Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
 

Reklamo

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1763029 Пурĕ пăхнă

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Якур // 2270.52.0131
2014.03.14 00:53
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: кӳрентерӳ пур
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.14 09:41
Мĕнех çырнă-ши Якур кÿрентермеллех? Акасапар пурне те кÿренÿллĕ сăмахсемпе витет. Унăн мĕнле приоритет, преференци пур вара Админтан? Вăл в Совете Директоров штоль?
Agabazar // 3573.15.4768
2014.03.14 10:35
Agabazar
"...И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чăвашсем-им?..."

Яковлев пирки расистларах шухăшлакансем çапларах сÿпĕлтетнине илтнĕ:"Ун пек ăслă та пултаруллă çын чăваш пулман пуль, ахăртнех Кăнна-Кушкине килсе лекнĕ пĕр-пĕр вырăс вăрлăхне хăварнă-тăр; ара, чăваш ăçтан апла ăслă пулма пултарĕ?" Чăннипе вара кăннакушкисем Яковлевăн ашшĕ кам пулнине питĕ лайăх пĕлнĕ. Кун пек япалана ялйышран пытараймастăн. Вăл çын — Баимкин хушаматлă вырăнти чăваш хресченĕ. Çав хушаматла çынсем ялта халь те пур.
Владимир // 4132.37.7347
2014.03.14 11:35
Чăвашла вулама-çырма чăваш 19-мĕш ĕмĕрччен пĕлни çинчен кăтартакан документ пур-и? Çук. Атăлçи Пăлхар халăхĕ хальхи чăвашсен маçакăшсем пулнине çирĕплетекен документсем те çук.Шеремет тутарĕпе чăваш ниепле те Пăлхар историне пайласа илеймеççĕ. Мĕн пуррипн çырлахса, килĕшсе малалла ниепле те аталанаймаспăр вĕт, сÿпĕлтисем.
Agabazar // 3501.87.8739
2014.03.14 15:50
Agabazar
Вăт, килсе çакланчĕ каллех хайхискер. Ну ăçтан ку çыннăн çавнашкал хăвашшистла шухăш-кăмăл? Ăçтан вĕресе тухать чăваша курайманлăх?

Волоча, кăтартăр-ха хăвăрăн вулама-çырма пĕлнине çирĕплетекен "документăра"? Тунмастăп, манăн хамăн унашкал "документ" çук.
Agabazar // 3501.87.8739
2014.03.14 15:57
Agabazar
"Кĕнеке вулама, хут пĕлме çĕр çул кăна пĕлетпĕр вĕт!"

Вара эсир 105 çулта-им, Волоча?


Пиллĕкре вулама-çырма вĕреннĕ тейĕпĕр. Ун çумне 100 çул хушса хурăпăр. 5+100=105
Вихтăр // 1886.81.1982
2014.03.15 10:24
Ку Акапасар текенни ăнлансах çырать и? И.Яковлеаăн аслашшĕсем вăхăтĕнче чăвашсен амăш ячĕсем кăна пулмани ха? Хушамат мĕнне пĕлмен ун чухне.
Владимир // 2445.68.1631
2014.03.15 11:15
Иван Яковлевич Яковлев, вырăс ачи, чăваш халăхне çутта кăларас ĕçпе хăйĕн ĕмĕрне ирттернĕ. Вăл пирĕн мăнтарăн халăхăмăра вулама тата çырма вĕрентес ĕçе пушă вырăнтан пуçарса янă. Н.Ашмарин, ку та вырăс çынни, ĕмĕрĕпех чăваш халăх сăмахсарне (сăмахлăхне-и) словрьне, вырăсла каласассăн, пуçтарнă. Чăваш сăмахĕсем вырăс çынни тăрăшнипе çеç сыхланса юлнă вĕт, тăванăмăрсем! Икĕ вырăс çыннине кăна илсе кăтартрăм кунта сире. Анчах та ку вырăс чĕлхи пирĕншен мĕне пĕлтернине палăртма кирлĕ пулĕ.
Владимир // 2445.68.1631
2014.03.15 11:27
Эпĕ чăн пулса иртнине тÿррĕн каланинче мĕнле фашизм тупнă вара, Акапасар. Хамар камне, тата мĕнле халăхран тапранса кайнине те пĕлейместпĕр пулсассăн, хальçине, паянхи куна мĕне юрăхлине палăртма тăрăшмалла хуть пирĕн, чăвашсен.
Владимир // 2445.68.1631
2014.03.15 11:30
Мĕн вăл пирĕншĕн, вырăс чĕлхи? Вырăс халăхĕ çумĕнче, вырăс халăхĕпе пĕрле, пĕр çĕршывра, пĕр тĕллевпе пĕр утаспа пурнăç çулĕпе утнинче! Çакă вара фашизм-и, Акапасар?

Paĝoj: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, ... 27

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj