Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1763052 Пурĕ пăхнă

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.09 10:54
Тĕрĕс çыран,Тимĕр хăта!Пире виртуаллă канашçăсем кирлĕ мар,тем более виртуаллисене никам та итлемеç,хотя çамрăксем итлеме пултараç.Леш хайхи Мускавра шкулта нумай пулмасть УЧИТЕЛЬпе ПОЛИЦЕЙскине персе вĕлерекен мраç пеккисем.Вĕсем пеккисем çине упор тăвать пулмалла Акасапар хăта.
Якур // 4033.0.8951
2014.02.09 13:44
Акапасар хăта! Тимĕр мар,конгрессра Клементьев текенни пысăк ШИШКА пулмалла. Эсĕ те пулин, чăвашлăхшăн çунса кĕлленнĕскер,Конгреса çÿреместĕн. Пĕри пымсть, тепри пымасть-вара мĕнле аталантармалла конгресс юхăмне.
Agabazar // 3937.12.3884
2014.02.09 14:22
Agabazar
Якур // 4033.0.8951
2014-02-09 13:44<<Акапасар хăта! Тимĕр мар,конгрессра Клементьев текенни пысăк ШИШКА пулмалла.>>

Пысăк ШИШКА мар пулсан, Конгресс ячĕпе калаçма пултараймасть.
Agabazar // 3937.12.3884
2014.02.09 14:22
Agabazar
Вырăс чĕлхи пирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăнать?
Владимир // 2832.60.4322
2014.02.09 16:20
sinun Отправлено: 05 февраля 2014, 15:03 «Вы, господа, делаете очень большую ошибку, меряясь пиписьками с русскими. Это глупо. И не стоит собственную историю переносить на других. Если у чувашей не было своего государства, то это не обязывает другие народы к тому же.
Дело-то не в Киевской Руси. Дело в том, что к началу двадцатого века русские были многочисленным народом со своим государством, сильным, развитым языком, с богатейшей культурой. У чувашей ничего этого не было».
Якур // 1610.90.7877
2014.02.09 17:26
Акасапар хăта, санăн пĕлес килет пулсан конгресс ячĕпе эсĕ те калаçма пултаратăн! Анчах та конгресс ячĕпе Тимĕр калаçнине эпĕ кураймарăм. Тема ятна илес пулсан, вырăс чĕлхи пирĕн пурнăçра,аса илтеретĕп: хальхи кулленхи пурнăçра(тĕрĕс çырать Володя хăта, Киев Руçĕ чухнехи мар)питĕ пысăк вырăн йышăнать. Кун çинчен калама та кирлĕ мар, Акапасар пек ШИШКĂна пĕрчĕкĕн ăнлантарма та кирлĕ мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.09 18:05
Ку сăмахсем:"Пырăр,çÿрĕр тĕрлĕ сĕнÿсем парăр.Анчах бесплатный советсемпе ан чăрмантарăр.Ĕçпе кăтартăр хăвăра.Конгресс алăкĕ яланах уçă."-Укаслов тетен, Тимĕрĕн мар Акасапар хăта. Пустуях чĕрре кĕретĕн. Яланах çакăн пек вак-тĕвек ыйтусемпе чăкрашатăн. Санран Тимĕр те,Якур та ыйтаççĕ:"Мĕн турăн, форумра чăкрашнисĕр пуçне Ăçта вăй хутăн, тарларăн тăван халăхшăн".Санăн хурав çук, унта "-"(прочерк теççĕ вырăссем)ларать.
Agabazar // 3757.96.0470
2014.02.09 18:21
Agabazar
Володя, нивушлĕ форумран кунта çавнашкал сăмахсене сĕтĕрсе килме пачах та вăтанмастăр?
Якур // 2472.90.0762
2014.02.09 21:47
Мĕнех сĕтĕрсе килнĕ-ши форума Володя хăта? Историри пулăмсене тĕрĕс хакламалла тесе каласшăн пулнă-ши Володя?
Agabazar // 3757.96.0470
2014.02.09 22:57
Agabazar
Якур // 2472.90.0762
2014-02-09 21:47<<<Мĕнех сĕтĕрсе килнĕ-ши форума Володя хăта?>>>

Чăвашран куçкĕрет кулакан, мăшкăллакан сăмахсем -акă мĕн сĕтĕрсе килнĕ сирĕн Волочăр.

Paĝoj: 1, ... 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20, 21, 22, ... 27

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj