Ну, мӗнле, Хветӗр Уярӑн «Танатине» малалла вулар-и? Эп пӗлмен сӑмахсем, сӑмахҫаврӑнӑшӗсем татах та тӗл пулаҫҫӗ. Хальхинче «Канӑҫсӑр чун» тата «Мултиер» пайсене вуларӑм.
ҫӑвӑр — ҫамрӑк. Вӗлле хурчӗсем пирки сӑмах пырать. «ҫӑвӑр хуртсем пайтах пулаҫҫӗ»
пӳлмисенче шӑши ӳксе пуҫне ҫурмалла — ку ӗнтӗ халь ҫамрӑксем калама хӑнӑхнӑ «в холодильнике мышка повесилась» евӗрлӗ каларӑш ӗнтӗ. :)
Пӑчӑрӑн пырши тухать тет, хӑй ҫаплах малалла ӗмӗтленет. — ку каларӑш пулас. Пӑчӑрне те кунтах кӗртес. Рябчик, куропатки пирӗн таврара ҫук та вӗсен чӑвашла ятне пӗлместӗп.
Тӑвӑр ҫанталӑк — пӑчӑ пирки сӑмах. Кӑна пӗлетӗп те мана хӑй самахҫаврӑнӑшӗ килӗшрӗ. Мӗншӗн тӑвӑр? Тӑвӑр кӗпепе хӑварт тарланинчен пулӗ? Сывлама та тӑвӑр ун чухне.
сӳтрел — син. сӳтӗл.
кантӑк куҫ — сӑмах стекло пирки пырать.
кункӑра — корыто. Валашка тепӗр майлӑ. Пирен енче апла пӗрре те темеҫҫӗ.
сырӑш — ясли.
хултӑрча — ӳкерчӗк кунта пур.
пышшӗ — пысӑкӑш.
Иртнӗ каҫ та чӑлӑм куҫ хупман — «пӗррте» сӑмахпа пӗр килет пулас. «ҫывӑрман» пӗлтерешпе ҫеҫ калаҫҫӗ.
янавар — чӗрчун. чӗлхесӗр янавар — бессловесное животное.
пулеппе ӗййе — мӗн ку — пӗлместӗп... Сӑмахсарсенче ҫук.
уйран хурси — «хурса» сӑмаха пӗлеймерӗм, тупаймарӑм.
чӗн татӑкӗ — кусок сыромятной кожи.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.