Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1764176 Пурĕ пăхнă

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 4010.15.3371
2014.02.17 15:09
Agabazar
Этикета пăсса ют çынсене "эс", "сана" тесе ларакан борсене ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе намăс!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.17 15:39
Волоча(тет Акасапар) ним те япăххине çырмасть:" Илер Тăван Енех, сăмахран. 19-мĕш ĕмĕрчен пĕр ĕненмелле пулăм кăтартса панă-ши ку кĕнекере. Тата ăсчахĕсем хушшинче пĕр чăваш та пулин пур-и?". Тата:"Иртнĕ çĕрçуллăх хушшинче вырăс халăх ĕнси çинче кăна этем шайне кĕме пултартăмăр вĕт. Эпир те эпир тетпĕр."-ним те ытлашши çук, вырăнлă. Анчах Акасапарĕ "ЭПИР"летсе ларать, ним те вырăнлă, хотя бы на уровне Володи çырма полтаримаç. Вот сана "Эпир", Акасапаркка!
Agabazar // 4010.15.3371
2014.02.17 17:03
Agabazar
bor1959:"Тата:"Иртнĕ çĕрçуллăх хушшинче вырăс халăх ĕнси çинче кăна этем шайне кĕме пултартăмăр вĕт. Эпир те эпир тетпĕр."-ним те ытлашши çук, вырăнлă."

Кам та пулсан:" Вырăс халăхĕ чăваш ĕнси çинче çеç этем шайне кĕме пултарчĕ" тесен мĕн шавланă пулăттăр-ши? Кунта та ним ытлашши çук-и, Пурте вырăнлă-и?
Agabazar // 4010.15.3371
2014.02.17 17:05
Agabazar
!Этикета пăсса ют çынсене "эс", "сана" тесе ларакан борсене ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе намăс
Agabazar // 4010.15.3371
2014.02.17 17:11
Agabazar
bor1959:"Тата ăсчахĕсем хушшинче пĕр чăваш та пулин пур-и?".
Мĕн таватăр ăсчахсемпе (ăславçăсемпе)? Вĕсем картара пăх хырмаççĕ, юр тасатмаççĕ, вăрçăра пăшал тытса çапăçмаççĕ, тырă акса вырса илмеççĕ, кĕтÿ кĕтмеççĕ, улпутсен çумĕнче тарçăра çÿремеççĕ.... :-)
Якур // 1232.15.2688
2014.02.17 21:52
Пит сĕре мăнна переть хăйне Акапасар. Сăмахсене унталла та кунталла вылянтарать. Ман шутпа Бор хăта савçим урăххи çинчен калать, Акапасар тепĕр тема çине куçарса ярать сăмаха.Ман шухăшсене те ятарласа пăрса ярать. Кун пек куштан этемпе мĕн çинчен калаçма пулать? Вăхăт ирттерни çеç.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.18 11:09
Акасапар илсе кăтартнă сăмахсем:
bor1959:"Тата ăсчахĕсем хушшинче пĕр чăваш та пулин пур-и?" Ку сăмахсене çырнă Волоча.Эпĕ унăн шухăшĕпе килĕшетĕп.Акасапар яланхи пекех ухмаха переть!Ăсчахсем пирĕн пур пулсан вĕсен наци совеçĕ пулмалла.Кантурта хут хуратса анчах лараканнисем ĂСЧАХ мар.Ав вырăссен совеçĕсем Солженицынпа Лихачев мĕн кăна туман хăй пурнăçĕнче.Акасапар пек ухмаха пересси вĕсен пуçĕнче те пулман.
Agabazar // 3280.14.7961
2014.02.18 14:45
Agabazar
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.18 19:10
Акасапар ку йĕркесене тупса палăртма нумай тар тăкрĕ пулмалла.Çапах та ăнланма çук,мĕн каласшăн(хăйне çав сăмахпа( ..... )питлесшĕн-ши)? Акă Акасапара пĕлсе тăма:" Как видим,здесь Ленин вовсе не утверждает,что вся интеллигенция - говно.Обидным словом он называет лишь ту ее часть,которая служит буржуазии".Похоже кунта(çав интеллигенци хушшинче) Акасапар хăйĕн вырăнне тупма пултараь!
Таня Ю., Ядрин // 4186.57.1361
2014.02.20 23:53
Чăвашсене çутта кăларнă вырăс чĕлхине чыс та мухтав!

Paĝoj: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, ... 27

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj