Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Cap.Ru хыпарӗсене пӗлсе тӑма

  16.10.2008 14:20 | 5505 Пурĕ пăхнă
http://cap.ru сайт чӑвашла мар (пысӑк ҫитменлӗх) пулин те унта хыпар чылай пичетленет. Анчах та хыпар нумай пулин те вӗсене куллен вулса тӑма япӑх — RSS ҫукки чӑрмантарать.
"Ҫук пулсан — тумалла" терӗм те ҫак сайтра робот хатӗрлерӗм — вӑл кашни сехетре пӗрре вӗсен сайтне кӗрсе тухать те ҫӗнӗ хыпарсене уҫласа илет. Уҫласа илнӗ хыпарсенчен вара хам сайтра RSS тума нимӗн те чӑрмантармасть:
http://chuvash.org/cgi-bin/index.cgi?a=caprurss

Унсӑр пуҫне эпӗ хыпарсемпе "Яндекс. Лента" урлӑ вулама хӑнӑхнӑ — хыпар епле тухать, вӑл пӗр 5 минутран ҫав хӑюра вырнаҫать.

Далее...

 

ХЫҪАЛТИ ПАРТА ПАРШӐН УСӐЛЛӐ

  13.10.2008 18:36 | 5816 Пурĕ пăхнă
"Хыпар" ҫуртне пӑхӑнман ҫӗнӗ хаҫат тухни пурне савӑнтармалла. Тен, "Хыҫалти парта" кайран мала тухсах "Кил-ҫурт. Хушма хуҫалӑх" тирашӗнчен те иртсе шкул ачисем хушшинче кӑна мар халӑхра та чи юратнӑ протукт пулса тӑрӗ.

Вӑртти-вартти утатӑп, чӳречерен шаккап, уҫаҫҫӗ - Кожевников вырӑнта мар. Шел, ӗҫлӗ ҫынна урӑх ҫӗре васкатнӑ. Хайхи ыйтса хварнипе мана 7 экземпляр ҫӗнӗлле пичетленӗ хаҫат тыттараҫҫӗ. Кӑмӑл тулли килелле утап - аллӑмра шур хут, хура сас палли, шкул ачисем парттӑ хушшинче алӑ тӑратса лараҫҫӗ - кам курасшӑн куртӑр, хаҫат тухрӗ!

Калайкассинчен тухса тӑрать пулин те, ку хаҫат ял пурнӑҫӗпе кӑна мар тӗнче пурнӑҫӗпе инттересленет.

Далее...

 

Сайт килӗшрӗ

  10.10.2008 22:49 | 7667 Пурĕ пăхнă
Тӗнче тетелӗнче ҫак сайта пырса кӗтӗм:
http://tung.by.ru/

Кунта эвенк чӗлхине вӗрентеҫҫӗ. Ман шутпа питӗ чаплӑ хатӗрленӗ! Чӑваш чӗлхине вӗренмелли сайт ҫавнашкал чаплӑ пулсан — ҫынсем, тен, ун патне туртӑна та пуҫлӗҫ?
Ятарлӑ уроксем хатӗрлемешкӗн эпӗ хам енчен пӗр 10 пин укҫа та шеллесе тӑмӑттӑм.
 

Темӗн лӑпӑртатаҫҫӗ

  09.10.2008 13:01 | 5083 Пурĕ пăхнă
Украина Радине каллех салатса янӑ. Хальхи депутатсем пӗр ҫул ытларах ҫеҫ ӗҫлеме ӗлкӗрчӗҫ (VI суйлав пӗлтӗр авӑнӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ)...

Хронологи:
* 1-мӗш суйлав 1990 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ. Унта лекнӗ депутатсем 4 ҫул патнеллех ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ.
* 2-мӗш 1994 ҫулта суйланнӑ — вӑл та 4 ҫул ӗҫленӗ.
* 3-мӗш суйлав 1998 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ. 4 ҫул ӗҫленӗ.
* 4-мӗш суйлав тепӗр 4 ҫултан иртнӗ — малтанхи пекех, пушӑн 30-мӗшӗнче.
* 5-мӗш суйлава вара 4 ҫул ӗҫлеме паман. Депутачӗсене пушӑн 26-мӗшӗнче суйланӑ, анчах та пӗр ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӗсене унтан хӑваласа янӑ.

Далее...

 

Патаксемпе ункӑсем

  08.10.2008 16:42 | 4999 Пурĕ пăхнă
Кирилицӑллипе латинла алфавитсенчи патаксемпе ункӑсене шутласа пӑхас терӗм :) J, Л, Д - ку саспаллисенче пуринче те кукрашкаллӑ вырӑнсене патаксем шутне кӗртнӗ (тайлӑк патак шутне мар).
Ку процентсен шучӗ хӑшӗ лайӑхрах пулнине кӑтартмасть паллах: Щ саспаллинех текстра сахал усӑ кураҫҫӗ, саспаллийӗ вара виҫӗ патак парать. Ӑна палӑртмашкӑн уйрӑм текста пӑхса тухмалла — унта вара паллӑ пулса тухӗ — ӑҫта патаксем ытларах, ӑҫта сахалрах. Ҫапах та ҫак танлаштару икӗ алфавит патаксемпе кукрашкасен шучӗпе ытлашши уйрӑлса тӑманнине кӑтартать. Латинлинче тайлӑк патаксем ытларах, кирилицӑра — тӳрӗ патаксем.

