Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Апат çимен, шыв ĕçмен арçын ача

Софья Савнеш29.06.2015 22:233193 Пурĕ пăхнă

 

12 çулти арçын ачан çиес килмест. Тухтăрсем те мĕн тумаллине пĕлмеççĕ. Лэндон Джонс пачах çимест теме пулать. Ку мĕнле пулнă? Вăл каçхине пĕр стакан сĕт ĕçнĕ, пĕр татăк пицца çинĕ.

Ирхине, 2013 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, вăраннă та апат çиес килменнине туйнă. Унăн шыв та ĕçес килмест. Ашшĕ-амăшĕ каланă тăрăх, ача малтан хускалма юратаканни пулнă. Вăл велосипедпа ярăнма юратнă. Халĕ вăл хăйне вăйсăр туять, пуçĕ çаврăнать.

Ашшĕ-амăшĕ камран кăна пулăшу ыйтман пулĕ. Тухтăрсем диагноз палăртма тăрăшаççĕ. Вĕсем АПШри 5 хулари клиникăна çитсе пăхнă.

Малтанах вĕсем Ватерлоори педиатртан пулăшу ыйтнă. Лешĕ антибиотиксемпе сипленме каланă. Анчах – усăсăр. Унтан паллă Майо клиникăна кайнă. Ачана тĕрĕсленĕ хыççăн çĕнĕ методикăсемпе сипленĕ. Анчах вăл та усăсăр. Арçын ача çавах çимен-ĕçмен.

Сайра тĕл пулакан чире АПШри сывлăхăн наци институчĕ тĕпчет. Анчах вăхăт иртет, арçын ача вара начарлансах пырать. Ача çулталăкра 17 килограмм чакнă. Вăл малтан 47 килограмм танă пулсан халĕ – 30 çеç.

Ашшĕ-амăшĕ, тухтăрсем темĕн те тусан та ача пĕчĕк татăк бутерброд е темиçе чипс çеç çиет. Темĕнле йăлăнсан та унăн апат анмасть. Аслисем апат антармалли пăрăх лартасси пирки те шутлаççĕ. Ку апата хырăма лекме май парĕ.

Ашшĕ шутланă тăрăх, ку гипоталамус ĕçĕ пăсăлнипе çыхăннă. Ара, пуç мимин шăпах çак пайĕ выçнишĕн, юн пусăмĕшĕн, шыв ĕçес килнишĕн, ÿт температуришĕн яваплă вĕт. Майк Паттерсон тухтăр палăртнă тăрăх, ку тĕнчипе те пĕр тĕслĕх кăна.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj