Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: «Класри ӗҫшӗн» намӑс мар-ши?

Аçтахар Плотников26.04.2009 18:434599 Пурĕ пăхнă
Ҫамрӑксен хаҫатӗнче «Кулса вилмелле» рубрика пур. Кӑҫалхи 15-мӗш кӑларӑмра ҫакнашкал анегдот вуларӑм:
Ашшӗ ывӑлӗн шкул тетрадьне пӑхать:
— Нимӗн те ӑнланмастӑп! Мӗншӗн «иккӗ»? «Класри ӗҫ» тесе ҫырнӑ-ҫке!


Тӳрех ӑнланмарӑм — «кунта мӗн кулмалли пур-ши?» тесе тепӗр хут та вуласа тухрӑм. Шел, ӑнлануллӑ пулмарӗ. Кайран вара вырӑсла (ку рубрикӑри анекдотсене вырӑсларан куҫараҫҫӗ. Сӑмах май каласан чӑваш кулӑшӗсене нивушлӗ тупма ҫук?) куҫарса пӑхас терӗм те тин мӗнрен кулмаллине ӑнкарса илтӗм. Вырӑсла унта «класная работа» пулнӑ — чӑвашла куҫараканӗ вара тӳррӗнех куҫарнӑ та «класри ӗҫ» тесе лаплаттарса хунӑ! «Ҫамрӑксен хаҫатне» «каять» тесе-ши ҫапла ӗҫленӗ... Тепӗр тесен редакцире корректорсем пурах. Тӗп редакторӗ те пур. Вӗсенчен пӗри те пулин йӑнӑш куҫарӑва курмаллах пулнӑ. Те вӗсем те хӑйсен ӗҫне «каять» майпа йӗркеленӗ?

Эп хам та редакцире ӗҫлетӗп — пӗлтерӳсемпе реклама хаҫат-журналӗсене кӑларнӑ ӗҫре тӑрӑшатӑп. Пирӗн хаҫатсем 100 листаран та иртетчӗҫ (халӗ кризисӗ вӗсен хулӑнӑшне чакарчӗ-ха, ҫапах та листа шучӗ нумай) — кашни листине тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ. Унсӑрӑн ниепле те май ҫук — тӳлевлӗ реклама паракансем хӑйсен пӗлтерӗвӗнче йӑнӑш тупсанах шалӑп ҫыраҫҫӗ — тӳлевсӗр тепӗр хут пичетлеме ыйтаҫҫӗ. Ку редакцишӗн, паллах, пысӑк тӑкак кӳрет, ҫавӑнпа та тӗрӗслекенсем хӑйсен ӗҫне тӗплӗн тума тӑрӑшаҫҫӗ — хӑш-пӗр пысӑк йӑнӑшсемшӗн хӑйсен кӑсьинчи укҫана та пама тивет. Ҫавӑнпа та пулӗ — йӑнӑшсем сахал.

«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакцине вара эп пичетленекен материала тӗплӗнрех тӗрӗслеме сӗнесшӗн. Сумлӑ хаҫата кун пек куҫарусем намӑс пулмалла.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

alex-net // 2484.32.9228
2009.04.27 20:45
«Кĕсйинчи» сăмаха хăв та çырма пĕлмесĕн-иç!
2009.04.27 21:08
Аçтахар Плотников
Эп чăнах та, «Кĕсье», «радио» йышши сăмахсем епле аффикссем йышăнни пирки тĕплĕн пĕлместĕп. «Радио» камăнлăх категоринче «райдиойĕ» пулать пулĕ тесе шутласаччĕ. «Радиовĕ» иккен...
Эп чăвашла тĕп-тĕрĕс çырап тесе калаймастăп çав — халĕ те вĕренетĕп. Ман текстсенче пин йăнăш — мĕн тăвăн, чылай хушши ытларах вырăсла калаçнă. «Кувăлçаксем» (виçĕ местоимени юнашар вырнаçтаракансене çапла калаççĕ иккен) шутне те кĕретĕп :) //йăнăшне юсамастăп — ку вăл мана правилăсене лайăхрах вĕренме хистĕ.

Интернечĕ вăл çавнашкал — чылайăшĕ мĕн çырнине тĕрĕслемесĕр ярать. Хаçатра вара унашкал йăнăш пулмалла мар пек — унта чăваш чĕлхине ман шайра пĕлекенсем ĕçлемеççĕ-çке.

//«пĕлмесĕн» — кунта «Т» сиксе юлнă :)
Сувар С. // 3651.43.1273
2009.04.27 23:38
«Класри ĕç» тесе çырнă-çке!
Хам та çапла арпашса кайрăм.
Эп чăвашла малтан вуларăм.
Вырăсла калаçман çынна нимте ку анекдот кулăшламар.
Victor // 2204.15.1617
2009.04.30 02:09
Victor
:D Тен, вĕсен чăвашла куçаракан ропăт пур?

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj