Владимир // 1486.08.8750
2015.02.20 20:50 | |
Килӗшет.Яка та тӳрӗ. Анчах та ку сӑвӑра чӑваш эрех ӗҫкине кӗрсе ӳкнирен аталанаймасть пулать -и? -- "Эрĕк шывĕ шакă çийĕн Шавласа юхать. Çичĕ ют пек, сийĕн-сийĕн,Хумĕ ыткăнать"
| |
Agabazar // 4073.75.6565
2015.02.20 20:58 | |
Кунта Эрĕк тени Эрех сăмахпа пачах та çыхăнман. Тепĕр тесен, кам çыхăнтарас тет, çав çыхăнтарма пултарать. :-)
"По камням струится Терек, Плещет мутный вал; Злой чечен ползет на берег, Точит свой кинжал;" Акă ăçтан вăл хайхи "Эрĕк"! Каланă вĕт, Лермонтов сăввипе усă курнă тесе!!!! | |
Владимир // 4071.56.6426
2015.02.21 11:26 | |
Ман шутпа, "эрех" "Эрӗкрен" темана уҫӑмлӑрах палӑртать. Эрӗкӗ ӑҫта-у, эрехӗ вара, кашни урамрах. Анчах та, юлашки ҫулсене илсессӗн, эрехе путнӑ чӑвашсен йышӗ самаях сахалланчӗ. Ӗҫлет чӑваш, аташма вӑхӑт ҫук. | |
Agabazar // 1112.6.1519
2015.02.21 17:23 | |
Те́рек ~ Эрĕк | |
Agabazar // 2706.57.7944
2015.03.01 10:03 | |
Тепĕр "Сăпка юррипе" танлаштарса пăхма сĕнетĕп
http://vulacv.blogspot.ru/2007/01/blog-post_29.html | |
Владимир // 2832.87.7321
2015.03.01 16:09 | |
Петӗр Хусанкай."Сăпка юррри" Тӑнлӑ чӑвашӑн тӑнлӑ ывӑлӗ.Пур халӑхпа та эс туслӑ пул тет. Вырӑспа вара тӑванлӑ пурӑн тет. | |
Agabazar // 4219.92.5991
2015.03.01 17:45 | |
Тĕрĕс, вырăспа та, американпа та, акăлчанпа та, эскимоспа та, украинпа та — пуринпе те!!!!— тăванлă пулмалла. | |
Владимир // 2832.87.7321
2015.03.01 18:10 | |
Американӗсем пирки каласа хӑварман вара Хусанкай-тете.Тӑшманпа йӑваш пулма халаламан вара.Вырӑспа тӑванлӑ пулма пилленӗ. | |
Agabazar // 3234.9.2347
2015.03.02 02:46 | |
Волоча юлташ, сирĕншĕн американ нихăш енĕпе те тăшман пулма пултараймасть. Кейт Линдси мĕнпе айăпа кĕнĕ сирĕн умăрта?
Е, калăпăр, Джон Крюгер хоспочын мĕнпе айăпа кĕнĕ? Е Интернет ăсталаса панăшăн кураймастăр америксене? | |
Agabazar // 3234.9.2347
2015.03.02 02:55 | |
Володя // 2832.87.7321 2015-03-01 18:10 : <<Американӗсем пирки каласа хӑварман вара Хусанкай-тете.>>
Тĕрĕс, асăннă сăвăра каламан. Вара мĕн? Ирçесем пирки те каламан хайхи сăвăра. Вара, çавна кура, ирçесемпе харкашса пурăнмалла-им? Каламан удмуртсем, украинсем, венесуэласем, кубăсем, корейсем, киттайсем, индисем, абхазсем пирки те. Вара мĕн? Каламан тесе харкашмалла-им? Вăт çапла вăл пурнăç: çынсене курайманлăха вĕрентетпĕр те, кайран лешсем хăйсене килĕшмен пек туйăнаканнисене пере-пере пăрахма пуçлаççĕ. Немцов хоспочына вĕлернĕ пек. |