Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пирки иртнӗ ҫавра сӗтел

  27.07.2008 19:46 | 5627 Пурĕ пăхнă
Ҫавра сӗтел иртнӗ иккен. Хыпарта ҫак статьяна тупрӑм:
Республика кунӗнче "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем", "Алӑпа ӑсталанӑ Раҫҫей" фестивальсем ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Уяв хаваслӑхӗ, илемлӗхӗ халӗ те асрах. Мероприяти хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳсем тума вӑхӑт. Нумаях пулмасть Наци библиотекинче халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" фестивалӗн ҫитменлӗхӗсем тата аталану ҫул-йӗрӗ пирки "ҫавра сӗтел" иртрӗ.
1993 ҫулта "Атӑлҫи ҫӑлкуҫӗсем" фестиваль пӗрремӗш хут Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Республика тулашӗнчен 3-4 коллектив ҫитнӗ. Тепӗр ҫулхине регионсен хушшинче иртнӗ мероприятие сакӑр регионтан тата хамӑр республикӑран вун-вун коллектив хутшӑннӑ.

Далее...

 

Чӑваш кӗпипе

  23.07.2008 17:28 | 5038 Пурĕ пăхнă
Килти сӑнӳкерчӗксен альбомне пӑхнӑ чухне ҫакна асархарӑм: ман анне качча кайнӑ чухне чӑваш тӗррилӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ пулнӑ иккен! Малтан вӑл сӑнӳкерчӗксем ытлашши пӗлтерӗшлӗ марччӗ, халӗ вара самай килӗшеҫҫӗ.
 

Ман кукаҫи — Карп Григорч

  21.07.2008 21:34 | 6730 Пурĕ пăхнă

Тӑвансем патне ҫитсен вӗсен сӑнӳкерчӗксен пуххинче хамӑн кукаҫин сӑнӳкерчӗкне куртӑм. Карп Григорч ҫуна тума ӑста пулнӑ. 102 ҫула пурӑнса ҫитнӗ. Мӑшӑрӗ — Евдокия пулнӑ (малтанхи арӑмӗ). Вӗсен Офимия, Елена, Фёкла (хӗр чухнех вилнӗ. Хӗлле Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне) тата Анастасия хӗрӗсем пулнӑ. Иккӗмӗш хут авлансан (Фёкла ятлӑ пулнӑ) Василий ҫуралнӑ. Анастасийӑн виҫӗ ача пулнӑ — Евдокия, Нина, Николай (вӑл салтак пулнӑ, Тихвина куҫса кайнӑ). Ман атте — Евдокийӑн ачи.
Карп Григорч чаплӑ ҫын пулнӑ!

Далее...

 

Район хаҫачӗсем интереслӗрех?

  21.07.2008 20:36 | 6014 Пурĕ пăхнă
Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа «Тӑван Ен» хаҫата ҫырӑнса илме пуҫларӑм. Ку Шупашкар районӗн хаҫачӗ. Тиражӗ 2250 экземпляр, эрнере икӗ хут тухать: юнкунпа шӑматкун. Хаҫатӗнче ҫырнӑ пек каласан: чӑвашла тухать, хушӑран вырӑсла хушма листасене хушаҫҫӗ.
Хальхинче тӑван киле килсе кайнӑ чухне хаҫата пӑхса тухрӑм. Мӗн калас? Хаҫачӗ интереслӗ, «Хыпарпа» танлаштарсан — кӑсӑклӑрах. Кулленех тӗрлӗ пайсем тухаҫҫӗ: «Ватлӑх хисепе юратать», «Йӗркелӗх хуралӗнче», «Атӑл хумӗсем» (литература пайӗ), «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» (ман алӑра 4 кӑларӑмӗ кӑна, ҫавна май тен ятарлӑ пайсен шучӗ тата та ытларах пулӗ.

Далее...

 

Чӑваш литературипе ачасем кӑсӑкланаҫҫӗ-и?

  10.07.2008 22:30 | 6992 Пурĕ пăхнă
Интереслӗ пӗтӗмлетӳ шыраса тупрӑм:
http://www.chuvrdub.ru/model.htm

Вулавӑшӗ Шупашкарти пулас... Адресӗ ҫапла: «428027, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. И.Яковлева, 8 а.» /аран-аран шыраса тупрӑм/. Вӗсене ӗненес пулсан ачасем чӑвашла кӗнекесене те вулаҫҫӗ!

//Сайтне тунӑ чухне эпӗ хатӗрленӗ ӳкерчӗксене те усӑ курнӑ: http://www.chuvrdub.ru/head.html — вулакан хӗрачине ман сайтран илнӗ (Енкка кӗнеки)
 

Признаки психически здорового мужчины (полезная информация из прессы для размышления)

  09.07.2008 20:06 | Ŝanĝi | Forigi | 5910 Пурĕ пăхнă
Существует несколько признаков, по которым можно угадать психически здорового мужчину.

1. Тонкое чувство юмора. То есть не смех над тем, что кто-то упал или у кого-то задралась юбка. А немного подраматургичнее. Это не только приятно, но еще и говорит о качественной работе лобных долей коры головного мозга.

2. Он умеет готовить, и у него есть хотя бы 2 - 3 блюда, которые он делает с блеском. Это сигнализирует о развитом чувстве ответственности и зрелости.

3. У него есть какое-то интересное хобби, занятие, которое ему нравится, но не до фанатизма.

Далее...

 

Чӑвашстанӑн шӗкӗр хулин урамӗсен ячӗсем

  07.07.2008 21:16 | Ŝanĝi | Forigi | 7541 Пурĕ пăхнă
В Чебоксарах 530 улиц

В Чебоксарах утвержден реестр наименований улиц, площадей с допустимыми наименованиями. Подписанный 21 апреля мэром столицы Чувашии Николаем Емельяновым реестр включает 489 наименований улиц в Чебоксарах. Почему-то отдельным списком значатся деревня Чандрово, поселки Лесной, Октябрьский, Сосновка, Первомайский, Пролетарский и Северный - несмотря на то, что эти территории давно являются частью Чебоксар. Так же, как, например, Альгешево, Лапсары или Южный поселок, которые в народе так и называются "поселком". Вместе с улицами указанных отдельным списком поселков общее количество улиц - 530.

Далее...

 

Яковлев шайне ҫитме пулӗ-ши?

  06.07.2008 19:24 | 5839 Пурĕ пăхнă
Статья черновикӗ. Хальлӗхе шухӑшсене кӑна ҫырса хутӑм.

Чӑваш чӗлхи питӗ пысӑк хӑрушлӑхра. Вӑхӑчӗ пер вырӑнта тӑмасть, шӑвать те шӑвать малалла. Чӗлхи вара, пур, пӗр вырӑнта тӑрать пулас. Самани улшӑннипе чӗлхе валли те ҫӗнӗ хатӗрсем кирлӗ. Пӗр пӗлӗш калашле «Чӑваш чӗлхи каллех ҫыруллӑхсӑр чӗлхе пулса тӑчӗ». Чӑнах та, тин ҫеҫ туяннӑ компьютера илес пулсан унта нимӗнле чӑваш чӗлхи те ҫук. Чӑвашла ҫырмалли майне тӑвас пулсан — ӗнерлемелле. Кам пӗлет — ӗнерлет, пӗлменни вара компьютера ҫаплипех, чӑвашла ҫырмасӑр, усӑ курать.
Яковлев саманипе хальхи саманана танлаштарсан мӗн куратпӑр?

Далее...

 

Шкулта ӗҫ вырӑнӗсем пур

  05.07.2008 10:54 | Ŝanĝi | Forigi | 5320 Пурĕ пăхнă
Муркаш пайонӗнчи Калайкасси шкулне вӗрентекенсем кирлӗ. ADMIN ҫакна реклама вырӑнне хумасан мӗнле вакансисем кирлине лартма пултаратӑп. Шкул 7-мӗш федераллӑ трасса хӗрринче Шупашкартан 25 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
 

Сырые дрова

  05.07.2008 09:09 | Ŝanĝi | Forigi | 8813 Пурĕ пăхнă
Ӗнер "Сырые дрова" ятлӑ фильм курма тӳр килчӗ. Ҫак социаллӑ фильм ҫинчен тахҫанах илтнӗччӗ. Ӑна Калуга облаҫӗнчи Обнинск хулинче Констанитин Сынгаевский сценарийӗпе ӳкернӗ. Тӗп рольсенче Калуга хулин драма театрӗн актерӗсем. Интернетра шыраса пӑхрӑм та "Новая газета" сайӗ (http://www.novayagazeta.ru/data/2007/89/33.html) ҫинче тӗплӗнрех информаци тупрӑм. Маттурсем. Мана килӗшрӗ. Чӑваш фильмӗсем ӳкеретпӗр тесе мекеҫленекенсене намӑс пулмалла. "Чӗпӗ-фильмӗ" "Чӗпӗ-фильмех" ӗнтӗ вӑл. Сӑмах май "Качаки таки" фильма курма пачӗҫ те пӗр минут кана пӑхма чӑтса лартӑм.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 327, 328, 329, 330, 331, [332], 333, 334, 335, 336, 337, ... 383
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)