Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
 

Reklamo

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1763037 Пурĕ пăхнă

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2014.02.21 00:31
Аçтахар Плотников
Чăваш чĕлхине пĕтерекен вырăс чĕлхине те чыс та мухтав тумалла-ши? // ытларах вĕт пурте вырăсла пĕлеççĕ тесех вырăсла калаçатпăр, хутшанатпăр...
2014.02.21 00:32
Аçтахар Плотников
//«!Этикета пăсса ют çынсене "эс", "сана" тесе ларакан борсене ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе намăс»
Мана та намăс пулмалла-ши? Акапасар — эс е эсир теесси кашнин хăйĕн ирĕкĕ.
Agabazar // 2012.2.0499
2014.02.21 00:35
Agabazar
Чăвашсене чăваш тăвакан чăваш чĕлхине мухтав!
Тĕнчери мĕнпур чĕлхене (пурне те!) мухтав!

Таня Ю., Ядрин // 4186.57.1361
2014-02-20 23:5<<Чăвашсене çутта кăларнă вырăс чĕлхине...>> Чăваша чăваш чĕлхи çеç çутта кăларма пултарать. Ют чĕлхепе çутта тухма çук.
Владимир // 1026.53.5264
2014.02.21 06:46
У каждого своя правда, истина всегда одна. Вырăсларан тĕрĕс куçараймастăп, каçарăр.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.21 09:38
Акасапаршăн нимĕç тата акăлчан(уйрăмах нимĕç чĕлхи)чĕлхисем оккупантсен чĕлхи мар,çавах та çав чĕлхесене те вăл вĕренмеç.Тепĕр тесен Аккасапара никам та хистемеç вырăс чĕлхине чун тухиччен юратма,кирлĕ мар пулсан вĕренмесен те пултарать,тем более нумай ачи-пăчуна вырăсла пĕртте ан вĕрент, санăн ирĕк!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.21 10:33
Паян ТĂВАН ЧĔЛХЕ уявĕ! Кашни халăхăн тăван чĕлхин кунĕ! Вĕренĕр пуян та асамлă Тăван Чĕлхене тата Тăван чĕлхен пуянлăхне ăнланма пулăшакан ытти чĕлхесене!
Agabazar // 1671.80.9935
2014.02.21 14:58
Agabazar
Admin:"...эс е эсир теесси кашнин хăйĕн ирĕкĕ."
Тĕрĕссипе пурнăçра çакнашкал ирĕк çук. Çынпа еплерех калаçасси питĕ нумай факторсенчен килет. Çавнашкал факторсем: арçын е хĕрарăм, ĕçре е килте, наччальник е пăхăнаканни, "Виртуаллă" тĕнчере е куçа-куçăн, судра е тĕрмере, ялта е хулара, шкулта е анкартинче, урамра е вăрманта, ÿплере е керменте, Майданра е парламентра, ватти е çамрăкки.......
Что хочу то и ворочу теме никам та пултараймасть. Вăл шутра —бандит та! Унăн та хушăран хушă чееленме тивет.
Agabazar // 1671.80.9935
2014.02.21 14:59
Agabazar
Вырăс чĕлхи пирĕн пурнăçра çав тери пысăк вырăн йышăнать.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.21 15:52
Акасапар:"Что хочу то и ворочу теме никам та пултараймасть. Вăл шутра —бандит та!"-ку сăмахсене мĕн тума çырать(в.ш.-бандит та)Акасапар,ăнланма питĕ йывăр.Вопçĕм, виртуал вăл Африкăра(хăй калашле)та виртуал!
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.21 18:17
Не умничай,Акапасар.Лăплан.Акдемик Геннадий Волков хăйне эсĕ тетеречĕ.А эсĕ кам,Акапасар.Бандит-и,депутат-и,кĕтÿç-и,ыйткалакан-и?Маншăн пурпĕрех:кам эсĕ?Кукамай мана пурне те эсĕ теме вĕрентнĕ.А вăл санран çĕр хут тăнлăрах пулнă.

Paĝoj: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, ... 27

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj