуйсене мӗншӗн хутшӑнмасть

  01.06.2014 23:19 | 17825 Пурĕ пăхнă

Акатуй - авалтан пыракан чӑваш йӑли. Унта ватти-вӗтти хутшӑнса хавасланать. Шупашкарти ентешлӗх те, тӗрлӗ тӳре-шара унта пырса хӑйӗн кӑмӑлне тӑвать. Анчах та темшӗн ҫак уявра Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсене курмастӑп. Наци юхӑмӗнче тӑракан ҫынсен кунта пӗрремӗш ретре пулмалла пек туйӑнать мана. Хамӑр пуррине ҫакӑнта шӑпах кӑтартмалли май ку. Анчах та вӗсем ҫук кунта, пур пулсан та наци конгресӗн ячӗпе пӗр сӑмах та каламаҫҫӗ. Вӑтанатпӑр-и е кахалланатпӑр? Е тӗп форумри сцена ҫинчен ҫеҫ тутлӑ сӑмахсем калама пӗлетпӗр...

Хамӑр вырӑсланса пынине ҫакӑнтан пӗтерсе пымалла мар-ши?

Далее...

 

Ҫак вырӑнсенче ҫынсем тата чӗрчунсем ҫухалаҫҫӗ

  26.05.2014 16:33 | 4746 Пурĕ пăхнă

Тӗнчере ҫынсем паллӑ мар салтава пула ҫухалнипе ҫыхӑннӑ вырӑснем пур. Акӑ вӗсем.

 

 

Бермунд виҫкӗтеслӗхӗ. 1944 ҫулхи юпан 21-мӗшӗнче кунта «Рубикон» карапӑн экипажӗ ҫухалнӑ. Бермунд виҫкӗтеслӗхӗ – тупмалли юмах тейӗн, анчах унӑн хуравне никам та пӗлмест. Кунта карапсем ҫухалаҫҫӗ. Ӗнемелле мар-и? Ҫак вырӑнта навигаци тытӑмӗ питӗ япӑх ӗҫлет. Метеоролгсен шухӑшӗпе, Флорида ҫыранне лекнӗ чылай цунами кунтан пуҫланать. 1945 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Бермун виҫкӗтеслӗхӗнче пилӗк ҫар самолече ҫухалнӑ: сывлӑшра ирӗлнӗ тейӗн.

Далее...

 

Израильти Вилӗ тинӗс

  26.05.2014 15:59 | 11258 Пурĕ пăхнă

Вилӗ тинӗс тӑварлӑ тинӗссен хушшинче – чи тарӑнни. Тӑвар нумай пулнӑран вӑл ҫак ята тивӗҫнӗ. Кунта, океанпа танлаштарсан, 8,6 хут тӑварлӑрах: 1 литр шывра – 330,7 грамм тӑвар. Вӑл тинӗс шайӗнчен 425 метр аяларах вырнаҫнӑ. Эппин, ку планетӑри чи аяллӑ вырӑн.

Виле тинӗс тӑршшӗ – 67 ҫухрӑм, сарлакӑшӗ – 18 ҫухрӑм, тарӑнӑшӗ – 378 метр. Анчах ҫулсерен шыв шайӗ 1-ер метр чакать, ун хыҫҫӑн тӑварлӑ тӑпра юлать.

Далее...

 
: 1, ... 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27, 28, 29, 30, ... 40
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)