Иккӗмеш пай тарин ҫитрӗм. Паян икӗ главаран кая мар кӗртесшӗнччӗ те... пулмарӗ курӑнать. Пӗр страници ман лайӑх ҫапӑнман — пӗр саспаллине те уйӑрса илме май ҫук. Ҫавна май «Ирхи калаҫӑва» ҫеҫ кӗртрӗм. Ыран тен мана вӑл страницӑна ярса парӗҫ... — вара малалла кӗртме тытӑнӑп. Хальлӗхе ҫак сӑмахсемпе тата сӑмахҫаврӑнӑшӗсемпе паллашма сӗнетӗп:
кусар — пысӑк ҫӗҫӗ. Кусарпа хыра-хыра тасатнӑ сӗтел ҫинче.
чара — йывӑҫ чашӑк;
тинке кӑлар — измучить, замучить. Паҫа (хӗр ячӗ!) тинкене кӑларчӗ урата — переводина (балка, на которую настилается пол или потолок). Пӑртакран шур чӑх алӑк урати ҫине сиксе хӑпарать. Кут хыҫма та вӑхӑт ҫук — интереслӗ каларӑш.
тӗш — хаклӑ, паха; хак. Эпӗ сана тӗш ыйхӑранах вӑратрӑм-и? — я тебя разбудил от очень приятного сна? Ку темӗн тӗшне те тӑрать - это стоит очень дорого.
Суйнине кура тӑркачах ӑна та ӗненнӗ пек пулчӗ. — ???
путех — питех? Путех ырра мар ку.
куҫкурла — ??? Куҫкурла вылянӑ пек калаҫса ларса Яка Илле йӑлӑхрӗ пулмалла. Вӑйӑ ячӗ-ши?
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.