1933 ҫулта Time Magazine тата New York Times хаҫатсенче некрологсенче 256 ҫулти Ли Чинг-Юн пурнӑҫран уйрӑлни пирки пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑталла вӑл 23 арӑм пытарнӑ, 180 ачана воспитани панӑ. Ҫак ҫын чӑнах та ҫав тери нумай пурӑннӑ-ши? Кӑна Environmental Graffiti уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ.
Ли Чинг-Юн яланах лӑпкӑ пулнӑ, риспа тата хӗрлӗ эрехпе сӑйланнӑ. Ҫаксем – унӑн вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ-мӗн. Ли Чинг-Юн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ пирки сахал пӗлеҫҫӗ. Вӑл Китайри Сычуань провинцире ҫурални, унта пурнӑҫӗ тӑршшӗпех пурӑнни паллӑ.
Ли Чинг-Юн 10 ҫул тултарнӑ тӗле ӑслӑ пулнӑ. Ҫав вӑхӑталла вӑл Кан-Су, Шаньси, Тибет, Аннам, Сиам, Манчжури тӑрӑхӗсене ҫитнӗ, тӗрлӗ курӑк пухнӑ. Маллала нимӗн те паллӑ мар.
Ли Чинг-Юн 265 ҫулта хастар пулнӑ. 60 ҫулти арҫын пек ҫеҫ курӑннӑ. Ҫакна пула вӑл икӗ ӗмер ытла пурӑннине ӗненмен-мӗн. Ли хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл 1736 ҫулта ҫуралнӑ, 197 ҫул пурӑннӑ. Анчах 1930 ҫулта Ву Чанг-шин профессор Ли 1677 ҫулта ҫуралнине, Китайри Император Правительстви ӑна 150 тата 200 ҫулхи юбилейсемпе саламланине ӗнентерекен хутсене тупнӑ.
Тен, Ли хӑй ҫуралнӑ ҫула маннӑ? Е урӑх Ли Чинг-Юн пулнӑ? Чылай вӑхӑт Ҫӗр ҫинчи чи ватӑ ҫын Жанна-Луиза Кальман шутланнӑ. Вӑл 122 ҫул пурӑннӑ. Жанна Францире пурӑннӑ, 1997 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Профессор тупнӑ хутсем чӑнах та тӗрӗс пулсан тӗлӗнмелли ҫеҫ юлать. Е ку пӗтӗмпех халап-ши?
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.