Ачасем – пуласлăх. Вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Passion.ru сайт чи ăслă ачасемпе паллаштарать.
Махмуд Ваиль Махмуд 1999 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Гиннесс рекорчĕсен кĕнеки ăна тĕнчери чи ăслă ача тесе йышăннă. Махмуд асра арифметика ĕçĕсене шутлаять. Задачăсем шутлас енĕпе вăл Египетри ăсчахсенчен те ирттернĕ. Ача пуçламăш пĕлĕве темиçе çул каялла илнĕ. Халĕ вăл тĕнчери компьютер компанийĕсем сĕнекен программăсемпе вĕренет.
Ким Унг-Йонг Корейăра 1963 çулта çуралнă. 5 çулта вăл тăватă чĕлхе пĕлнĕ, математика анализĕпе задачăсем шутланă. 3-6 çулсенче Ким университетра вĕреннĕ. 7-ре ăна НАСАна ĕçе чĕннĕ. 15 çулта вăл доктор степеньне илнĕ, АПШра 1978 çулта ĕçленĕ.
Грегори Смит 1990 çулта кун çути курнă. Вăл 2 çулта вулама вĕреннĕ, университета 10-ра вĕренме кĕнĕ. Вăл Билл Клинтонпа тата Михаил Горбачевпа тĕл пулнă. Грегори International Youth Advocates юхăма йĕркеленĕ.
Акрит Ясвал 1993 çулта Индире çуралнă. Ăна тĕнче 2000 çулта пĕлнĕ. 7-ре вăл «хирурги» операцине тунă. Акрит 8-ти кÿршине çăлнă. Хĕрача аллине пĕçертнĕ хыççăн чăмăрне хуçлатайман. Акрит вара, ятарлă пĕлÿ илменскер, унăн пÿрнисен хуçлатмалла тунă.
Аэлита Андре 2007 çулта çуралнă. 9 уйăхра вăл хăйĕн пĕрремĕш картинине ÿкернĕ. Аэлита живопиçри сюрреализм стилĕпе палăрса тăрать. 2012 çулта унăн иккĕмĕш куравă йĕркеленнĕ. Хĕрача картинăсене сутса миллион доллара яхăн ĕçлесе илнĕ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
кунта хирурги сăмаха мĕншĕн хăлапкасемпе хупнă-ши? :-)