Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Урисем ҫӗре перӗнмен Кумари пурнӑҫӗ

Софья Савнеш13.06.2014 17:584413 Пурĕ пăхнă

Тӗнчере миҫе ҫӗршыв? Йӑла-йӗрке те ҫавӑн чухлех. Хӑшӗ-пӗрне ӑнланма та ҫук. Тӗлӗнмелле йӑла хӑшӗ-пӗрин. Непалти, тӗслехрен. Вӗсем хӑш-пӗр хӗрача Турӑ пулнине ӗненеҫҫӗ. Кун пеккисене кунта «Чӗрӗ Турӑ» теҫҫӗ. Ӑна пин-пин индуист тата буддист пуҫ ҫапать. Анчах ку - хӗрача пӗве кӗриччен ҫеҫ. Кун хыҫҫӑн вӑл ахаль ҫынсем пекех пурӑнма тытӑнать. Непалсем Кумарие Кали турӑш вырӑнне йышӑнаҫҫӗ. Вӑл усалтан сыхлать, ӑнӑҫу кӳрет имӗш.

Кумари непал чӗлхинчен куҫарсан «таса хӗр» тенине пӗлтерет. Вӗсем килте мар, храмсенче чӗрӗ турӑ пек пурӑнаҫҫӗ. Кумарие фестивальсемпе шествисенче те пуҫ ҫапаҫҫӗ.

Кумарие ҫулталӑк тӑршшӗпе тӗрлӗ вырӑнта вырнаҫтараҫҫӗ. Унта халӑх ӑна кирек хӑш вӑхӑтра та пуҫ ҫапма пултарать.

Кумари Самита Баджрачари йӑла тумне тӑхӑнать. Ытларах чухне ӑна ҫывӑх тӑванӗсем тумлантараҫҫӗ.

Кумарин храмран тухса тарма юрамасть.

Кашни йӑла умӗн Кумари ҫамки ҫине виҫҫӗмӗш куҫ ӳкереҫҫӗ.

Кумарие ҫветтуй вырӑнне хураҫҫӗ, ҫавӑнпа унӑн урисем ҫӗр ҫине перӗнмелле мар. Ӑна алӑ ҫинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ е урапа ҫинче тӗкеҫҫӗ. Кунашкал хӗрачасен шкула ҫӳреме, общество пурнӑҫне хутшӑнма юрамасть.

Маларах палӑртнӑччӗ ӗнтӗ: Кумари пӗве кӗриччен ҫеҫ ҫветтуй шутланать. Кун хыҫҫӑн унӑн йӑлтах улшӑнать. Вӗсем «Gufa» йӑлана хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра хӗрача хупӑ пӳлӗмре ларать, унта ун патне тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем килеҫҫӗ.

Йӑлана ирттериччен амӑшӗ хӗрӗн ҫӳҫне сапалать.

Пӗрремӗш уйӑх хушши хыҫҫӑн хӗрача 12 куна тӑсӑлакан «Gufa» йӑлана ирттерет. Кун хыҫҫӑн унӑн Кумари евӗр пурнӑҫ вӗҫленет, ытти ҫын пекех пурӑнма тытӑнать.

Йӑла хыҫҫӑн хӗрача юханшыв патне кайса ҫӳҫне сапалать, ҫамки ҫинчи виҫҫӗмӗш куҫа ҫуса тасатать.

Самита Баджрачари Кумари пурнӑҫӗ хыҫҫӑн аран-аран утать. Ара, миҫе ҫул ури ҫӗре пӗрӗнмен те! Самита Баджрачари ҫемине таврӑнать. Кун хыҫҫӑн вӑл мӗн тӑвас килет – ҫавна тӑвать.

Кумари пулнӑ чухне хӗрача шкулта тантӑшӗсенчен самай юлса пынӑ. Ахаль пурнӑҫа таврӑнсан вӗрентекенпе килте уроксене пурнӑҫлать. Тӳлевсӗрех. Вӑл Турӑ пулнӑ-ҫке. Самита тантӑшӗсемпе выляма та пултарать. Халӗ вӑл — пӗве кӗнӗ хӗр. Ыттисем пекех шкула ҫӳрет.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1238.14.0838
2014.06.13 22:46
Agabazar
Ку çыру ытлашши пысăк. Çавна кура хъурав яма кашнийĕнчех нумай вăхăт иртет. Кĕскерех тумалла пуль.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj