Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТаркăнЫлханлă хура çĕмĕртХĕçпе çурлаĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томСуя телейМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Хĕрлĕ тюльпан

Тӳме


Пĕр эрне ĕнтĕ эпĕ пальтон çӳлти пĕр тӳми пушанса кайнине куратăп. Манас марччĕ-ха, паян хытарасчĕ. Паяна ыран пусать, ырана — виçмине.

Киленсе лараттăм паян хĕвеллĕ паркра, савăнаттăм çывхарса килекен çур тивлечĕпе. Кăптăрт! çеç татăлса кайрĕ тӳме, ура çумнех кусса анчĕ. Çĕклерĕм. Çухалнă пулсан савăнаттăм: çав кирлĕ-ха сана, тирпейсĕре! Малашне кашни кăлтăках асăрха. Пĕчĕк çитменлĕхрен пысăкки çуралать. Ан манса кай.

Çĕклерĕм те тӳмене, пуçа шухăшсем капланчĕç. Этем те тӳме пек туйăнчĕ мана. Куншăн ăшра хама хам вăрçатăп-ха: ытлă та килĕшӳсĕр ку танлаштару. Кам ĕнтĕ чĕрĕ япалана чунсăр япалапа танлаштартăр?

— Тăхта, тăхта, — хирĕçлет шухăш. — Этем те çутçанталăк çĕлесе панă тӳмех. Кашниннех хăйĕн вырăнĕ пур, кашниех мĕнле те пулин ĕç тăвать.

— Тупрăн тупăшмалли, — иккĕленет шухăш.

— Тăхта, — хистет тепĕр шухăшĕ, çиеле тухса. — Этем те тепĕр чух тӳме пек пушанать, ăна пĕр-пĕр усал йăла чирĕ ерет. Пушанать, тухать хăй виçинчен. Пĕри, ав, çемйине пăрахать, тепри ĕçкĕпе çапкаланса çӳресе вăхăтне сая ярать, виççĕмĕшĕ чире персе наянланса пурăнать тата ытти те, тата ытти те… Ун пек хăтланма ăçта вĕсен сăлтавĕ? Паллах, ăс тӳми пушаннинче! Ăна вăхăтра хытарманнинче!

Малалла

Аса ил эс мана


Каçсерен тӳпене çутă уйăх тухсан,

Шăпчăксем ăмăртса юрăсем пуçласан,

Улăхри чечексем сывлăмпа тăрансан —

Аса ил эс мана, аса ил!

 

Шăпчăксен юррипе ыйхуна çухатсан,

Иртейми тунсăхпа чун-чĕрӳ тулайсан,

Аякри савнине манаймарăн пулсан —

Аса ил эс мана, аса ил!

 

Иккĕн ларнă çĕрте пĕр-пĕччен ларнă чух,

Çăлтăр пек куçусем куççульпе тулнă чух,

Укăлча еннелле тинкерсе пăхнă чух —

Аса ил эс мана, аса ил!

 

Вĕрене çулçипе пирĕн сак витĕнсен,

Укăлча умĕнчи пилеше вут тивсен,

Кайăк-хур сассисем тӳперен илтĕнсен —

Кĕтсе ил эс мана! Кĕтсе ил!

Верук-чиперук


Ир тăрать те çăвăнать,

Типтерлет çӳçне Верук,

Садике пуçтарăнать

Пирĕн Верук-чиперук.

 

Пичĕ-куçĕ тап-таса,

Хăй ялан çӳрет кулса,

Ун юратнă япали:

Супăнь, щетка, ал шăлли.

Эс пытан, эп пытанатăп


Эс пытан,

Эп пытанатăп.

Эс каятăн,

Эп каятăп.

Эс чупатăн,

Эп чупатăп.

Эс шыраканни пулатăн.

Сан куçна халь хупмалла,

Халь эс ан пăх кунталла.

Эп тарса халь пытанатăп,

Пытансан çеç сас паратăп.

Вăйă


Ку — каять,

Ку — чупать,

Ку тарать те, ку юлать.

Эп таратăп,

Эс те тар,

Ку тытаканни пулать.

Стариксем


I

Эсĕ, Филипп Петрович, тем каласан та мана пур пĕрех турра ĕнентерейместĕн. Çĕр çине çăлтăр катăкĕ ӳкнĕ теччĕр — ĕненетĕп, Марс çинчен мăйракаллă этем аннă теччĕр — пулма пултарĕ тетĕп. Эс пурнăçран юлса пынин сăлтавĕ вăл хаçат вуламаннинче, — хирĕçлет хĕрлĕ çӳçлĕ Иван мучи. Хăй хĕвел çутинчен хупланас тесе, куçĕ тĕлне ал тупанĕпе картлать. Йĕрсемпе касăлса пĕтнĕ пысăк пӳрнисем сисĕнмеллех чĕтренеççĕ. Мĕн тăвăн, çап-ха вут тукмаккине хĕрĕх çул хушши! Теприн пулсан, пӳрнисем чĕтреме мар, пĕверĕ те татăлса анмалла. Вăрман ĕçĕ çăмăл мар. Эй, ăçтан ĕнтĕ çирĕм-вăтăр çул каяллине паянхипе танлаштаратăн! Халь электропăчки те, тракторĕ те, лебедки те пур. Ĕлĕк вăл пĕтĕмпех ал вăйĕпе ĕçленĕ. Çавна пулах ĕнтĕ Иван Сергеевичăн аллисем халĕ те кĕпе çумалли тукмак пекех, хул мускулĕсем те тумтир витĕрех палăраççĕ. Пĕвĕ çӳллĕ, хул пуççийĕсем сарлака — пĕр аршăн та пулать пуль. Хура куç шăрçине хăмăр ункă кăшăлланă. Сайра сухалне яка хырнă. Шурă кĕпи те, тикĕтленĕ сăран атти те Иван Сергеевич тирпейлĕхе пăрахманни çинчен калаççĕ.

— Тăхта, тăхта… Вăй чактăр ак, эсĕ те ĕненме пуçлатăн. Камăн çĕр çинче пурăнас килмест? Этемĕн кăна мар, хурт-кăпшанкăн та. Библире мĕн каланă? — чăркăшма пуçлать Филипп Петрович. Анчах каласа пĕтĕреймест. Иван Сергеевич хирĕçлесе те хурать:

Малалла

Ан шыра тĕлпулу


Тĕлпулу манпа ан шыра ыран.

Чунăмпа туяп, эс мана суян.

Салтăнса кайсан ĕненӳ тĕвви

Чĕрере сӳнет юрату кĕвви!

 

Ахаль мар паян сан сассу чĕтрет,

«Сывă юл!» теме сăмаху çитмест.

Кирлĕ мар, савни, шырама сăмах.

Ан пытар куçна. Ăнланап хамах!

 

Куçăма тулать кĕмĕл пек куççуль!

Сан чĕрӳ ăшне кĕреймерĕм пуль...

Пур-пĕрех сана тавтапуç савни!

Асăмрах юлать эс манпа пулни.

 

Кирлĕ мар, савни, каçару ыйтма.

Тупайсам вăйна çаврăнса утма!

Ыратать, паллах, чĕремри суран.

Маншăн та хĕвел тухĕ-çке ыран!

 

Тен, тепри, сана юратсах кĕтет,

Телейӳ-шăпу, тен, унпах килет?

Тĕлпулу манпа ан шыра текех,

Асăмра юлсам тĕлĕкри пекех!

Ан чар мана


Хĕлхемренех тивет-çке çулăм

Пĕлсессĕн кăвайтне хума.

Ан чар мана, юратнă тусăм!

Ан чар мана хăвна савма!

 

Сив чул çинчех, тымар ярсассăн

Мăн йывăç пултарать ӳсме.

Хăвна савма ирĕк парсассăн

Май тупăп чĕрӳне кĕме!

 

Каçхи тӳпе чаршав уçсассăн

Кам чарĕ çăлтăра çунма?

Ан чар мана, ыйха путсассăн

Сана çеç тĕлĕкре курма!

 

Ан чар мана, ан чар, савниçĕм

Асамлă çулăмра çунма!

Чĕтрентĕр çĕр, çиçейтĕр çиçĕм —

Ан чар мана сана савма!

Упа


Упа, упа, утаман,

Ăна туна шур юртан.

Ăна туна пит аван

Пĕчĕк ача, сар Иван.

Нарт-нарт кăвакал


Нарт-нарт кăвакал

Кӳлĕ тавра çаврăнать,

Ик çунатне шарт çапать.

 

Нарт-нарт кăвакал

Шыва чăмать, çухалать,

Лăпкă шыва хумхатать.

 

Нарт-нарт кăвакал

Шывран тухать, савăнать,

Сар сăмсине вылятать.

 

Нарт-нарт кăвакал

Чĕпписене йыхăрать,

Киле ертсе таврăнать.

■ Страницăсем: 1... 42 43 44 45 46 47 48 49 50 ... 796