Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
 

Reklamo

Малалла утар!

«Тутимӗре» кӗртсе пӗтертӗм

  04.05.2009 23:52 | 4101 Пурĕ пăхнă
Ҫак хайлав ман алла лексен эп ӑна чун-чӗререн юратса пӑрахрӑм! Яков Ухсай маншӑн чӑн-чӑн пултаруллӑ ҫын пек тухса тӑчӗ — вара вӑхӑта сая ярас мар тесе ӑна электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарас терӗм. Вулавӑш калӑпӑшӗпе кӑна мар, хӑйӗн пахалӑхӗпе те палӑрса тӑмалла — Яков Ухсайӑн «Тутимӗрӗ» вара ӑна чӑннипех те ӳстерессе шанатӑп.
Ку хайлава кӗртме пулӑшнӑшӑн ман хамӑн йӑмӑка, Еремеева Еленӑна, тата ун мӑшӑрне Володӑна тав сӑмахӗ калас килет. Кӗнеки пӗчӗк мар, унсӑр пуҫне 1975 ҫулта тухнӑ пирки ӑна сканерлама та йывӑр — FineReader текста тӗрӗс палласа илеймест, пичетре тӗл пулакан кӑлтӑксем чӑрмантараҫҫӗ.

Далее...

 

«Класри ӗҫшӗн» намӑс мар-ши?

  26.04.2009 18:43 | 4258 Пурĕ пăхнă
Ҫамрӑксен хаҫатӗнче «Кулса вилмелле» рубрика пур. Кӑҫалхи 15-мӗш кӑларӑмра ҫакнашкал анегдот вуларӑм:
Ашшӗ ывӑлӗн шкул тетрадьне пӑхать:
— Нимӗн те ӑнланмастӑп! Мӗншӗн «иккӗ»? «Класри ӗҫ» тесе ҫырнӑ-ҫке!


Тӳрех ӑнланмарӑм — «кунта мӗн кулмалли пур-ши?» тесе тепӗр хут та вуласа тухрӑм. Шел, ӑнлануллӑ пулмарӗ. Кайран вара вырӑсла (ку рубрикӑри анекдотсене вырӑсларан куҫараҫҫӗ. Сӑмах май каласан чӑваш кулӑшӗсене нивушлӗ тупма ҫук?) куҫарса пӑхас терӗм те тин мӗнрен кулмаллине ӑнкарса илтӗм. Вырӑсла унта «класная работа» пулнӑ — чӑвашла куҫараканӗ вара тӳррӗнех куҫарнӑ та «класри ӗҫ» тесе лаплаттарса хунӑ!

Далее...

 

Йӑлӑхтарса ҫитерет...

  23.04.2009 22:13 | 4283 Пурĕ пăхнă
Ну ма чӑвашла ҫырмаҫҫӗ????? «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чыслани пирки хыпар ҫырас терӗм. Паллах, вырӑсла вырнаҫтарнӑ хыпара куҫарса. Вӑл юрӗ-ха... чӑвашла куҫарӑпар. Анчах та хӑш-пӗр япаласене чӑвашла ҫырманни мана тарӑхтара пуҫларӗ! Уйрӑмах мероприяти ячӗсене чӑвашла ҫырманни япӑх. Ак «Через книгу – к согласию народов» ята илер. Эп ӑна чӑвашла куҫарма пултаратӑп — анчах та ман те пӳтлӗ пулса тухӗ, те япӑх... Официаллӑ ячӗ пурах ӗнтӗ ку мероприятин (наци кӗнекин фестивалӗ как-никак!) — ман кунта, Чулхулара, таҫтан шыраса тупмалла тет.

Далее...

 

Cap.ru пирӗн сайт ҫине каҫӑ лартнӑ

  21.04.2009 16:55 | 4000 Пурĕ пăхнă
http://gov.cap.ru/hierarhy.asp?page=./16/530/561602/640863 — «Чӑваш чӗлхи кунне» халалланӑ страницӑра пирӗн ҫине каҫӑ лартнӑ.

«Хыпар», «Сувар» хаҫатсен, ЧНК сайчӗ ҫине лартман, пирӗн сайта куҫаракан каҫӑна вара лартнӑ. Малалла та тӑрӑшса ӗҫлемелле :)
 

Пӑр каять...

  14.04.2009 09:00 | 3995 Пурĕ пăхнă
Ӗнер Хура Атӑлта (вырӑсла ку шыва Ока теҫҫӗ) пӑр кая пуҫларӗ. Пӑр катӑкӗсем паян та шыв тӑрӑх ишсе иртеҫҫӗ-ха, анчах та ӗнерхи пек мар. Ӗнер вара... тем пысӑкӑш пӑрсем юхаҫҫӗ... Хӑшӗ пӗри, пысӑк пулнӑран, кӗперсен юпийӗсем патӗнче купаланса ларнӑ. Кунта ҫитиччен чылай кӗпер витӗр тухнӑран, паллах, ытла пысӑк мар вӗсем — тӑраҫҫӗ-тӑраҫҫӗ те майӗпен ҫаврӑна-ҫаврӑна малалла юхса каяҫҫӗ.
Пӗлтӗр ӳкерме ӗлкереймерӗм — пӑр кайнине ҫывӑрса юлнӑ. Хальхинче те ӳкересси пулмасть пулас. Ӗнер пӑр кайнине куртӑм ҫеҫ, паян вара кайса пӗтнӗ пулӗ тесе шутласа фотоаппарата илсе тухмарӑм.

Далее...

 

Ярославель урамӗ (сӑнӳкерчӗксемпе)

  06.04.2009 10:14 | 5911 Пурĕ пăхнă
Астӑватӑр пулӗ, эпӗ сире Ярославль урамӗпе утса тухни пирки каласа парсаччӗ. Ӑна кунта вулама пулать:
http://chuvash.org/blogs/comments/799.html
Ҫав урам тӑрӑх тепре утса тухрӑм. Хальхинче вара — фотоаппаратпа. Малтан анаталла утрӑм пулсан, хальхинче — тӑвалла.
Сӑнӳкерчӗксемпе паллашма сӗнетӗп:

Вӑт, кунта, Воробьев композиторсен урамӗ патнелле — тӗрӗс ҫырма вӗреннӗ.

Смартс ҫурчӗ ҫинче вара темшӗн «ул.

Далее...

 

Cap.ru чӑвашланма пуҫланӑ

  02.04.2009 13:15 | 4156 Пурĕ пăхнă
Паян хыпарсем хушшинче чӑвашла хыпар куртӑм. Паллах, хыпарӗ пӗр пӗччен кӑначчӗ (ыттисем вырӑсла), ҫапах та пӗрремӗш утӑм пур. Тӗрӗссипе каласан cap.ru та мар, Ҫӗрпӳ районӗн сайчӗ темелле — хыпарӗ ял тӑрӑхӗнчен. Вал хыпарсене cap.ru порталӑн тӗп страницине вырнаҫтармаҫҫӗ... Ҫапах та Ҫӗрпӳ районӗн сайчӗ cap.ru-на кӗрет те кун пирки пӗлтерес терӗм.
//ку пулӑм Cap.ru-ра чӑвашла хыпарсем вырнаҫтарма нимӗнле чару та, йывӑрлӑх та ҫуккине кӑтартать — кахалланаҫҫӗ ҫеҫ...
 

Сӑвӑ йӗркисем килӗшрӗҫ

  19.03.2009 20:41 | 4794 Пурĕ пăхнă
Мана атте мӗн ачаран
Вӗрентнӗ хамӑр чӗлхепе
Эп пултӑм иксӗлми пуян,
Телейлӗ ӗмӗр тӑршшӗпе.

Ку йӗркесем Яков Ухсайӑн «Тутимӗр» трагедийӗн умсӑмахӗнчен:
http://chuvash.org/lib/haylav/1350.html

Мана питӗ килӗшрӗҫ. Эпӗ те, мана мӗн ачаран чӑвашла вӗрентнӗшӗн, чӑвашла пӗлнӗшӗн, хама пуян туятӑп!
 

Чӑваш чӗлхи хӑрушлӑха лекни пирки пӗлтерни

  16.03.2009 20:27 | 6121 Пурĕ пăхнă
Кӑҫал нарӑсӑн 19-мӗшӗнче ЮНЕСКО хӑйӗн ҫухалакан чӗлхесен карттине кӑтартнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енре кӑткӑ йӑви пекех чупма пуҫларӗҫ — пирӗн чӗлхе хӑрушлӑхра иккен! Ку хыпар хӑш-пӗр ҫынсен пуҫӗнче чан ҫапнӑ пекех янраса кайнӑ курӑнать те вӗсем чупкалама тытӑннӑ. Ку хыпара пелмен ҫын юлмарӗ те пулӗ. Ку лайӑх-ха... эпир, ҫынсем, ҫухатнӑ чухне ҫеҫ япалана хаклама вӗренетпӗр. Ку чӑвашӑн инкекӗ мар, пур халӑхӑн та... Ҫапла май, тен, чӑваш чӗлхи ыйтӑвне те тӗплӗнрех пӑхма пуҫлӗҫ. Пурӑна киле, тен, ҫитес ҫула чӑваш чӗлхине те халаллӗҫ. Пӑхӑпӑр.
Ытларах чухне кун йышши хыпарсене Раҫҫейре пӗлтермеҫҫӗ — курмӑш пулаҫҫӗ те халӑх пӗлмесӗрех юлать.

Далее...

 

Пирӗн сайт ҫине куҫаракан каҫҫа кӗртме ыйтнӑ иккен

  04.03.2009 19:40 | 9387 Пурĕ пăхнă
Cap.ru сайтри хӑна кӗнекине кӗрсе пӑхрӑм — ҫынсене мӗн пӑшӑрхантарать-ши тесе. Пӑхатӑп та — Нарсов Валерий Иванович Cap.ru сайтра пирӗн сайт ҫине каҫӑ лартма ыйтать. Кайран, тен, хуратма та пултарӗҫ тесе кунта кӗртсе лартас терӗм:
Уважаемые администраторы сайта! Я отправил письмо на чувашском языке, но к сожалению, Ваш сайт чувашские буквы обозначает кодировочными символами, в результате при опубликовании сообщения некоторые слова выглядят некорректно. А дело вот в чем: извините, может быть я ошибаюсь, но на мой взгляд на официальном сайте Чувашской Республики отсутствует баннер –гиперссылка на ЧУВАШСКИЙ НАЦИОНАЛЬНЫЙ САЙТ (( http://chuvash.

Далее...

 

Лоша

  20.02.2009 13:35 | 4247 Пурĕ пăхнă
«Лошадь» сӑмаха вырӑссем тӗрӗксенчен илнине пӗлетӗп-ха. Ак халӗ ман пата хыпар ҫитрӗ — «Яндекс. Словари» проектра ҫӗнӗ сӑмахсар хушӑннӑ тет — «Школьный этимологический словарь русского языка». Ку словарь еплерех-ши тесе тӗрӗслес терӗм, «Лошадь» сӑмах шыраса пӑхрӑм.
ЛОШАДЬ. Искон. Суф. производное от лоша, в некоторых слав. яз. еще известного. Др.-рус. лоша < тюрк. алаша "лошадь, мерин".

Тем тесен те пирӗнтен, чӑвашсенчен (малтан пӑлхар ятлӑскерсенчен), йышӑннӑ ку сӑмаха! Авалхи вырӑс сӑмахӗ «а»-па пуҫланмасть. Пӗри унта «Лошадь» ← «лаша-ут» мӑшӑр сӑмахран пулнӑ тесе ҫырнӑччӗ-ха, эп вара ку шухӑш тӗрӗс мар тесе шутлатӑп.

Далее...

 

Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ валли тунӑ логотип

  09.02.2009 10:49 | 4958 Пурĕ пăхнă
Унччен ҫак логотипа курманччӗ-ха... Паян вара мӗнле те хыпар тупас тесе cap.ru сайта кӗтӗм те — куртӑм.
Ӳкерекенӗ мӗн палӑртасшӑн пулнӑ-ха? «2009» хисеп ҫинче халь тин ҫеҫ вӗҫсе каясла темле ҫын тӑрать. Тырӑ пучаххине тытнӑ та ун ҫине пӑхса киленет-и?.. Тен тырӑ пучаххи ҫинчен сӑвӑ ҫырасшӑн вӑл?.. Ҫук, тем тесен те, ку логотип ман кӑмӑла каймарӗ.
Эпӗ пулсан логотипра ӗҫлекен ҫынна, ӗҫченлӗхе тӗпе хурса хатӗрлеттӗм.
 

Ярославль урамӗпе утса тухсан...

