Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1764098 Пурĕ пăхнă

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Атнер // 3913.58.4645
2014.04.12 10:59
Автобусра е тролейбусра чăвашла калаçма кам чарать тата сире?.Кунта Тымарлан хăех çырнăччĕ пулас:"говори нормально,что выпендриваешься"текеннисем чăвашсемех пулнă тесе.Мĕскĕн чăвашсем пулнă.
Владимир // 3991.11.3951
2014.04.12 18:26
Ик чăваш чăвашла калаçнинче ним япăххи те çук. Анчах та санпа пĕрле урăх халăх çынни калаçса тăрать пулсассăн, тепринпе чăвашла калçама лайăхах мар пулĕ.Пĕрне пĕри хисеплес пулать.
Владимир // 3991.11.3951
2014.04.12 18:33
Пыйтă пирки çырнине усала ан илĕр. Чăн пулнине сăмахпа тюрлетейместĕн.Чăннипе каласассăн, пыйтлăха та, тасамарлăха та, суккăрлăха та, чухăнлăха та, тĕттĕмлĕхе те вырăс халăхĕ пулăшнипе çеç çĕнтертĕмĕр. ХХ-мĕш ĕмĕрте тин!
Agabazar // 7761.3.7142
2014.04.13 01:56
Agabazar
Пыйту пырна лартăр Волоча коспочын, тăшмансенсен хÿрешки. Пиллĕкмĕш колонна! Кунашкал "чăнлăхсем" (?) чăннипе тамăкалла сĕтĕреççĕ. Пыйтă вăл никама та тиркемест, вырăса-чăваша пăхса тăмасть.
Якур // 3926.06.3245
2014.04.13 08:00
Акапасар,мĕн кутăнлашан каллех? Володя тĕрĕсне çырать çав купшанкăсем пирки, пулнă вĕсем хăшпĕрисен, хăмăтла та пулнă. ЧПУ общешитисенче те хăмăтла пулнă. Мĕн пытармалли. Çăпата сырни те пулнă 1976-мĕш çулта( ман асанне пит килĕштеретчĕ çăпатапа вăрмана çÿреме, пит урана канлĕ тетчĕ).Другое дело,что такой старик как Варнава должен думать,прежде чем говорить. Про лапти и отсутствие вилок лучше промолчать было, ведь он же уже древний старик,ему нет необходимости пиариться.
Васса // 2280.79.1757
2014.04.13 09:29
"Хăмăтла" ХĂнкĂла -и вăл,хăнкăласем пурччĕ ЧПУ общежитийĕсенче.
Agabazar // 3421.90.7260
2014.04.13 11:23
Agabazar
Якур, хăвăра "пыйтлă" тенипе ан мухтанăр, тархасшăн!!!!!!
Якур // 3926.06.3245
2014.04.13 11:55
Каллех кутăнлашать Акапасар хăта. Пулнă япалана пулман тесе çыримастăн ĕнтĕ. Ку купшанкăсем ерни пур халăхăн та пулнă, енчен те часах мунчара çăвăнайман пулсан. Ак халĕ Сочири стройкăра вагончиксенче пурăнакансен те пулнă теççĕ çав вĕтĕ купшанкăсем.Анчах та Варнава пеккисен çврнă чухне обществăлла резонанс ан пултăр тесен "корректнăрах" çырмалла. Тĕрĕс мар им?
Тимӗр // 4916-2612
2014.04.13 13:01
Пыйтă чăвашăн нумайрах пулнă-им?.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.13 13:07
Кунта "пыйтли"çинчен ытларах пулса кайрĕ-няк? Ку страницăна кĕнĕ хыççăн хăвна ху та купшанкăсем хушшинчи пек туйма пуçлатăн.Атьăр "всеобщий" презрени туса Варнава старикки патне Çыру çырса ярар.Унсăрăн вăл ватсупнă татах темтепĕр "аса илме" пуçлать( сăмахран, чăвашсем 1977-мĕш çулта "ăмансене" шаритлесе çинĕ тесе, хотя в этом ничего плохого нет- едят же в Африке сверчков и "жуков-пожарников").

Paĝoj: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 27

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj