Килти бассейн пирки кам ӗметленмӗ-ха? Паллах, чылайӑшӗн килте бассейн тӑвас килет. Анчах ку вырӑн нумай йышӑнать-ҫке-ха. Анчах хальхи технологисем темӗн тума та май параҫҫӗ. Укҫа ҫеҫ пултӑр.
Hydrofloors компани тӑрӑшнипе ку ҫуртри урай бассейна ҫаврӑнма пултарать. Пускӑч ҫине пуссан урай аялалла анма тытӑнать, ятарлӑ шӑтӑксенчен шыв тулма пуҫлать. Ҫапла майпах бассейн урая ҫаврӑнать.
Ку бассейн дизайнне тата тытӑмне Hidden Water Pools компани шухӑшласа кӑларнӑ. Пускӑч ҫине пусмалла ҫеҫ – шывпа тулнӑ резервуар пӗчӗк картиш пулса тӑрать. Ку уйрӑмах ачаллӑ ҫемьесемшӗн меллӗ. Пӗчӗкскерсем выляма, ҫав вӑхӑтрах шыва кӗме пултараҫҫӗ. Бассейнри шыв тарӑнӑшне пысӑклатма, пӗчӗклетме пулать.
Бассейна кирек ӑҫта та тума пулать-мӗн. Пуш хирте те. Кӑмӑл ҫеҫ пултӑр. Кунашкал бассейн Кӑнтӑр Калифорнире пур. Ӑна маларах ҫырса кӑтартнӑ икӗ бассейн технологипе тунӑ. Унта кирек кам та шыва кӗме пултарать – тӳлевсӗрех. Анчах кашниех ӑна шыраса тупаймасть.
... ... ... ... ...
...
(Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)