Кӑнтӑр Африка республикинчи Мпумаланга провинцинчи ҫамрӑк Сани Масилела 5 ачаллӑ 62 ҫулти Хелен Шабангу хӗрарӑма качча илнӗ. Ҫапла майпа 9-ти Сани тӗнчери чи ҫамрӑк упӑшка пулса тӑнӑ. Арҫын ача хӑйӗнчен нумай ҫул аслӑрах хӗрарӑма мӗншӗн качча илнӗ-ха?
Тӗрӗссипе, ку вӗсен иккӗмӗш туйӗ. Пӗрремӗшне вӗсем 2013 ҫулта паллӑ тунӑ. Ун чухне Сани вилнӗ несӗлӗсен сассисене илтнӗ. Шӑпах вӗсем ачана Хеленпа пӗрлешме ӳкӗтленӗ-мӗн. Кӑҫал вара туя вырӑнти йӑла-йӗркене тӗпе хурса уявланӑ.
Хӑшӗ-пӗри ҫак туя йышӑнасшӑн мар. Анчах Сани амӑшӗ кӑмӑллӑ. «Ҫак туя несӗлсем ирттерме хӗтӗртнине пӗлетӗп. Туя паллӑ туман тӑк пирӗн ҫемьере инкек пулӗччӗ, - тенӗ вӑл. – Ҫынсем манран ывӑлӑмпа Хелен пӗрле пурӑнасси пирки ыйтаҫҫӗ. Ача ҫуратӗҫ-и вӗсем? Пӗрлех выртса тӑрӗҫ-и? Чылайӑшне ҫак ыйтусем кӑсӑклантараҫҫӗ. Яланах ҫапла хуравлатӑп: ку йӑла ҫеҫ. Туя вилнӗ несӗлсем ыйтнипе ҫеҫ паллӑ турӑмӑр».
«Хелена качча илнӗшӗн савӑнатӑп ҫеҫ. Анчах эпӗ кӗҫех шкула кайӑп, ӑна пӗтерсен хампа тантӑш хӗре качча илӗп», - тет ҫамрӑк упӑшка.
Хеленӑн чӑн-чӑн упӑшки Альфред 30 ҫулта. Вӑл ҫак туйра нимӗн хӑрушши те курмасть. «Эпӗ те, ачасем те куншӑн савӑнатпӑр. Ку пирӗн малашнехи пурнӑҫа витӗм кӳмест. Ыттисем мӗн калаҫни пӗрре те кулянтармасть», - тет Альфред.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.