Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Пĕчĕк ача пурнăçне çăлнă Машка кушак

Софья Савнеш30.01.2015 19:083258 Пурĕ пăхнă

Нумаях пулмасть килсĕр кушак МИХсен «çăлтăрĕ» пулса тăнă. Вăл кăрлачăн 10-мĕшĕнче пăрахса хăварнă ача пурнăçне çăлнă.

Машка кушак ачана çăлни пирки тĕнчипех пĕлме тытăннă. Калуга облаçĕнче Обнинск хулинче пĕчĕк арçын ачана курупкана чиксе подъездра пăрахса хăварнă. Кушак темиçе сехет ачана ăшăтнă, çулланă. Çав вăхăтрах çынсене чĕнес тесе хыттăн сасă панă.

Подъездра пурăнакансенчен пĕри çапла каланă: «Кушака аçи ватать тесе чупса килтĕм. Пăхатăп – ача макăрать».

Халĕ ача пурнăçĕ хăрушлăхра мар. Ăна тухтăрсем пăхса тăраççĕ. Арçын ача лăпкă, макăрмасть, лайăх çиет, лайăх çывăрать. Çапла пĕлтернĕ пульницăра.

Тĕнчери МИХсем çакна илтсе кушака «герой» тесе çыраççĕ. The New York Post хаçат çапла çырать: «Ача пурнăçне çăлнă Лессинчен те вăйлăрах».

Ачана подъездра çĕрле тупнă. The Daily Mail хаçат та Машка кушака герой ятне панă. Анчах унăн ятне вăл тĕрĕс мар çырнă: Марша.

Ачана çăлнă кушак подъездра чылай çул пурăнать, ăна унти çынсем пăхса тăнă. Халĕ вăл тутлă çеç çисе пурăнать.

Кун хыççăн ачана усрава илме кăмăл тунисен йышĕ ÿснĕ. Полицейскисем вара пĕчĕкскерĕн амăшне шыраççĕ. Амăшĕ ăна илме хирĕç тĕк ун валли урăх çемье шырама тытăнĕç.

Кушака хăйсем патне илме шухăшлакансем те пур. Анчах подъездри çынсем ăна никама та парасшăн мар. Ачана хăварнă курупкара подгузниксем, ĕмкĕч пулнă. Ачана тупнă чухне кушак унпа çумăн хуçланса выртнă. Хăшĕ-пĕри вăл арçын ачана темиçе сехет ăшăтнă тесе шухăшлать.

Арçын ачана медпулăшупа илсе кайнă чухне кушак фельдшерсем хыççăн утнă.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj