Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ЕркӗнПулас кинсемХура çăкăрÇут пайăркаТаркăнКулăшла калавсемКайăк тусĕ

Уй xуралçи


I

— Атте, йăлăхмарăн-и эс халăх сăмахне илтсе? Тытса хупнă выльăхсене халех кăларса яр. Эп кайиччен те çавахчĕ, халĕ те улшăнман иккен. Çитет. Картиш вăл ферма мар! Текех манăн «йытă Гени» ятне илтес килмест…

Ывăлĕ варт! çаврăнчĕ те, лаçран тухса, хапха патнелле утрĕ.

Ашшĕ пуç çĕклесе те пăхмарĕ, вĕрекен хурана çаплах какай вакла-вакла ячĕ.

— Шĕпĕн, вĕрентме пăхать тата, — тем самантран тин вăрçса илчĕ Элекçи, хурана кĕмен какай татăкĕсене çака чĕресе хурса. Вĕрекен шыв тумламĕсем, хурантан сирпĕнсе ӳксе, вучахри кăварпа вĕри кĕл çинче чашлатрĕç.

Элекçи алăк патĕнче выртакан купаран шĕшкĕ çаппи илчĕ те, чĕркуççи çинче çăмăллăн хуçса, хуран айне хучĕ. Вут татах та вăйланчĕ, тумламсем тапăртата-тапăртата пушшех вăйлăраххăн сикрĕç. Унтан вăл лаç çумĕнчи кивĕ валашкара аллине çурĕ, умне çакнă пир саппунĕпе шăлса типĕтрĕ. Лаç алăкне хупрĕ те каска çине пырса ларчĕ.

Кĕсйинчен портсигар кăларчĕ, нумайччен çавăркаласа ларчĕ вăл ăна аллинче. «Кĕмĕл пулас, мĕнле ялтăртатать. Ывăл парни, — шухăшларĕ вăл. — Чăвашсем, юратнă çынна тимĕр япала парнелеме хушмаççĕ, сивĕнет теççĕ. Пустуй мар-и?»

Малалла

Хĕвел, тух!


Хĕвел, тух! Хĕвел, тух!

Çумăртан ма пытанан?

Вăйлă çумăр çунă чух

Тӳперен ăçта анан?

Пит хавас-çке санпа чух,

Çутăрах та ăшăрах.

Хĕвел, тух! Хĕвел, тух!

Çумăр иртнĕ паçăрах.

Анне килчĕ кăнтăртан


Пирĕн анне кăнтăртан,

Каннă çĕртен, Кавказран,

Илсе килчĕ мандарин,

Иçĕм çырли, апельсин.

Тутлă шăршă халь кĕрет

Пирĕн çутă пӳлĕмре —

Ăшă кăнтăр пĕтĕмпе

Килнĕ тейĕн аннепе.

Параппан


Атте паян пасартан

Илсе килчĕ параппан.

Пат! Пат! Параппан

Пăнтăртатать пит аван.

Ан кĕттер эс мана


Ан кĕттер эс мана, ан кĕттер!

Чунăмри туйăма ан сӳнтер!

Эп сана кĕтнине ан мансам.

Аякри çĕрсенчен таврăнсам!

 

Аякри çĕрсенчен таврăнсам,

— Манаймарăм, — тесе каласам!

Иртнине манăçа хăварса

Пурăнасчĕ пĕрле юратса!

 

Пурăнасчĕ пĕрле юратса,

Куçа-куç ирĕн-каçăн пăхса!

Таврăнсамчĕ савни, таврăнсам!

Ман патах сукмакна хывайсам!

 

Ман патах сукмакна хывайсам,

Таврăнма вăхăтна тупайсам.

Ан кĕттер эс мана. Ан кĕттер!

Чунăмри туйăма ан сӳнтер!

Хавшак вырăн


Ветеринари участокĕнчи врач пӳлĕмĕнче иккĕн лараççĕ. Пĕри, участок заведующийĕ, утмăл çултан иртнĕ Ермолай Зиновьевич Печенкин, самăр та лӳпперскер, тарланă ĕнсине ал тутрипе шăла-шăла илет. Сăмси витĕр мăшлатса чирлĕ çын пек йывăррăн сывлать вăл. Кичем пит-куçĕ халь самаях çуталнă, симĕс куçĕсем шăши курнă кушакăнни пек ялкăшаççĕ.

— Эс, Унтри, участока çаратма çеç килетĕн. Колхозĕ чи пĕчĕкки, эмелсене эс вара пуринчен те ытларах пĕтеретĕн. Лайăх выльăх тухтăрĕ выльăха эмелпе мар, çĕçĕпе сыватать. Çавна ан ман эс. Сыватма май çук пулсан, ма ахалех тăккаланмалла? — вĕрентет вăл хăйне хирĕç пăхса лараканне.

Унтри текенни — пĕр çирĕмсенчен иртнĕ ветеринари фельдшерĕ. Сап-сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă. Куç тĕкĕсем хĕвелпе тĕссĕрленнĕ пек шап-шурах. Шăрăхне пăхмасăрах вăл сукна гимнастерка, йывăр сăран атă тăхăннă, хул пуççи урлă кирза сумка çакнă. Хăрах аллипе сĕтел çине тĕревленнĕ те врач çине куçĕсене илмесĕр тинкерет.

— Эх, Ермолай Зиновьевич, тĕрĕс мар калаçатăр эсир, тĕрĕс мар, — тавăрать вăл васкамасăр. — Чирлĕ выльăха сиплемесĕр епле чăтатăн? Колхозĕ те… Кайса вырнаçнă таçти çăва шăтăкне. Лечебницăран никам та пырса курмасть, эсир те, Ермолай Зиновьевич, иртнĕ çултанпа…

Малалла

Ракета


Ӳплештернĕ ик витре,

Айлăн-çийлĕн хунă.

Ку ракета. Пĕкĕрен

Унăн рульне тунă.

 

Чупкалаççĕ тавралла

Иккĕн-виççĕн харăс.

Кĕç ракета каймалла:

Пурте хăвăрт ларчĕç.

 

Çĕкленмешкĕн кăшкăрса

Коля ирĕк пачĕ.

Ачасем ав хăраса

Куçсене хупаççĕ.

 

Ӳсчĕр-ха айванскерсем,

Космоса çĕкленĕç.

Халĕ куç хупакансем

Ун чухне шикленмĕç.

Петюкпа мăлатук


Тук, тук, тук!

Тук, тук, тук!

Иртенпех шаккать Петюк.

Каскалать те çапкалать —

Çĕнĕ пӳрт ӳссе ларать.

 

Тук, тук, тук!

Тук, тук, тук! ,

Туклатать çеç мăлатук.

Ĕшенмесĕр ăсталать —

Çĕн гараж кирлĕ пулать.

 

Тук, тук, тук!

Тук, тук, тук!

Тăрмашать кăна Петюк.

Тук, тук, тук!

Пӳрнене

Çатлаттарчĕ мăлатук.

 

— У-у-у! — йĕрет Петюк,

— Ма усал эс, мăлатук,

Туклатмашкăн кăмăл çук.

Туклатмасть халь мăлатук,

Туклатмашкăн кăмăл çук.

— Эс мана тытма вĕрен —

Кун пек пулмĕ ӳлĕмрен!..

Тук, тук, тук!

Тук, тук, тук!

Ĕç пуçлать каллех Петюк.

Ан васка, савниçĕм!


Çурхи лăпкă каçĕ ытамне сарать.

Ытарми савнийĕ аллине парать.

Тӳпере пĕр уйăх. Кӳлĕре — тепри...

Сарăлать шыв çийĕн шурăмпуç тĕтри.

 

Ан васка, савниçĕм, эс килне кĕме.

Кӳл хĕрне тухар-и шурăмпуç кĕтме?

Çеçкере шур çĕмĕрт, çеçкере палан.

Эсĕ çеç, савниçĕм, чĕрере ялан!

 

Ытарми çанталăк, ытарми савни!

Паллашни — çулталăк... Астăватăн-и?

Çитес çук сăмахăм калама сана,

Еплерех саватăп пĕр сана кăна!

 

Тӳпере пĕр уйăх, кӳлĕре — тепри.

Сарăлать шыв çийĕн шурăмпуç тĕтри.

Ан васка, савниçĕм, эс килне кĕме!

Кӳл хĕрне тухар-и çĕнĕ кун кĕтме!

Ан вăтан


Чĕтрекен аллăмпа аллунтан тытнăран,

Чĕререн юратса куçунтан пăхнăран,

Сан чĕрӳйĕ çумне пуçăма тайнăран —

Ан вăтан эс, савни, ан вăтан!

 

Шурăмпуç киличчен юнашар пулнăран,

Çăлтăрсем айĕнче киленсе ларнăран,

Юрататăп тесе эп тупа тунăран —

Ан вăтан эс, савни, ан вăтан!

 

Юрату вут-хĕмне чĕрере вăратсан,

Ун хăвачĕ паян пуçсене çавăрсан,

Сар хĕвел тухнă чух юнашар вăрансан —

Ан вăтан эс, савни, ан вăтан!

 

Чи таса туйăмран вăтанма кирлĕ мар.

Чун-чĕре ăшшине сивĕнме парар мар!

Яланах чунсенче çунтăрах вут-кăвар.

Чăннипех юратсан — вăтанма кирлĕ мар!

■ Страницăсем: 1... 44 45 46 47 48 49 50 51 52 ... 796