Далее...

 

Ҫӗнетеҫҫӗ...

  06.10.2008 18:45 | 5430 Пурĕ пăхнă
Ҫӗнни, паллах, питӗ лайӑх та хитре. Пӗр стандартпа тунӑ пулсан — тата та лайӑхрах. Ҫапах та...

Лапсар патӗнчи ҫула ҫӗнетеҫҫӗ — сараҫҫӗ, ҫӗнӗ асфальт витеҫҫӗ. Ҫав хушӑрах автобус чарӑнӑвӗн будкисене те ҫӗнетме шутланӑ курӑнать. Мӗн калас? Хитре вӗсем — пӗр айӑккине чӑваш тӗррине те ҫапса хунӑ. Хитри хитре те анчах ытла та пӗчӗккӗ-ҫке! Ӑна хитрешӗн мар, ҫумӑрта йӗпенесрен тумалла! Лапсарти чарӑнусенче ҫын нумай пухӑнать — Кӳкеҫ еннеле кайнӑ енче те, Мускав еннелле те. Малтанхи чарӑну будкисем, паллах, тахҫанхисемччӗ — хитрелӗхӗ те тахҫанах ҫухалнӑччӗ.

Далее...

 

Этика - погибшая наука !

  06.10.2008 18:14 | Ŝanĝi | Forigi | 5580 Пурĕ пăхнă
Этика
"Российский Энциклопедический словарь"

этика (греч. ;thik;, от ;thos — обычай, нрав, характер), философская дисциплина, изучающая мораль, нравственность. Как обозначение особой области исследования термин впервые употребляется Аристотелем. От стоиков идёт традиционное деление философии на логику, физику и этику, которая часто понималась как наука о природе человека, то есть совпадала с антропологией; «Этика» Б. Спинозы — учение о субстанции и её модусах. Этика — наука о должном в системе И. Канта, который развил идеи так называемой автономной этики как основанной на внутренних самоочевидных нравственных принципах, противопоставляя её этике гетерономной, исходящей из каких-либо внешних по отношению к нравственности условий, интересов и целей.

Далее...

 

Еврейсем пулман

  04.10.2008 00:38 | Ŝanĝi | Forigi | 5502 Пурĕ пăхнă
Профессор Тель-авивского университета, историк Шломо Занд уверяет, что не существует такой нации, как евреи, а изгнание евреев с исторической родины – не более чем миф для оправдания создания государства Израиль.

Историк в своей книге "Когда и как вы стали евреями" пишет, что как такового еврейского народа не было, а существовали группы людей, исповедовавшие иудаизм.

Занд также утверждает, что изгнание евреев – фикция. Он поясняет, что римляне в принципе не прибегали к изгнанию завоеванных народов, а с приходом арабов, по его словам, большая часть иудеев приняла ислам и ассимилировалась в обществе.

Далее...

 

Исчезнувшие цивилизации. Гиперборея

  03.10.2008 21:08 | Ŝanĝi | Forigi | 5484 Пурĕ пăхнă
<OBJECT width="470" height="353"><PARAM name="movie" value="http://video.rutube.ru/cf83ed217c663018c2eca298380a2e04"></PARAM><PARAM name="wmode" value="window"></PARAM><PARAM name="allowFullScreen" value="true"></PARAM><EMBED src="http://video.rutube.ru/cf83ed217c663018c2eca298380a2e04" type="application/x-shockwave-flash" wmode="window" width="470" height="353" allowFullScreen="true" ></EMBED></OBJECT>
 

Хурлӑхлӑ хыпар

  01.10.2008 06:28 | Ŝanĝi | Forigi | 4558 Пурĕ пăхнă
Кемаль Чепрас
Ҫап-ҫамрӑкчӗ-ха вӑл - 1964 ҫулта ҫеҫ ҫуралнӑ. Турцири Кастамону вилайечӗн Арач илчинчи маттур ҫынччӗ. "Уфук отеси" (Ҫутӑ леш енчи е горизонт леш енчи) хаҫат кӑларатчӗ. Тӗрӗк тӗнчине хытӑ юрататчӗ. Пур тӗрӗк халӑхне те юрататчӗ, анчах асаплӑ шӑпаллӑ Крым тутарӗсене тата чӑвашсене ыттисенчен те ытларах юратнӑн туйӑнатчӗ. Ҫавӑнпах-и, вӑл Чӑваш Ене темиҫе те ҫитсе курнӑҳҳӗ. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑвашкасси ялӗ (халӗ те авалхи тӗне упрать), Патӑрьел, Муркаш, Етӗрне районӗсем, Петр Мазуркин тата Балтай Микуҫӗ ӳнерҫӗсен килӗсем халиччен те ҫак ӑшӑ пит-куҫлӑ тата уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынна астӑваҫҫӗ-тӗр.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 324, 325, 326, 327, 328, [329], 330, 331, 332, 333, 334, ... 383
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)