Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Cap.ru чӑвашланма пуҫланӑ

  02.04.2009 13:15 | 4586 Пурĕ пăхнă
Паян хыпарсем хушшинче чӑвашла хыпар куртӑм. Паллах, хыпарӗ пӗр пӗччен кӑначчӗ (ыттисем вырӑсла), ҫапах та пӗрремӗш утӑм пур. Тӗрӗссипе каласан cap.ru та мар, Ҫӗрпӳ районӗн сайчӗ темелле — хыпарӗ ял тӑрӑхӗнчен. Вал хыпарсене cap.ru порталӑн тӗп страницине вырнаҫтармаҫҫӗ... Ҫапах та Ҫӗрпӳ районӗн сайчӗ cap.ru-на кӗрет те кун пирки пӗлтерес терӗм.
//ку пулӑм Cap.ru-ра чӑвашла хыпарсем вырнаҫтарма нимӗнле чару та, йывӑрлӑх та ҫуккине кӑтартать — кахалланаҫҫӗ ҫеҫ...
 

Юлташсем

  31.03.2009 22:42 | 3576 Пурĕ пăхнă
Пӗрле вӗреннӗ юлташсене тупасшӑн. ЧПУран 1994-мӗш ҫул вӗренсе тухрӑмӑр. ЧФКФ, ИФ-34-89 ушкӑн. Эпӗ Тутар республикин Аксу районӗнчен. Ас тӑвакансем сас парӑр!Валя.
 

Чӑваш чӗлхи

  31.03.2009 21:53 | 3827 Пурĕ пăхнă
Тутарстан республикин Аксу районӗнчи Сӗнчел ялӗнчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литератрине вӗрентекенсен республика шайӗнчи семинарӗ иртрӗ. Питӗ лайӑх шайра!
 

Расшифруйте мне пожалуйста имя.

  31.03.2009 13:25 | 5083 Пурĕ пăхнă
Хочу назвать ребенка именем Аттил. Был такой предводитель, но как расшифровывается не знаю(((
 

Степановы - Отзовитесь!

  29.03.2009 19:00 | 18458 Пурĕ пăхнă
Степановы – Отзовитесь!

Кто я? Откуда мои предки? Где и как они жили? Чего достигли?
Каково мое семейное древо? В каком месте в этом древе я нахожусь?
Кто жив в этом древе?

Каждый из нас в определенный момент своей жизни задается этими ВОПРОСАМИ. Но нашел ли ТЫ ответы?

Я заинтересовался этими вопросами. И частично ответы нашел.

Призываю Вас, носителей фамилии Степанов, заинтересоваться данными вопросами и, приступить к активному сбору сведений о своих предках. Быть может МЫ из одного семейного древа.
У нас есть возможность восстановить наше семейное древо, пока ЖИВЫ наши родители, бабашки и дедушки.

Далее...

 

Админ хуратрӗ ЧНК президенчӗ йӗксӗк пулни пирки

  24.03.2009 23:41 | 11196 Пурĕ пăхнă
Господин Плотников, ку япала хаҫатра пичетленӗ. Ку хыпара chuvash.org админӗ хуратни ҫинчен. Пур ҫӗртре политика, ан вараланӑр. Эсир чӑваш халӑхӗ умӗнче тата тӗнче умӗнче вараланнӑ. Анчах та шутлӑр, хӑшпӗррисем chuvash.org льтернатива сайтне тата Чаваш наци ассамблейине тӑвасшӑн. Эсир хӑш урапа ҫинче? Сутӑнчӑк мар-ши? Хаҫатра пӗтӗмпех пичетлене. Эпир никама кӳрентермен - факт кӑна лартнӑ. Ку факт чӑваш тӗнчи тӑрӑх саланӗ, chuvash.org ҫинчен те... НАМӐС!!!!!!!!!!!!
 

Сӑвӑ йӗркисем килӗшрӗҫ

  19.03.2009 20:41 | 5279 Пурĕ пăхнă
Мана атте мӗн ачаран
Вӗрентнӗ хамӑр чӗлхепе
Эп пултӑм иксӗлми пуян,
Телейлӗ ӗмӗр тӑршшӗпе.

Ку йӗркесем Яков Ухсайӑн «Тутимӗр» трагедийӗн умсӑмахӗнчен:
http://chuvash.org/lib/haylav/1350.html

Мана питӗ килӗшрӗҫ. Эпӗ те, мана мӗн ачаран чӑвашла вӗрентнӗшӗн, чӑвашла пӗлнӗшӗн, хама пуян туятӑп!
 

"УҪӐ СӐМАХ" (!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!)

  18.03.2009 19:04 | 11808 Пурĕ пăхнă
Мана васкавлӑн информаци кирлӗ! Шӑматкун валли чӑваш культура автономи центрӗсенен пуҫлӑхӗсенчен ҫак ыйтусем сине хуравсем кӗтетӗп. ЧНК пухӑвӗ валли хаҫат кӑлармалла. Эрнекун информацие пуҫтарса илсен шӑматӑн кӑнтӑрӗ валли (каҫпа мӗн калӑпламанни калӑпланӗ) информаци хатӗрӗ пулать. Тата чӑваш учителӗсен пухӑве ҫинчен информаци илмелеччӗ). Пулӑшӑр. Информер хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне таратмалла. ВАСКАВЛӐН КИРЛӖ!!!!!!!!!!!!!!


___ февраля 2009 года Юнеско в своем докладе о языках внес чувашский язык в список исчезающих языков мира.

Уважаемый _______________________________________, нам интересно узнать ваше личное мнение по этому печальному поводу.

Далее...

 

Суйлав

  16.03.2009 20:28 | 4127 Пурĕ пăхнă
Сарӑту енче урӑх пуҫлӑха суйларӑмӑр.Вӑл Валери Клементьев.Саратав хулинче пурӑнать.
"ПАЛАН" ушкӑн Тутарстана,Пӑва районне,концерпа кайса килчӗ 6 тата 7 мартра.Балаково хули,Сарӑту ен.
 

Чӑваш чӗлхи хӑрушлӑха лекни пирки пӗлтерни

  16.03.2009 20:27 | 6602 Пурĕ пăхнă
Кӑҫал нарӑсӑн 19-мӗшӗнче ЮНЕСКО хӑйӗн ҫухалакан чӗлхесен карттине кӑтартнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енре кӑткӑ йӑви пекех чупма пуҫларӗҫ — пирӗн чӗлхе хӑрушлӑхра иккен! Ку хыпар хӑш-пӗр ҫынсен пуҫӗнче чан ҫапнӑ пекех янраса кайнӑ курӑнать те вӗсем чупкалама тытӑннӑ. Ку хыпара пелмен ҫын юлмарӗ те пулӗ. Ку лайӑх-ха... эпир, ҫынсем, ҫухатнӑ чухне ҫеҫ япалана хаклама вӗренетпӗр. Ку чӑвашӑн инкекӗ мар, пур халӑхӑн та... Ҫапла май, тен, чӑваш чӗлхи ыйтӑвне те тӗплӗнрех пӑхма пуҫлӗҫ. Пурӑна киле, тен, ҫитес ҫула чӑваш чӗлхине те халаллӗҫ. Пӑхӑпӑр.
Ытларах чухне кун йышши хыпарсене Раҫҫейре пӗлтермеҫҫӗ — курмӑш пулаҫҫӗ те халӑх пӗлмесӗрех юлать.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 321, 322, 323, 324, 325, [326], 327, 328, 329, 330, 331, ... 385
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)