Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

ПЫСӐК САСПАЛЛИСЕМ е вулав вӑрттӑнлӑхӗ

  03.07.2008 09:40 | 5641 Пурĕ пăхнă
Ӗнер мана пӗр япала пирки пӗлтерчӗҫ — пысӑк саспаллисемпе ҫырни вулама чӑрмантарать иккен. ПЫСӐК САСПАЛЛИСЕМПЕ ҫырнӑ текстӑн ҫӳлтипе аялти йӗрӗ тип-тикӗс. Тикӗс йӗртен тухакан мӑкӑлчӑксем ҫук, пур пулсан та вӗсем япӑх палӑраҫҫӗ. Ку вӑл вулама кансӗрлентерет — ҫын сӑмаха вуланӑ чухне сӑмахӑн кӗлеткине курать иккен — ҫав кӗлетки ӑна палласа илме пулӑшать. Алфавитра тӗп йӗртен тухакан саспаллисем пурри лайӑхрах — ку енчен чӑваш алфавичӗ вырӑслинчен лайӑхрах (пирӗн «ӑ, ӗ, ҫ, ӳ» пур, вӗсем пурте тӗп йӗртен тухса тӑраҫҫӗ. «ӑ, ӗ» — кусен тӑрри пур, «ҫ, ӳ» — кусем аялти йӗртен тухса тӑраҫҫӗ).

Далее...

 

ШУ(пашка)Р(ха)ЛӐХ(ӗ). Йӑх тымарне кӑкларӗҫ

  01.07.2008 15:07 | 6519 Пурĕ пăхнă
Нормальный памятник.
Неброско и просто.
Туристам понравится, это главное ;+)
(Антон Николаев)



Шупашкар кӳлемӗшӗнче нумай пулмаст' Чӑваш тӗрӗ-ҫырӑвӗн палӑкне вырнаҫтаратчӗҫ. Чӑваш кӗпине йевӗрлекен ҫӗтӗк ҫаксарнӑ йаш чепурашкӑсем хула ҫыннисене палӑк уҫӑвне чӗнекен флайӗр салатса ҫӳретчӗҫ. Чи вырӑс-мар сӑнлӑ тырӑс майрашкӑсем тутисене тӑсса салива сикме хатӗр вӗсенчен пӑрӑнса иртетчӗҫ. Листофкӑ ман алӑра та хуҫланчӗ – авалхи чӑваш тӗррин палӑкне темӗнле панк лартат' иккен, кам вырӑсла пӗлет – килсе курӑр тенӗ пек ҫырнӑ: "Мы говорим на одном языке (вырӑсла?

Далее...

 

Туркменсем хӑйсен уйӑх ячӗсене тавӑраҫҫӗ

  01.07.2008 12:54 | 5719 Пурĕ пăхнă
Туркменсен паянтанпа каллех пурте усӑ куракан уйӑх ячӗсем пулӗҫ. Малтанхи ятсене Сапармурат Ниязов кӗртнӗ пулнӑ иккен. Сӑмахран, кӑрлач уйӑхӗ «Туркменбаши» ятлӑ пулнӑ. Малашне вара ку уйӑх ячӗ... «Январь» пулӗ. Кун ячӗсем те малтанхисем таврӑнӗҫ. Кунта «понедельниксемпе» «воскресеньесем» мар, хайсеннисем пулӗҫ. «Пуҫкунсемпе» (тунтикун, куҫарсан - «тӗп кун») «тӑнчкунӗсем» (вырсарникун, куҫарсан «кану кунӗ» пулать) мар, Duşenbe, Sişenbe, Ҫarşenbe, Penşenbe, Anna, Şenbe, Ýekşenbe.

Юрать-ха пирӗн тунтикунӗсемпе вырсарникунӗсем ҫирӗп (хӑйшӗсене ҫавах та вырӑсла ячӗсем ӑнланмалларах.

Далее...

 

паян пӗрремӗш канал валли интервью патӑмӑр

  28.06.2008 19:25 | 6795 Пурĕ пăхнă
паян пӗрремӗш канал валли интервью патӑмӑр, мӗн пулса тухнине ыран 20 сехетре курма пулӗ...
 

Эх! Мӗн пулать?!

  26.06.2008 22:12 | 5831 Пурĕ пăхнă
Пӗлместӗп ӗнтӗ, те лайӑх хыпар, те начар.

http://lenta.ru/news/2008/06/26/domains/ — 2009 ҫулта пӗрремӗш шайри доменсене регистрацилеме ирӗк парӗҫ. Пӗлместӗп ӗнтӗ, те лайӑх ку, те япӑх. Сӑмахран, .chv регистрацилеме май пулӗ :)

Халӗ халӑхӑн ытларах пайӗ тӳрех пӗлет — домен малтан www-па пуҫланать, .ru-па вӗҫленет. Кайран мӗн пулӗ?
.org, .gov, .ru, .cv доменсенчи чикӗсем юрӑхсӑра тухӗҫ-ши? Сӑмахран, .org доменра коммерциллӗ мар организацисене ҫеҫ, .cv доменра — пӗр патшалӑхри сайтсене ҫеҫ регистрацилеҫҫӗ. Малалла мӗн пулать?

Домен питӗ хаклӑ пулни ҫеҫ чарӗ пулас.

Далее...

 

«Тантӑш» редакцийӗнче пултӑм

  26.06.2008 10:55 | 5847 Пурĕ пăхнă
Эпир конкурс пуҫарнӑччӗ, ҫав конкурс положенийӗ нумай пулмасть «Тантӑшра» пичетленнине каларӗҫ те хаҫата шырама тухрӑм. Ун чухне Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче пулнӑран чи малтан «Студентсен хули» чарӑнура вырнаҫнӑ «Чӑвашпичет» УАО киоскне кайса пӑхрӑм. Хаҫат пур иккен, анчах та вӑл кун тухнӑскер кӑна. Маларах тухнӑ кӑларӑм ҫук, мана вара шӑп та лӑп вӑл кирлӗччӗ.
Тепӗр кунхине вара «Тантӑш» редакцине ҫул тытрӑм. Ку шӑматкун пулчӗ, анчах та вӑл кун Чӑваш Енре ӗҫлетчӗҫ — тунтикуна ҫапла куҫарнӑччӗ.
Тавах редакцине, хаҫатне тупса пачӗҫ, парнелерӗҫ те.

Далее...

 

Республика кунӗ килӗшмерӗ

  25.06.2008 16:15 | 5629 Пурĕ пăхнă
Кану вӑхӑтне (отпуска) илнӗ чухне Республика Кунӗ лектӗр тесех илтӗм. Анчах та ӗнер Шупашкарта тытӑнса тӑмарӑм — хула, Чӑваш Ен килӗшми пулса тӑчӗҫ. Ӑҫта пӑхан — унта вырӑс чӗлхи кӑна. «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ савӑнӑҫлӑн утса тухнине те вӗҫне ҫити ӳкермерӗм. Килӗшмерӗ те каялла кайрӑм. Халӑхӗ те килӗшмерӗ. Бельгинчен килнӗ клоунсем патӗнчен хӑпма пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем хыҫҫӑн кӗтӳ пекех пыраҫҫӗ. Лешӗсен вара параппанпа хытӑ сасӑ кӑларнисӗр пуҫне нимӗн те ҫук. Тӑнлӑраххисем вӗсенчен хӑпрӗҫ — «хӑлха ӳҫсе ҫитрӗ вӗсен параппанӗсене итлесе» тесе айӑккинелле уйрӑлса кайрӗҫ.

Далее...

 

ЧӐВАШ ЧӖЛХИ: ИРТНИ, ХАЛЬХИ, ПУЛАССИ

  24.06.2008 22:49 | 5257 Пурĕ пăхнă
Ҫак темӑпа мана универсситтетра Ираида Геннадьевна соччиненй ҫыртарчӗ. Ытти препотаваттелсене те вуласа патӑм терӗ. Ӑҫта та пулин кӑларма юрӑхлӑ шухӑш пур терӗ. Кун пек каланипе питӗ хавхалантӑм:

Тӳрлетмен вариант :( :

Чӑваш халӑхӗ кам пулнӑ?
Нимӗн те пулман, вӑл никам та пулманах тесен те ытлашши пулмӗ. Чӑваш халӑхӗ патшалӑх пурӑнӑҫӗнче ура айӗнчи тӑпра пулнӑ. Вӑл вырӑс культтурне сӗткен паракан тирӗс-навус пулнӑ.

Юман М., "Сарпике", 1924

Сана шанаканӗ, ҫакна ҫыраканӗ
Ҫӗр айӗнче выртӗ тӑлӑххӑн ун чух,
Хӑй ҫийӗнчи ҫӗрӗ ӑна пусса анӗ,
Сан чапна курмашкӑн тӑма пулас ҫук.

Далее...

 

Юпа

  20.06.2008 14:18 | Ŝanĝi | Forigi | 5496 Пурĕ пăхнă
Ӗнер, кӗҫӗн ҫимӗкре, Калайкасси ялӗнче юпа лартрӗҫ.
"Аксар" студи пуҫлӑхӗ ҫак ялта ҫӗр илнӗ те чаплӑ лару-тӑрура ҫак мероприятие иртерчӗ. Юпана Эткер ӑста каснӑ. Уява чӑваш хастарӗсем хутшӑнчӗҫ. Сӑнӳкерчӗксене ыран atalanu.ucoz.ru ҫине вырнаҫтарӑп.
 

Иркутская область

  16.06.2008 20:39 | Ŝanĝi | Forigi | 5573 Пурĕ пăхнă
05 Августа 2005 - 13:18
Постоянный URL:
http://www.etnosite.ru/news/1/10825.html

Три чувашских национально-культурных центра откроются в нынешнем году в Иркутской области


Национально-культурная автономия чувашей Иркутской области "Юлташ" планирует открыть три чувашских национально- культурных центра в области. Общественные организации начнут работу в октябре нынешнего года в селах Тогна (Заларинский район), Уян (Куйтунский район) и Джогино (Тайшетский район). Об этом сообщил Телеинформу руководитель национально-культурной автономии чувашей Иркутской области "Юлташ" Александр Иванов.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 328, 329, 330, 331, 332, [333], 334, 335, 336, 337, 338, ... 383
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)