Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Коллективлӑ садсен ячӗсем

Аçтахар Плотников24.09.2026 11:1783 Пурĕ пăхнă

Шупашкарпа Шупашкар районӗнчи садсен ячӗсене тишкерсе тухас терӗм. Ытларах енӗпе вӗсем вырӑсла. Анчах вӗсен хушшинче чӑвашлисем те тӗл пулаҫҫӗ.

Чӑн та чӑвашла ят парассине тишкерме питӗ кӑсӑклӑ. Хальхи вӑхӑтра эпир ытларах енӗпе ача пахчисене мӗнле ят панине пӑхатпӑр. Ытларах енӗпе ӗнтӗ вырӑсла ятсем параҫҫӗ, анчах чӑвашлисем те тӗл пулаҫҫӗ.

Коллективлӑ садсене ытларах енӗпе совет саманинче йӗркеленӗ. Ҫавӑнпа та ку ятсем XX ӗмӗр вӗҫӗнче чӑваш чӗлхине мӗнле хакланине палӑртать. Ку ятсем паянхи кунччен те пурӑнаҫҫӗ, ҫавна май республикӑри пурнӑҫа витӗм кӳреҫҫӗ.

Чи малтанах «Хевел» ятлине асӑрхама пулать. Вӑл Шупашкарта Ҫурҫӗр-Анӑҫ микрорайонта вырнаҫнӑ. Унпа юнашар вырнаҫнисем: «Журналист», «Лесное», «Рассвет». Кӑнтӑртарах «Колос», «Чапаевец», «Волга», «Солнечный», «Янтарь», «Олимпийский», «Урожайный-1», «Виктория-4» асӑрхама пулать. Кунта дачӑсем, ытларах енӗпе ҫырма-ҫатрасенче вырнаҫнӑскерсем, питӗ пысӑк лаптӑксене йышӑнаҫҫӗ. Апла пулин те, вырӑсла ятсене пӑхсан, мӗнле ят парасси тӗлӗшпе йывӑрлӑх ҫиксе тухнӑ пулас, ҫавна май «Виктория-4» евӗр ят та йӗркеленнӗ.

Хуларан анӑҫалла кайсан та оригиналлӑ ят тупасси ҫӑмӑл марри курӑнать, ҫавна май «Солнечный-2», «Приволье-3» йышшисем курма пулать. Хыркасси енче те вырӑсла ятсем кӑна: «Светлая Поляна», «Поляна», «Сюктерский». Шупашкар районӗн Явӑш ялӗ патӗнчи дачӑсене «Яуши» ят панӑ.

Кӑшт кӑнтӑрарах куҫсан, Шупашкар районӗнчи Ишлей патӗнче «Илем» коллективлӑ сад курма пулать. Вӑл «Ункӑ» коттедж посёлокӗпе юнашар вырнаҫнӑ. «Илемпе» юнашарах — «Транспортник». Ишлей еннелле куҫсан вырӑсла ятсем: «Волна», «70 лет Октября», «Союз». Тепри «Молния» ятлӑ. Ку тӑрӑхаллах «Звезда», «Колос» ятлисем тӗл пулаҫҫӗ (вӗсем ҫурҫӗрелле). Ишлейӗнче хӑйӗнче «Факел», «Восход» ятлӑ коллективлӑ садсем пур. Ҫавӑн пекех ҫуммӑнах «Весна», «Уют», «Дружба», «Ишлейский», «Южанка», «Нива» ятлисем пур.

Яранкассипе Тимӗр Ҫырма ялсем хушшинче «Автотранспортник 2» коллективлӑ сад («Автотранспортник» ятли ытлах инҫе мар, Сарапакасси енче ларать) вырнаҫнӑ. Явӑш патӗнче тепӗр чӑвашла ят тӗл пултӑм: «Илем». Вӑл пысӑках мар, «Радуга-2» (каллех вырӑсла уйрӑмрах ят тупайман ӗнтӗ) патнеллерех вырнаҫнӑ. Анчах Явӑш патӗнчи садсем ку ятсемпе вӗҫленмеҫҫӗ. Кунта вӗсем чылай: «Мечта», «Вишенка», «Ветераны», «Малые Черемушки», «Ромашка», «Лесной». Вӑрнар ҫулӗн тепӗн енче «70 лет Советской Армии», «Катрасьский», «Черемушки», «Рыкша», «Радуга-3» вырнаҫнӑ. Карачура патнелле вара пысӑк «Птицевод» вырнаҫнӑ. Сӑмах май, ку дачӑсене Лапсар чӑх-чӗп хапрӑкӗнче ӗҫлекенсене панӑччӗ. Ҫырма урлӑ унтах «Дорожник», «Нива» ятлисем вырнаҫнӑ.

«Ясна» еннелерех кайсан, чукун ҫул ҫывӑхӗнче тепӗр чӑвашла ят тӗл пулать: «Хунав». Анчах вӑл пысӑках мар, унпа юнашар тем пысӑкӑш «Любитель», «Шоркино», «Зернышко». Кунталла ҫитнӗ май Хачӑкпа Вӑрамту еннелле пӑхса илтӗм. Кунта «Водник» коллективлӑ сад тӗл пулчӗ.

Ку тӑрӑхран малалла Лапсар еннелле куҫар. Кунта чи паллӑ «Заря» ятли вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех «Мебельщик», «50 лет Октября» ятлисем пур. Таврара «40 лет Победы», «Строитель», «Строитель-2», «Юбилейный», «Урожай» вырнаҫнӑ. Вӗсем питӗ пысӑк, йышӗпе 2 пине те ҫитеҫҫӗ.

