Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Самăр çынсем ăçта пурăнаççĕ?

Софья Савнеш01.02.2015 21:153720 Пурĕ пăхнă

Америка ăсчахĕсем чи самăр хĕрарăмсем ăçта пурăннине палăртнă. Çавăн пекех вĕсем планета çинчи кашни виççĕмĕш çын самăр пулнипе аптăранине çирĕплетнĕ.

Çĕр çинчи çынсен 30 проценчĕ самăр-мĕн. Кун пирки те Америка ăсчахĕсем калаççĕ. Ытларах чухне ку «чирпе» çывăх Хĕвелтухăçĕнчи тата Çурçĕр Африкăри халăх аптăрать иккен. Çак çĕршывсенчи арçынсен 60 проценчĕ, хĕрарăмсен 65 проценчĕ мăнтăр-мĕн.

Иккĕмĕш вырăнта – Индипе Китай. Унти çынсен 15 проценчĕ самăр. Виççĕмĕш вырăнта – АПШ.

Тĕпчев ертÿçи Кристофер Мюррей палăртнă тăрăх, çынсем укçа нумай ĕçлесе илме тытăнсан самăрланма пуçлаççĕ. Ăсчахсем ачасем те мăнтăрланма пуçланине палăртаççĕ.

Тĕпчевçĕсем 1980-3013 çулсенчи кăтартусене тишкернĕ. 1980-мĕш çулсенче самăррисен шучĕ 857 миллион пулнă тăк 37 çулта вĕсен йышĕ 1 миллиард та 253 миллион çынна çитнĕ.

Малтан ытларах хĕрарăмсем самăр пулнă тăк халĕ урăхла. Маларах асăннă çĕршывсенче çынсем çамрăк чухнех мăнтăрланма пуçлаççĕ.

Аталаннă çĕршывсенче çынсем ытларах 1990-2006 çулсенче ÿт хушнă. Финанс кризисĕ вĕçленсен вĕсен шучĕ чакма пуçланă. Вĕсем хыççăн аталанакан çĕршывсем эстафета патакне тытнă.

Пирĕн çĕршывра арçын ачасен 21,7 проценчĕ, хĕрачасен 18,6 проценчĕ мăнтăр. Хĕрарăмсен – 58,9%, арçынсен 54,3% самăр.

Ăсчахсем рекордсене те палăртнă. Чи самăр çынсем Кувейтра, Кирибатире, Микронезире, Ливире, Катарăра, Самоара пурăнаççĕ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

ял ачи // 4277.62.6492
2015.02.16 10:44
"Катарăра" тени - мӗн тени? Катара ҫук, Катар - пур. "Катарта" темелле.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj