Алина Студенцовӑна  тав сӑмахӗ калас килет — вӑл сайтра пӗлтерӳ ҫакса хуман пулсан тахҫанах кайса курас ӗмӗте пурнӑҫлаймастӑмччӗ те пулӗ.
поломничество ) сирӗн хӑвӑрӑн кайса килмелле. Эп мӗн курни-илтнине, мӗн килӗшнипе мӗн килӗшменнине ҫырса кӑтартасшӑн. Ҫапла-ҫапла... мана килӗшмен япаласем те пулчӗҫ. Тепӗр енчен вӗсемсӗр епле-ха? Хӑшӗ-пӗрисене ҫак хамӑн ҫырупа кӳрентерӗп те пулӗ, анчах та пӗлӗр — эп кӳрентерме мар, тепрехинче ҫак йӑнӑшсене тӳрлетмешкӗн ҫыратӑп. Мана ӑнланасса шанатӑп :).
ҫул хӗрринчи хурӑнсем сарӑхсах ларнӑ ! Пирӗнпе вара ҫумӑр килчӗ.
Белов Толя  (сулахайра) тата унӑн мӑшӑрӗ Галя  (варринче, шурӑрах тумпа).
чаплӑ ҫурт  та пулмастчӗ имӗш, музее те туса пӗтерме май пулмӗччӗ имӗш. Раҫҫей шайӗнче ҫӗклемеллишӗн эп хирӗҫ мар. Анчах та пирӗн ушкӑнра пурте чӑвашсем-ҫке! Пире, чӑвашсене, мӗншӗн паллӑ та чаплӑ сӑвӑҫ пурнӑҫӗ пирки вырӑсла каласа памалла? Петӗр Хусанкая Раҫҫей шайӗнче туйса илмешкӗн-и? Экскурсине пурте мухтарӗҫ, япӑх текен курӑнмарӗ. Ҫавӑнпа та ыйту ҫуралчӗ манӑн — нивушлӗ пирӗн халӑхӑн, ҫӳле ҫӗкленес тесен, вырӑсланас пулать? Вырӑслансан ҫеҫ чаплӑ экскурсисем ирттерме пулать-шим? Пӗлместӗп. Ман шутпа ку тӗрӗс мар. Юрать-ха музейӗнче экспоначӗсене чӑвашла та ӑнлантарса панӑ. Вӑл пулмасан пачах та япӑх, чӑвашлӑхсӑр музей тенӗ пулӑттӑм. :) 
«Кӗмел кӗперне»  вуланӑ чухне мана ҫав кӗмӗл кӗперӗ питӗ тыткӑнларӗ (чуна илмелле ҫырма пӗлет те) — ҫав кӗпер вырӑнне курас килетчӗ. Тепӗр хутӗнче ҫавӑнталла ҫаврӑнса тухӑпах-ха!
сӑнӳкерчӗксемпе  
Redakcia noto : La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.