Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Нейротетел ҫӳлти хӑват ӗҫӗ-и, е хамӑрӑн вӑй хумалла?

Аçтахар Плотников22.11.2026 13:2987 Пурĕ пăхнă

Нумай пулмасть пӗр ҫынпа калаҫма тӳр килчӗ. Сӑмах искусствӑллӑ интеллект пирки пулчӗ. Ӑна ӗненес-тӗк, ку япалана этем мар, темле ҫӳлти хӑват пире парнеленӗ.

Хам ку енӗпе сахал мар вӑй хунӑран ӗҫ-пуҫ мӗнле аталанса пынине питӗ лайӑх чухлатӑп. Ҫавна пула ҫак ҫынна ӗнентерме тӑрӑшрӑм. Ҫук, ниепле те фактсене шута илесшӗн пулмарӗ. Америкӑри паллӑ институтсен профессорӗсем ҫапла калаҫҫӗ тесе хӑйӗннех печӗ.

Тен, ҫав профессорсем темскер калама та пултарнӑ пуль — ӑсчахсем час-часах нейротетелсем епле шутласа кӑларнине тӗпӗ-йӗрӗпех сӑнаса пӗтерме ҫукки пирки калаҫаҫҫӗ. Анчах та каварлӑ теорисене саракансем вӗсен сӑмахӗсене хӑйне май ҫавӑрттарса, контекстрен туртса кӑларса, «ҫӳлти хӑват» пирки юмахсем хайлаҫҫӗ. Манпа калаҫакан ҫын та, ахӑртнех, шӑпах ҫавӑн пек суя видеосене пӑхса ӗненсе лартнӑ пуль...

Тӗрӗссипе каласан вара, искусствӑллӑ интеллект пирӗн ҫине ҫӳлтен персе анман, юлашки темиҫе ҫул хушшинче питӗ хӑвӑрт аталаннӑран кӑна вӑл хӑш-пӗр ҫынсемшӗн темле асамлӑ япала пек курӑнать. Каварлӑ теорисене саракансем вара ҫакӑнпа усӑ кураҫҫӗ кӑна.

Искусствӑллӑ интеллект аталанӑвне кӗскен темиҫе тапхӑра пайлама пулать:

  1. Умтапхӑр, е математика теорийӗ (1940–1950-мӗш ҫулсем). Ку вӑхӑтра пуҫламӑш математика теорийӗсем ҫуралнӑ. Уоррен Мак-Каллокпа Уолтер Питтс ахаль математика операцийӗсемпе усӑ курса пуҫ мимин ӗҫне евӗрлеме май пуррине палӑртнӑ. Тьюринг тӗрӗслевӗ ҫуралнӑ. 1956 ҫулта Джон Маккарти пӗрремӗш хут «искусствӑллӑ интеллект» терминпа усӑ курнӑ.
  2. Пӗрремӗш нейротетелсен тапхӑрӗ (1957–1990-мӗш ҫулсем). 1957 ҫулта Фрэнк Розенблатт ахаль саспаллисене уйӑрма пултаракан «Марк-1» машинӑна хатӗрленӗ. Анчах ун хыҫҫӑн ИИ пирки вӑхӑтлӑха манса кайнӑ: ку вӑхӑтра шутлав хӑвачӗ задачӑсем валли ҫителӗксӗртерех пулнӑ ҫав. 1986 ҫулта тин Джеффри Хинтонпа унӑн ӗҫтешӗсем нумай сийлӗ нейротетелсене вӗрентмелли математика меслечӗсем тавра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку ӗҫсем вара хальхи нейротетелсен никӗсне выртнӑ.
  3. Пысӑк даннӑйсен тапхӑрӗ тата пӗрремӗш ҫитӗнӳсем (1997–2016 ҫулсем). Компьютерсен шутлав хӑвачӗ ӳссе пынӑ май вӗсем чи кӑткӑс вӑйӑсенче те ҫынсене ҫӗнтерме пуҫланӑ. 1997 ҫулта IBM компани хатӗрленӗ Deep Blue суперкомпьютерӗ шахматла выляса Гарри Каспарова ҫӗнтернӗ. Кунта искусствӑллӑ интеллектпа усӑ курман ӗнтӗ, машина хӑйӗн хӑвачӗпе ҫеккунтра 200 миллион вариант таран шутласа кӑларнӑ кӑна. Анчах шутлав хӑвачӗ ӳсни нейротетелсем валли ҫул уҫса панӑ. 2012 ҫулта хӑватлӑ видеокартӑсемпе (GPU) усӑ курни нейротетеле (AlexNet) тӗнче тетелӗнчи сӑнӳкерчӗксене палласа илес тӗлӗшӗнчен ҫынсене ҫӗнтерме май панӑ. 2016 ҫулта AlphaGo программа тӗнчери чи кӑткӑс вӑйӑсенчен пӗринче — го вӑййинче — тӗнче чемпионне ҫӗнтернӗ.
  4. Хальхи генеративлӑ модельсен тапхӑрӗ (2017 ҫултан паянхи кунччен). 2017 ҫулта Google тӗпчевҫисем Transformer ятлӑ ҫӗнӗ архитектурӑна шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл машинӑна пысӑк текстсене вулама тата сӑмахсен ҫыхӑнӑвне лайӑхрах ӑнланма май панӑ. 2020–2022 ҫулсенче вара паян эпир пӗлекен GPT, Midjourney йышши системӑсем вӑйлӑ аталанма пуҫланӑ. Тӗрӗссипе вӗсем пӗрре те «шухӑшламаҫҫӗ», нимӗн те «ӑнланмаҫҫӗ» — вӗсем миллиардшар текстпа ӳкерчӗке тишкерсе математика мелӗпе усӑ курса малалла мӗнле сӑмах е пиксель пулмаллине шутласа кӑлараҫҫӗ кӑна.

Ҫапла май, ытларах чухне эпир паянхи искусствӑллӑ интеллектӑн юлашки тапхӑрӗпе кӑна паллашнӑ. Анчах ку япалан тымарӗ 80 ҫула яхӑн тӑсӑлать. Историйӗпе паллаштарнӑ май ятарласа ҫын ячӗсене те, проектсене те асӑнтӑм. Искусствӑллӑ интеллект пӗрре те таҫтан тӳперен персе анман, ют планетӑри этемсем те ӑна пире парнелемен, унӑн никӗсӗнче хӑйсен ячӗсене ҫырса хӑварнӑ ҫынсем тӑраҫҫӗ. Математикӑллӑ шутлава пулах чылай ИИ моделӗ яланах галлюцинациленет те. Вӗсене вӗрентме тивнӗренех ӗнтӗ, вӗсем мӗнпе вӗреннипе кӑна ӗҫлейреҫҫӗ. Чӑвашла текстсем памасан, темле «ҫӳлти хӑватсене» ӗненсен те, вӗсем чӑвашла пӗлеймӗҫ.

Ҫакна пӗтӗмпех сире леш ҫын йӑнӑшнине палӑртас тесе каласа памарӑм. «Ҫӳлти хӑвата» ӗненет пулсан — ӗнентӗр. Ман ӗҫ ҫук. Анчах ҫак калаҫу мана тепӗр шухӑш патне илсе ҫитерчӗ.

Эпир, чӑвашсем, темшӗн темле ҫӳлти хӑватсене ӗненетпӗр. Вӗсем пире «ҫӑласса» кӗтетпӗр. Хамӑр вара пӗр утӑм та тумастпӑр. Хӑшӗ-пӗри, тӗслӗхрен, тӑван ачине чӑвашла хӑй вӗрентес вырӑнне ку ӗҫе шкулта пурнӑҫлӗҫ тесе шанать. Искусствӑллӑ интеллект чӑвашла кӗвӗ ҫырма пӗлменнине ӑнлансан, ҫав кӗвве ӑна вӗрентме тӑрӑшмастпӑр, такам ҫак ӗҫе пире туса парасса кӗтетпӗр. Анчах юттисем туса парӗҫ-ши? Ҫук пуль. Вӗсем вӗрентсессӗн те хӑйсене май вӗрентӗҫ. Вӑл вӗрентӳре чӑваш чунӗ палӑрса тӑмӗ.

Акӑ хамӑрӑн ӗҫех илес. Мӗнле майсем кӑна туса памарӑмӑр пулӗ. Чӑваш чӗлхи корпусӗнче чӑвашла текстсене вырӑсла куҫарса пулӑшма пулать. «Миллион ытла пуплевӗш пирӗн пур, куҫаруҫӑсем чӑвашла куҫарма вӗренсе ҫитрӗҫ», терӗҫ те пуль ӗнтӗ, ку енӗпе пулӑшма пӑрахрӗҫ. Яндекс.Куҫаруҫӑ е Гугл.Куҫаруҫӑ сахал мар йӑнӑшпа куҫарни вӗсене пӑшӑрхантармасть пулас, ҫырлахтарать... Куҫарӑва лайӑхлатас кӑмӑллисем юлмарӗҫ тесен те йӑнӑшмӑп. Чӑваш чӗлхи корпусӗнчех тӗрлӗ пуплевӗшсене сасӑламалли хатӗр пур: никам та унпа усӑ курмасть. Яндекс хӑйӗн сасӑпа калама пултаракан хатӗре ӗҫе кӗртрӗ те халӑх ку ӗҫ пулчӗ тесе шухӑшласа хучӗ пулас. Mozilla Common Voice проектра та пулин чӑвашла сасӑланин калӑпӑшӗ пачах та ӳсме пӑрахрӗ темелле.

Асӑннӑ проектсем — пӗр пайӗ кӑна. Вӗсен йышне каласа тухас пулсан список тем пысӑкӑш пулӗ.

Пӗтӗмлетсе каланӑ май ҫакна палӑртасшӑн: чӑваш тӗнчишӗн, чӑвашлӑхшӑн эпир хамӑр, чӑвашсем, кӑна яваплӑ. Тутарсен те, вырӑссен те, ирҫесемпе ҫармӑссен те унашкал яваплӑх ҫук. Манран пулмасть тесе алӑ усни те ҫак яваплӑха сирӗнтен сирмест. Хӑтланса пӑхмасӑр алӑ усмалла мар!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj