ГАЗЕЛЬ
Ăслă çынна та кирлĕ канаш, тупата!
Канашламашкăн пултăр юлташ, тупата!
Ăслă çынран ыйтнишĕн сиен пулас çук.
Пĕтĕм ăсчах пире хуранташ, тупата!
Ĕçĕ нумай — ăслин. Ухмаххин — пуш сăмах,—
Çав этемпе нихçан ан паллаш, тупата!
Ăстăн тĕнче тивлечĕ вăл, ăстăн— илем.
Ун çумĕнче усал вăй йăваш, тупата!
Ăстăн кирлех, тăванăм, ăстаçă пулма;
Пур-тăк ăсталăх—пулĕ малаш, тупата!
Çăкăр ыйтмасть пиртен ăстăна пуç тайни;
Шав ăс пуçтартăр харпăр чăваш, тупата!
Ăс тенине пухаççĕ кунçÿл тăршшĕпех,
Ăс пухакан çын вĕçĕмсĕр яш, тупата!
Мĕн-ха вăл "газель" текен çавра? http://dic.academic.ru/dic.nsf/ruwiki/18614
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.