Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
 

Reklamo

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1763028 Пурĕ пăхнă

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Вихтăр // 1886.81.1982
2014.03.15 18:59
Чăвашсем вырăс шăпишĕн тÿпе хунине Вихтăр пек "шутсăр деловойсем" питĕ адекватно ăнланаççĕ. Пурнăçра мĕнле пулнă çавăн пек эппин, ним хушмасăр, нимле юмахсăр. Суйман пурнăçпа пурăнма питĕ аван.
Якур // 7128.9.1596
2014.03.15 22:11
"Ашмаринăн кукамăшĕ чăваш пулни пирки М.Сироткин тата А.Хусанкай çырнă." -тет Акапасар. Вĕсем мĕн архивра ларнă-и мĕн? Вĕсем архивист-биографсем пулнă-и? Тет тесе çырма тем те пулать.Эпĕ те çырма пултарап: "Акасапарăн кукашшĕ бендеровец пулнă, мĕншĕн тесен Акапасар бендеровецсене куç хупса хÿтĕлет"-тесе.Анчах ман енчен кун пек çырни тĕрĕсех пулмасть, мĕншĕн тесен эпĕ документсене курман.Анчах эпĕ çырма пултарап:"возможно корни у Акабазара западно-польско-венгеро-украинские-бендеровские.Точно сегодня никто не знает,чья эта территория"-тесе.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.16 10:23
Кунта ним те шикленмелли çук, чăвашсемшĕн вырăс чĕлхи те, акăлчан чĕлхи те, нимĕç чĕлхи те кирлĕ. Вĕсем чăваш ачисене аталанма пулăшаççĕ. Аталанусăр пурнăç çук, демагогсем вроде Акасапара только это не видят или не хотят замечать. Они все еще находятся в такой детской игре "в прятки",сам спрятался и считает его не видят, хотя горб торчит.Ача-пăча темерĕн.
Agabazar // 7680.5.2808
2014.03.16 14:35
Agabazar
Якур: "Акасапарăн кукашшĕ бендеровец пулнă, мĕншĕн тесен Акапасар бендеровецсене куç хупса хÿтĕлет"-тесе
Паллă ĕнтĕ, хальхи вăхăтра çакнашкал сÿпĕлтетни тусансăр тата çăкăр çитерекен ĕç. Сисет Якур ăçталла çил вĕрнине! Пĕлет кушак кам хăймине çинине!

Тата епле-ха ку Якурăн, Ашмаринăн чăваш кукамăшĕ пирки аса илтернĕрен, сехри хăпнă?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.16 15:24
Вырăс чĕлхисĕр "аталанма" пултараканнисем Чăваш Енъ-ре пĕр виçĕ çын пур: Илле Иванов, Аçтархар тата Аgabazar ячĕпе çыракан пĕр ĔмĔлке.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.16 15:52
Халлĕхе Акасапарăн "уччоннăй"-сем Акасапаркка тар кăларнипе тăранмаççĕ-ха. Вĕсене федерал траншĕ тăрантарать. Акасапар замучается пыль глотать, чтобы еще ученых кормить. Хăв выçса ан вил!
Вихтăр // 8416.7.0979
2014.03.16 23:26
Çак agabasar текен каччă мĕншĕн Крым "самоопределенине" хирĕç. Мĕншĕн бендер хÿрешкисем майлă. Мĕншĕн çак кармаçăвар "бюджетник", бюджет шучĕпе тăранса пурăнаканскер темскер "вĕреть", пăс кăларать. Ăна, ахăртнех, леш океан тепĕр енчи Семсем йыхăраççĕ, аллине "ылтăнлаççĕ".
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.17 11:18
Акасапара "пире вăрçă кирлĕ мар "-текен пикета пăхма сĕнетĕп. Сан Орешников юлташун амăшĕ чăвашка,ашшĕ вырăс.Хăйне-"эп чăваш"- тет,çав вăхăтрах чăвашла калаçмасть и себя позиционирует с Русским маршем.Илле Иванов унпа юнашар,халĕ Илле вырăсла пĕлмен пулсан мĕнле ăнланăччĕ-ши çав "вырăс националист Орешникова".Татах: Илле вырăсла вĕренмен пулсан комсомолта карьера тăвимасчĕ,вара ăна тăван ялĕнче те никам та палламасчĕ.Ыйт унран,он хочет такую неузнаваемость.
Якур // 5381.1.7543
2014.03.17 15:34
Ялта Навус хырасран пит хăраççĕ Иллепе Акапасар, çавăнпа вырăсла вĕреннĕ вĕсем. Анчах та,видимо, недостаточно. Карьера урапинчен татăлса ÿксе юлнă. Илле аптрамĕ ха хуть, вăл туркăлла пĕлеть, тутарла пĕлеть.Акапасар пĕлместь пулĕ, 90-мĕш çулсенче Илле пит нумай чуптарчĕ хăйĕн гвардине Крым, Бахчисарай тăрăх "Свободу Крыму" плакатсемпе.
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.17 16:30
Бор тăванăм,ан пăшăрхан вăл пиарщиксемшĕн.Малтан комсомол ертÿçи,кайран наци юхăмĕн.Ку тема кĕçех пĕтет.Вара вĕсене экологине хÿтĕлес юхăмĕнче курăпăр.Мĕн те пулин тупăнатех ĕçлес темесен.

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 27

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj