Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ылтӑнпала ылтӑн пӗрлешмеҫҫӗ...

Аçтахар Плотников26.07.2009 12:064824 Пурĕ пăхнă
Паян наци радиовӗпе Василий Раймов (ятне эфир программинчен илтӗм) юрӑҫпа ирттернӗ калаҫӑва итлерӗм. Сӑмах «Ылтӑнпала ылтӑн пӗрлешмеҫҫӗ...» юрӑ пирки куҫсан тимлесе итлеме пикентӗм — ку юрӑ мана тахҫанах килӗшет, кашни итлемессерен тенӗ пекех чуна пӑлхатса илет. Малтан эп ку юрӑн сӑмахӗсем халӑхӑн пулӗ тесеччӗ, Василий Раймов вара сӑввине хайлаканне те, кӗввине кӗвелекенне те пӗлтерчӗ — Валентина Тарават сӑввине ҫырнӑ, Олег Кайкӑр — кӗввине.

Юррине ярса параҫҫӗ пулӗ тесех тимлесе итлерӗм. Ярса пачӗҫ. Шел те, Василий Раймов юрланине ҫырса илеймерӗм — вара сирӗн те танлаштарса пӑхма май пулӗччӗ. Мана, паллах, Олег Кайкӑр ӑна хӑй юрлани самай лайӑх пек туйӑнчӗ — шӑп та вӑл епле юрлани ман чуна пӑлхатать те ӗнтӗ. Енчен те ку юрра Василий Раймов пек юрланӑ пулсан вӑл ман чуна лармастчӗ те пулӗ.

Мӗн каласшӑн? Юрри пӗрре, анчах та ӑна тӗрлӗрен юрлама пулать. Пӗри чуна пӑлхатмалла, теприне итлетӗн те — сӑмахӗсем чуна кӗмеҫҫӗ те... Ку ҫак юрӑра ҫеҫ мар, ыттисенче те палӑрать — ав, «Вунсаккӑрта чух...» юррах сӳтсе явнӑччӗ. Ытларахӑшне ваттисем юрлани самай лайӑх пек туйӑнчӗ.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj