Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Туслӑх

Agabazar30.06.2014 20:073425 Пурĕ пăхнă

ТУСЛӐХ

тенос

 

Пӗлетпӗр, туссенчен пӗри хуҫа,

Тепри вара чура текен "теори"

Чӑнах та кӗнӗ пирӗн пурнӑҫа.

 

Ӑна ҫыравҫӑ асӗнчи Печорин

Юп курнӑ ӗлӗк, иртнӗ ӗмӗрте —

Анчах вӑл халь те сисӗнет пирте!

 

Каҫса кайса шавлатпӑр: пиччӗш, шӑллӗ...

Мӗскӗнлӗхре курас ҫук пархатар —

Пурне те йӗкӗрешлӗхре туяр:

Лӳппер сӑмах урамӑрсене тӑллӗ.

 

Пӗкӗрӗлевҫӗ ӗмӗр пулӗ тӑлӑх.

Асли те, кӗҫӗнни те пулас мар.

Йӑвашлӑха куллен ан мухтӑр кӑлӑх,

Ҫине тӑрса пӗртанлӑха туптар.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Migulaj // 3652.05.6998
2014-07-10 18:22
Эсĕ кунпа мĕн каласшăнччĕ?
Agabazar // 2971.06.6581
2014-07-10 20:03
Agabazar
Migulaj // 3652.05.6998
2014-07-10 18:22<<Эсĕ кунпа мĕн каласшăнччĕ?...>>

Çынна тĕлли-паллисĕр эслетме юрамасть — ак мĕн каласшăнччĕ!
Migulaj // 3652.05.6998
2014-07-11 20:43
Мĕн вăл "эстлетни"? Сăмахсарта ун пек сăмах тупăнмарĕ (кунта пăхмалла: http://samah.chv.su/cgi-bin/s.cgi). Ку сăмаха эсĕ ху шутласа кăларман-и?
Agabazar // 1047.99.7346
2014-07-11 23:17
Agabazar
Сăмахсарта тенос текен сăмах та çук. Вара мĕн?
Migulaj // 6343.9.2871
2014-07-12 08:53
"тенос" чăваш чĕлхинче тата мĕне пĕлтерет?
Эс ху çыратăн çке: "Çынна тĕлли-паллисĕр эслетме юрамасть — ак мĕн каласшăнччĕ!"
Agabazar // 3039.58.7803
2014-07-12 13:00
Agabazar
Migulaj // 6343.9.2871
2014-07-12 08:53<<Эс ху çыратăн çке: "Çынна тĕлли-паллисĕр эслетме юрамасть — ак мĕн каласшăнччĕ!">>

Шел пулин те, халь çавнах тепĕр хут калама тивет.
Migulaj // 1863.91.2154
2014-07-13 19:58
Эсĕ çĕнĕ сăмахсем шутласа кăларма питĕ пултаратăн.Çав сăлтав пирки сана ăнланма çук.
Agabazar // 1935.50.0864
2014-07-14 17:10
Agabazar
Вăкăр пек сĕкĕнсе хăвăрăннех перетĕр. Вара сире мĕнле усă пулчĕ? Мĕн выляса илтĕр? Эх, мăнтарăн чăваш!...
Migulaj // 1863.91.2154
2014-07-14 18:28
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: Пĕр-пĕр çынна кӳрентерни пур
bor1959 // 1039.8.4424
2015-04-13 19:30
Акасапар:"Вăкăр пек сĕкĕнсе хăвăрăннех перетĕр."-ыттисем вӑкӑр пек мар-и вара?

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru