Пӗлеттӗр, ӗнтӗ, ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хаҫат-журналсем В.В. Путин Пикалево хулине ҫитсе Олег Дерипаскӑна ятлани ҫинчен ҫырнӑччӗ. Хулари предприятисенче укҫа тӳлеменрен ҫынсем малтан мэрине кӗрсе унти ларӑва ирттерме чӑрмантарнӑ, кайран вара Вологда — Ҫӗн Ладога федераллӑ трассӑна та хупласа хунӑ. Укҫа ҫук-тӑк мӗн тӑвӑн ӗнтӗ? Хырӑм ыйтать... Тата укҫасӑр чурасем кӑна ӗҫлеҫҫӗ — Пикалевӑрисем вара хӑйсене чурасен шайӗнче курасшӑн пулман вара. Путин килнӗ те Дерипаскӑна та пҫерккӑ панӑ (Lenta.ru лешӗ хӑйне читлӗхе лекнӗ мӗскӗн кайӑк пекех туйнӑ тесе ҫырать), хула ҫыннисем валли те укҫа тупса (укҫи налук тӳлекенсен ӗнтӗ, предприятийӗсен /Дерипаскӑн аллинче/ укҫи ҫук...) панӑ.
Ку ҫӗртмен 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Тата пиртен аякра — Ленинград облаҫӗнче, унта ҫитме те пӗр кун патнелле пуйӑспа каймалла. Хамӑр Чӑваш ҫӗрне таврӑнар-ха.
Нумай пулмасть ҫывӑх тӑван хӑнара пулчӗ. Пурнӑҫ пирки калаҫса лартӑмӑр — хӑй халь ӑҫта ӗҫлени пирки те каласа пачӗ. Ӗҫ вырӑнӗ — малтан «Дружба» ятпа паллӑ пулнӑ ял хуҫалӑх предприятийӗнче. Халӗ ҫак предприяти Ермолаев аллинче — курнӑ пулӗ, «Хулаҫум вокзалӗнчен» «Пичет ҫурчӗ» еннелле кайнӑ чухне «Юрма» ятлӑ ял хуҫалӑх предприятине рекламӑлакан хӑма пур. Хӑми пысӑккӑ, таҫтанах курӑнать. «Юрма» ятне пӗлместӗр пулсан, хулари «Ярмаркка» пасара пӗлеттӗрех пулӗ — хулан (ялтан килнисем те унталлах уттараҫҫӗ) ытларахӑш пайӗ ҫав пасарта тумланать тесен те йӑнӑш пулмӗ. Шӑп та лӑп «Ярмаркка» хуҫи — «Юрма» ял хуҫалӑх предприятийӗн хуҫи те. «Юрми» шутне миҫе ял хуҫӑлӑх предприятийӗ кӗнине пӗлместӗп (тен ытти районсенче те вырнаҫнӑ вӑл), анчах та малтан «Дружба» ятпа паллӑ пулнӑ совхоз та, «Лапсарский» чӑх-чӗп фабрики те — халӗ «Юрма».
Каларӑм ӗнтӗ, пирӗн тӑван ҫав малтан «Дружба» (ара, пурте вӑл ятпа кӑна пӗлеҫҫӗ те, «Юрма» тесен ӑнланмаҫҫӗ, пӗлмеҫҫӗ) ятпа паллӑ пулнӑ предприятире ӗҫлет. Слесарь. Шалӑвӗ — 9 пин патнелле. Ял хуҫалӑх предприятийӗ валли ҫителӗклӗ ӗнтӗ. Кун пирки кӑна пӗлтерес тенӗ пулсан мухтаса кӑна ҫырнӑ пулӑттӑм — вӑт, ӗҫ укҫине ҫителӗклӗ тӳлет, тесе. Ку ҫырӑва ҫырма вара пачах урӑх сӑлтав хистерӗ — ӗҫ укҫине халӗ унта нарӑс (февраль) уйӑхӗшӗн кӑна параҫҫӗ. Урамра вара — ҫӗртме уйӑхӗн шӑрӑхӗ тӑрать. Шкулта арифметикӑна лайӑх вӗреннӗ пулӗ? Ҫӗртме (ку ята пӗлмесен «июнь» ятне пӑхӑр) — ҫулталӑкӑн улттӑмӗш уйӑхӗ, нарӑсӗ — иккӗмӗш. Ӗҫ укҫине ӑна уйӑх вӗҫленнӗ хыҫҫӑн кӑна (компьютерӗсем шутламалла-ҫке) тӳлеҫҫӗ те ҫӑвӑнпа та ҫу (пӗлменнисем валли ку уйӑх «май» ятлӑ) уйӑхпах ҫырлахар. Вӑл — пиллӗкмӗш. Пиллӗкрен иккӗ кӑларсан мӗн чухлӗ пулать? Калькуляторсем патне ан туртӑнӑр, пӳрнепе те пулин шутлӑр. Тӗрӗс, виҫҫӗ. Енчен те урӑхла пулса тухрӗ пулсан — шел, сирӗн калькуляторпах шутлама тивет... Вӑт, ҫак ял хуҫӑлӑх предприятийӗнче виҫӗ уйӑх укҫа тӳлемеҫҫӗ. Предприяти хуҫи, тепӗр хут пӗлтерем — Ермолаев усламҫӑ.
Ермолаевӑн укҫа ҫук тесен тем тесен те ӗненессӗм ҫук. «Ярмӑркки» мӗн пысӑкӑш, «Контурӗ» те Етӗрне ҫул хӗрринче ялкӑшса кӑна ларать. Укҫа тӳлеменнин чи пысӑк сӑлтавӗ ман шутпа — «ял ҫынни укҫӑсӑр та ӗҫлеме пултарать» тесе ларнинче. 1906 ҫулта Михаил Акимов «Улпут чапӗ — хресчен йывӑр кунӗ» ятлӑ калав хайланӑ, унта улпутсем ҫӗр ӗҫченӗсене епле улталани пирки ҫырса панӑ. Ҫавӑнти пӗр саманта илсе кӑтартас килет. Улпутсен укҫа нумай тӳлес килмест иккен. Хресченсем тырӑ пуҫтарса панӑшӑн 3 тенкӗпе ҫырлахасшӑн мар иккен. Пӗр улпучӗ салтаксене чӗнсе илсе ӗҫлеттерет, тепри ултавпа — 10 тенкӗ паратӑп тет те, ӗҫне туса пӗтерсен икӗ тенкӗ ҫеҫ (пӗлтӗр 3 панӑ) тӳлет. Вӑл вӑхӑтранпа нимӗн те улшӑнман пек туйӑнать. Улшӑнни улшӑннӑ-ха, анчах та ял ҫыннин ӗҫне пуянсем мӗнле хисеплемеҫҫӗ, халӗ те ҫавӑн пекех.
Эп ӗҫлекен предприяти уйӑхсерен миллионшаррӑн-миллионшаррӑн тупӑш илет. Хӑй Мускав пӑхӑнса тӑрать — ҫапла пӗрре унтан пуҫлӑхсем килнӗччӗ те тупӑша епле ӳстерме пултарасси пирки каласа панӑччӗ. Пире мар ӗнтӗ, тӗрлӗ пай ертӳҫисене. Вӗсем каласа панӑ пӗр мелӗ — укҫана маларах илни. Енчен те реклама паракансем укҫана пӗр уйӑх маларах панӑ пулсан (вырӑсла ӑна «предоплата» теҫҫӗ) пирӗн предприяти кунсерен миллионшар хушма тупӑш илме пултарнӑ пулӗччӗ тенӗ вӗсем. Укҫа ахаль выртмасть-ҫке — ҫав уйӑх хушшинчех проценчӗсем хушӑнаҫҫӗ. Ҫак Ермолаев та ӗнтӗ ҫын укҫипе ҫавнашкал тупӑш тӑвать.Виҫӗ уйӑх хушшинче унта проценчӗ ай-уй мӗн пысӑкӑш ӳсет! Сӑмахран, вӑл укҫапа тавар кӳрсе килет те уйӑх хушшинче ӑна 20-30% (вӗсем хакне ытларах та ӳстереҫҫӗ) ытларах хакпа сутса ярать. Виҫӗ уйӑх хушшинче проценчӗ ҫӗпре ҫинчи пекех вара хӑпарса каять. Процентне хӑй кӑсьине чикет, ӗҫ укҫине вара виҫӗ уйӑхран халӑха валеҫет («тавах, мана, виҫӗ уйӑхлӑх процентсӑр кредитланӑшӑн» тесе ӗнтӗ).
Ҫак икӗ хуҫалӑх пирки тата темиҫе сӑмах каласа хӑварас килет. Пурте пӗлетпӗр, кӑҫал Чӑваш Енре — Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ. Эх, шухӑшлаттӑм, сухаламан ҫӗрсене пурне те сухаласа тухӗҫ! Ӑҫта унта? Ҫӗрӗсем епле выртнӑ сухаламасӑр, ҫӑвӑн пекех выртаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем вӑрманланма та пуҫланӑ. Ӗненмесен, Сӗнтӗрвӑррипе Ҫӗрпӳ чиккинчи ҫӗрсене (Вӑрман Кӑршкапа Мӑн Кӑршка тавра) кайса пӑхма пултаратӑр — хӑш-пӗр йывӑҫӗсем манран та ҫӳллӗ! Унашкал ҫӗрсем хайхи «Юрма» хуҫӑлӑхӑн та пайтах. Йӑршупа Чӑркаш хушшинчи ҫӗре пӗр ҫичӗ ҫул сухаламан пулӗ! Попой патӗнчи ҫӗрсем те ахальлӗн выртаҫҫӗ. Юрать-ха, ҫул хӗрринчи ҫӗрсене сухалаҫҫӗ — леш «Друюба» патнелле каякан ҫул хӗрринчи уйсем пушӑ лармаҫҫӗ — тырӑ ларать. Малтан, чӑх-чӗп фабрикинче ӗне фермисем пулнӑ чухне, уйсенче кӑшман та лартатчӗҫ — ӑна ҫӳмран тасатма, пуҫтарма шкулта вӗреннӗ чухне чылай ҫӳресе. Халӗ лартсан та кирлӗ мар ӗнтӗ — кама ҫитерес? Ҫӗрулмийӗ те «Юрмӑна» кирлӗ мар пулас. Вӑт лараҫҫӗ те вара уйӗсем пушӑ. Мӗн тупӑшлӑ — ҫавна тӑваҫҫӗ. Ыттине чикӗ леш енчен тиесе килеҫҫӗ. Ӗҫлесси вара хальхи вӑхӑтра, шел те, чапра мар.
Юлашкинчен ҫакна каласа хӑварас килет — халӗ нарӑсри укҫӑна ҫеҫ тӳленине ҫывӑх тӑван каланинчен илтсе (суймасть ӗнтӗ, суеҫӗ марччӗ), сухаламан ҫӗрсене хам куҫпа курса — машин (Попой уйӑсене), е велосипед (Чӑркашпа Йӑршу хушшинчи уя апла ҫеҫ лекме пулать /аякран пӑхсан акнӑ уй пек курӑнать/) пулсан, хӑвӑр та кайса курма пултаратӑр. Ермолаев пирки япӑх сӑмах сарас шухӑшпа мар, ӗҫленӗ укҫана вӑхӑтра тӳлемелли пирки ку ҫырӑва ҫыртӑм.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.