  06.02.2009 20:59 | 5369 Пурĕ пăхнă
Ҫапла, пӗррехинче, ҫак урам тӑрӑх утса тухма тиврӗ. Ӗҫ вӗренӳ сессийӗ вӑхӑтӗнче пулса иртрӗ — заняти пуҫланиччен вӑхӑт нумайччӗ те сив ҫанталӑка пӑхмасӑр хула тӑрӑх уҫӑлса ҫӳрес терӗм.
Ярославль урамне утса ҫитрӗм ӗнтӗ... Утатӑп. Шупашкарти кашни ҫурт ҫине тенӗ пекех урам ятне тата ун номерне ҫырса хунӑ. Питӗ кирлӗ япала — васкавлӑ пулӑшу та кирлӗ чухне ҫурта хӑвӑрт тупма пултарать. Вӑт, утатӑп хайхи... Утнӑ май пӗр ҫурт ҫине «Ярославский урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхарӑм. «Эх», — тетӗп хам ӑшра, — «чӑвашла тӗрӗс куҫарма пӗлеймен иккен...» Тепри патне ҫывхарнӑ май ун ҫинче те пулин тӗрӗс ҫырнӑ-ши тесе шухӑшлатӑп.

Далее...

 

Вырӑссем канма вӗренесшӗн тет...

  14.01.2009 10:15 | 5218 Пурĕ пăхнă
Халӗ эп Шупашкарта пулнӑ май хыпарсемпе инҫекурав урлӑ паллашатӑп. Ара, кунта, интернечӗ ҫук та... ирӗксӗрех ҫав хатӗрпе усӑ курма тивет. Интернечӗ пур чухне, паллах, эпӗ хыпарсемпе Lenta.ru сайтра паллашатӑп – унта вӗсем объективлӑрах тата (ку маншӑн питӗ паха) тӗрлӗ енлӗ кӑтартаҫҫӗ. Инҫекураври пек пӗр енлӗ мар.
Пӗррехинче, ҫапла пӑхса ларатӑп та ӗнтӗ, Медведев юлташӑн сӑмахне илтрӗм. Эпир, Раҫҫей ҫыннисем, канма пӗлместпӗр иккен. Канма вара пирӗн анӑҫри культурӑран вӗренмелле иккен. Ку сӑмаха вӑл ҫӗнӗ ҫулхи кану вӑхӑчӗ пирки каларӗ. Мана ку, ун сӑмахӗсем, питех те килӗшмерӗҫ.

Далее...

 

2008 ҫула пӗтӗмлетсе

  25.12.2008 17:09 | 6037 Пурĕ пăхнă
http://chuvash.org/blogs/comments/161.html — кунта 2006 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/531.html — кунта пӗлтӗрхи, 2007 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.

Яланхи пекех япӑххине аса илер.
1. Ман пурнӑҫра хурлӑхлӑ хыпар пулчӗ — атте ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайрӗ. Ку сӑлтава пула аталану самай чакрӗ — фотосессисем те ҫителӗклӗ ирттереймерӗм.
2. Пӗлтӗр сервер хваттере куҫрӗ пулсан, кӑҫал вара пушшех те пӗтсе ларчӗ. Яланхи пекех, пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртрӗ. Лайӑх хыпарӗ кӑҫал та пур — ҫӗнӗ сервер туянса, ӑна ӗнерлесе те ҫитернӗ, анчах, хостинга вырнаҫтарман-ха.

Далее...

 

Киличчен килменни

  22.12.2008 16:11 | 11349 Пурĕ пăхнă
Эх... Шупашкара киличчен килменни лайӑхрах пулӗ. Ытла та чуна ыраттарать-ҫке. Эрнекун Республика лапамне лакрӗм те... Мӗн курӗ унта чӑваш? Пысӑк саспаллисемпе "С НОВЫМ ГОДОМ!" тесе ҫырса хунӑ. Чӑваш тӗсӗсем те ҫук! Шурӑ, кӑвак, хӗрлӗ. Раҫҫей ҫӗрӗ ӗнтӗ! Чӑваш чӗлхи пирки мӑнаҫлӑн калаҫма пуҫласан тӳрех "националист" тесе калаҫҫӗ, судпа айӑплама та пултараҫҫӗ. Кунта вара тепӗр халӑх чунне ыраттараҫҫӗ — хӑнк та тумаҫҫӗ. Вӗрентӳ министерствине кӗме лекрӗ — алӑк ҫине ниӑҫта та чӑвашла ҫырса ҫапнине курмарӑм — йӑлт вырӑсла. Калаҫма таҫта та вырӑсла ҫеҫ калаҫаҫҫӗ.

Далее...

 

Ваттисен сӑмахӗсем

  18.12.2008 14:01 | 6436 Пурĕ пăхнă
Малтанхи президент ҫырӑвӗсене вуламанчӗ. Хальхипе паллашас терӗм. Ҫырура ваттисен сӑмахӗсене нумай усӑ курни курӑнчӗ.
«Ырлӑхпа хурлӑх пӗрле ҫӳреҫҫӗ», «Тӗшӗ тымара пӑхать», «Ҫынсӑр ҫын пурӑнаймасть», «Пӳрт-ҫурт тытма тӑн-пуҫ кирлӗ» — тӑватӑ штук. Вӗсемпе интереслӗрех вуланать.
Паллах, тӗп вырӑнта кризис тӑрать. Эп ытларах культурӑпа вӗрентӳ ҫинчен ҫырнине вуларӑм.
Пурте хастаррӑн ӗҫе хутшӑнмасӑр Чӑваш Ен ӑнӑҫлӑ аталанаймӗ (выр. залог успехов Чувашии – в инициативе каждого!) тени, сӑвӑ ӑмӑртӑвне аталантарасси пирки калани килӗшрӗ.

Далее...

 

Ҫӗнӗ наци радионе тӑвасшӑн - 60% чӑвашла пулӗ

  12.12.2008 16:54 | 4500 Пурĕ пăхнă
Чӑваш Енре чӑваш наци радионе тума хатӗрленеҫҫӗ тет-и?... Ку радиостанци 60% чӑвашла, 35% вырӑсла тата 5% тутарла ӗҫлемелле тет. 2009 ҫултан ӗҫлеме пуҫламалла тет. Пӗтӗм эфирӑн 60% аналитикӑллӑ-информациллӗ передачӑсем пулмалла тет, 40% — юрӑсемпе тултарӗҫ.

Хыпар ҫырса тӑма халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа та кунта та пулин пӗлтерем.

Шухӑшӗ чаплӑ, анчах епле пурнӑҫланӗ-ши?
 

29-мӗш mp3 пуххи килӗшрӗ

  09.12.2008 20:56 | 4114 Пурĕ пăхнă
Хам валли лайӑх mp3 пуххи тупрӑм — «Аксар» кӑларнӑ 29-мӗш номерли. Ку кӑларӑмра чӑваш халӑх юррисене пухнӑ. Вӗсене, паллах, ытларах пайӗпе, хальхи юрӑҫсемпе ушкӑнсем юрлаҫҫӗ. Кӗввине те чылайӗшӗнче хальхи инструментсемпе тунӑ (Т. Петрова юрлакан пӗр юрӑра акӑлчанла калакан кӗвӗпе усӑ курнӑ! Sic!). Тем тесен те мана чӑваш халӑх юррисем ытларах килӗшеҫҫӗ. Хальхи юрӑсенчен хӑшӗ-пӗри ҫеҫ пысӑк хака тивӗҫлӗ, ыттисем вара ҫуп-ҫап кӑна (ҫапах та мӑкшӑсем, сӑмахран, вӗсем пурришӗн пире ӑмсанаҫҫӗ). Ку дискри юрӑсенчен мана уйрӑмах А. Сарри юрлакан «Кайӑк хур юрри», «Ан кай кӑвакал», «Ан авӑн шӗшкӗ» (Артемьевӑн ҫав ятлӑ калавне вуланӑ май мӗнле юрӑ-ши вӑл теттӗм), «Чечек акрӑм та» (питӗ илемлӗ юрӑ!

Далее...

 

Ӗҫлекен ҫынсене кӳрентерет

  05.12.2008 14:03 | 4481 Пурĕ пăхнă
Эх ҫак Микулая. Хӑй мӗн туни паллӑ мар (пӗлменнине ҫырмӑп) — ыттисене вара кӳрентерме пӗрре те вӑтанмасть.
http://chuvash.org/news/566.html — ҫак хыпар пирки шухӑшсене вуласан акӑ мӗн курма пулать:
Елена Нарпи (журналсенче унӑн хайлавӗсем пичетленеҫҫӗ, чӑвашла ҫырать) шухӑшӗ ҫине епле хуравлать-ха? «Е эсӗ МАНКУРТ пулатӑн?» тет... Мӗнле-ха капла? Юрамасть ӗнтӗ апла ҫырма. Анонимла ҫырап тесе ҫапла тӑвать-ши? Ҫак темӑрах ман ҫинчен те «Эсӗ вара чӑваш чӗлхине Чӑваш республикинче тислӗк вырӑнне хунине килӗшнӗ курӑнать» ҫырать.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 22, 23, 24, 25, 26, [27], 28, 29, 30, 31, 32, ... 47
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)