Кӳкеҫ енче «Надежда» ятли пур. Ҫавӑн пекех кунта «Ветерок», «Колос-3», «Иволга», «Мостовик», «Дружба» коллективлӑ садсем вырнаҫнӑ. Кӳкеҫ патӗнче виҫҫӗмӗш «Илем» тӗл пулчӗ. Патерекпе Кӳкеҫ хушшинчи «Дружба» уйрӑмах пысӑк лаптӑк йышӑнать, лаптӑксен йышӗ — пин те 200 ытла.

Йӑршу шывӗ хӗррипе дачӑсем тата та пур: «Сигнал-2», «Виктория», «1 мая», «Солнечный». Мӑштавӑш енне кайсан «Газовик-2» коллективлӑ сад пур. Каялла Кӳкеҫ енне таврӑнсан «Дубрава-1» коллективлӑ сад курма пулать.

Теприсем Шупашкара ҫывӑх, Алькеш енче вырнаҫнӑ: «Ивушка», «Малыш», «Мир», «Мичуринец», «Питомник-2», «Жилкомхоз». Хулапа пит ҫывӑх пулнӑран вӗсене уйӑрса илме те йывӑр. Хулара ҫавӑн пекех «Радуга» СНТ вырнаҫнӑ, вӑл «Чӑвашкабель» ҫумнерех. Аэродромпа ҫумра «Авиатор» коллективрӑ сад пур.

Арманкасси патӗнче тепӗр чӑвашла ят тӗл пулчӗ: «Хастар». Кунтах «Голубой Огонек» тата «Ручеек» садсем ҫуммӑн вырнаҫнӑ.

Шупашкарӑн нефть бази патнелле «Виктория» ятли пур. Гремячево енче «Родник-2» вырнаҫнӑ.

Шупашкарти дачӑсенчен асӑнманнисене «ЧЭАЗ-1», «Комунальник-1», «Волга», «Водоканалец» палӑртма пулать. Ҫавӑн пекех «Роща», «Заовражное», «Яблонька», «Гидромеханизатор» йышшисем сиксе юлчӗҫ. Вӗсемпе ҫуммӗн черетлӗ «Виктория» пытанса юлнӑ...

Атӑл леш енче вырнаҫнисем: «Прибой», «Сосенка», «Волгарь», «Травянка», «Травянка-1», «Травянка-2», «Сосновка», «Заволжское», «Лесное Заволжье», «Сосновый бор», «Заволжье», «Энергия», «Спутник», «Гидромеханизатор», «Водник».

Ҫӗнӗ Шупашкар енчисем: «Треугольник», «Приямоугольник», «Агния». КУ ятсене пӑхатӑн та — чӑн та чӑвашла ят кӑна ан пултӑр тесе суйланӑнах туйӑнать. Атӑл хӗрринче «Родники» пур. Ҫӗнӗ Шупашкартан кӑнтӑралла: «Роща», «Полиграфист», «Липово», «Росток-2», «Луч», «Антоновка», «Виктория», «Надежда», «Мечта», «Кукшумский», «Весна», «Строитель», «Родничок». Хӗвелтухӑҫнелле вырнаҫнисем: «Химик», «Рассвет», «Волга-4», «Волга-3», «Цивиль», «Большевик».

Ҫавӑн пекех Шупашкар районӗнчи кӑнтӑралли коллективлӑ садсем:«Роща», «Цивиль», «Овощевод», «Полевая», «Автомобилист».

Тӗпрен илсен мӗнпур коллективлӑ садсен ячӗсене пӑхса тухрӑмӑр темелле. Кӑштах Ҫӗрпӳ районӗ еннелле те пӑхса илтӗм. Унта хула ҫывӑхӗнче тата чукун ҫул хӗрринче темиҫе коллективлӑ сад пӑхса илтӗм. Анчах ячӗсем пурте вырӑсла.

Тишкерӗве пӗтӗмлетнӗ май ҫакна калама пулать: чӑвашла ятсемпе усӑ курнӑ, анчах ытла та сайра хут. Виҫӗ «Илем», «Хӗвел», «Хастар», «Хунав». Тата ӗнтӗ Станьял ялӗ патнелле «Салам» ятлӑ коллективлӑ сад куртӑм. ИИ-рен ыйтрӑм та вӑл эпӗ тата «Заря» патӗнче эп «Асамат» ятлине тата Кӳкеҫре «Юманлӑх» ятлине сиктерсе хӑварнине каларӗ. Мӗнпурӗ 140 патнелле пулсан, чӑвашлисен тӳпи пысӑках мар пулса тухать: 6,43% патнелле. ИИ-не анлӑрах ыйтсан вӑл мана тата темиҫе ят тупса пачӗ: Ҫӗрпӳ районӗнче «Ҫавал» ятли пур иккен, Красноармейски районӗнче — тепӗр «Илем». Вӑрмар районӗнче «Пинер» ятли пур терӗ. Муркаш районӗнче пӗр чӑвашла ятлӑ коллективлӑ сад та йӗркелемен тет. Вӑт ҫапларах... Шупашкарти ача пахчисен ячӗсемпе танлаштарас пулсан чӑвашла СНТ ячӗсен тупи пысӑкрах та пуль. «Улӑп», «Телей», «Палан»... Ҫӗр ытла ача пахчи, чӑвашла ят вара пиллӗке те ҫитмест.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj