Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1764127 Пурĕ пăхнă

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.12 09:40
Акасапар хыççăн пакăлтатсан нимĕн те ырри пулас çук. Пĕр тĕслĕх: пушкăрт чăвашĕ В.В.Николаев.Енчен Акасапаркка пек макăрса мăкăртатса ларнă пулсан, вырăсла вĕренмен пулсан вăл хăйĕн Чăваш Хурамалĕ ялĕнчех пурăнмаллаччĕ.Нумай чăвашлăх япалине,çав шутран академик Çĕре кĕриччен кăларма пултарнă Чăвашлăх кĕнекисене чăвашсем те,мĕн чăвашсем кăна, пĕтĕм Тĕнче тес пулать, кураймĕччĕç. Кунта Акасапаркка ĕнĕрлесе ларнине итлесен ним те пулмаç.
Agabazar // 9597.0.4391
2014.03.12 19:37
Agabazar
Вера С. // 4186.57.1361
2014-03-05 23:53Русский язык для всех родной язык.

Чувашский язык ТОЖЕ для всех родной язык.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.12 20:46
Пăх-ха Акасапар мĕнле кутăнлашать.А разве для Акасапара не язык суихили родной? Пăтрашăнса кайрĕ пулмалла пирĕн Акасапар хăта.Кăшт ăс-тăн пухма стройкăна темиçе уйăха яма юратчĕ-ха Акасапара. Тулькĕш каймаç пуль, леш ... вĕренме сĕтĕрсен те.
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.12 21:53
Акапасар,для кого для всех?.Камсем вĕсем всесем?
Якур // 1849.05.3548
2014.03.12 23:27
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: кӳрентерӳ пур
Якур // 1883.25.5598
2014.03.13 07:44
Мĕн хăпартланать Акапасар,пĕлме çук.Мĕн çырать, мĕн каласшăн? Урăх Уçă патшалăх туса хурасшăн ши вăл? Çавăн пек ăнлантăм эп ăна. Ара тума пулать пулĕ-ха та, анчах кампа? Эпĕ астăвасса ялта кашни мужикăнах та сухал хырмалли станок та пулман,халĕ кашни ялти каччăн лаша мар,çăмăл машина кут айĕнче.Паллах,вăл маччана сурса выртмасть пулсан. Акапасар кама хăйĕн ретне пухма пултарать? Иллепе Вассана-и?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.13 08:45
Тимĕрĕн çырас шухăшĕ çавăн пек пулнă пулинех:"Камсем вĕсем всесем?" вырăнне "Камсем вĕсем всехсем?" -тесе вуламалла пек. Юрать, çапла пултăр. Анчах Акасапартан ним те ыйтма кирлĕ мар, вăл нимле ыйту çине те уççăн хуравлимаç. Унпа калаçма хăтланни тункатапа калаçнă евĕр пулса тухать.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.13 19:10
Волоча:"19-мĕш ĕмĕрчен пĕр ĕненмелле пулăм кăтартса панă-ши ку кĕнекере. Тата ăсчахĕсем хушшинче пĕр чăваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чăвашсем-им? Кĕнеке вулама, хут пĕлме çĕр çул кăна пĕлетпĕр вĕт! Вырăса пула кăна!"-кăна автор питĕ тĕрĕс çырать. Тата Ашмарин та, тата ун пеккисем те шел пулин те вырăссем пулнă. Нумай вырăс ЧĂВАШ çынни сăпайлă та ĕçчен пулнине кура пирĕн халăха пулăшма килĕшнĕ. Сăмахран, Етĕрнене Таланцев хуçасем аж Ялтăран мед.наукисен докторне Волков тухтăра илсе килнĕ чăваш ĕçченĕсене сиплеме, сыватма. Тепĕр тесен, ку пулăмсене Акасапар нихăçан та ăнланаймĕ!
Agabazar // 2093.1.5846
2014.03.13 19:46
Agabazar
bor1959 // 1039.8.4424
2014-03-13 19:10:<<Волоча:"19-мĕш ĕмĕрчен пĕр ĕненмелле пулăм кăтартса панă-ши ку кĕнекере. Тата ăсчахĕсем хушшинче пĕр чăваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чăвашсем-им? Кĕнеке вулама, хут пĕлме çĕр çул кăна пĕлетпĕр вĕт! Вырăса пула кăна!"-кăна автор питĕ тĕрĕс çырать...>>
Ку чăннипе элек. Тата -фашизмпа тан пулăм. Чапаев-вырăс ĕнтĕ, анчах вăл ăсчах мар. Революцишĕн çапăçнă. Паянхи влаç вара революцие начар япала тесе шутлать.
Agabazar // 2093.1.5846
2014.03.13 19:53
Agabazar
bor1959:"Тата Ашмарин та, тата ун пеккисем те шел пулин те вырăссем пулнă. Нумай вырăс ЧĂВАШ çынни сăпайлă та ĕçчен пулнине кура пирĕн халăха пулăшма килĕшнĕ. Сăмахран, Етĕрнене Таланцев хуçасем аж Ялтăран мед.наукисен докторне Волков тухтăра илсе килнĕ чăваш ĕçченĕсене сиплеме, сыватма."
Мĕншĕн-ха Ашмарин вырăс пулнăшăн "шел" темелле? Маншăн пулсан пурпĕрех. Ашмарин та, Таланцев та, Волков та, ыттисем те чăваш халăхне çĕре çити авăнса пуç таймалла. Ĕç вырăнĕ панăшăн. Ят-сум туянма пулăшнăшăн. Вĕсем чăваш халăхĕн чурисем пулман.

Paĝoj: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, ... 27

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj