Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Çапла, эп хама евĕрлĕ шофер. Ман пекки, каçарăр, районта мар, республикăра та пулман. Мĕн вăл клас? Ун пирки чĕлхене те якатас килмест. Эп пĕрремĕш класлă шофер. Эп хам ăсталăха унашкал ăслă виçесемпе танлаштармастăп. Манăн хамăн йĕр е, çыру ăстисем пек каласан, хамăн сас, хамăн почерк. Яр ман хыçран спорт маçтăрне — кĕрсе ларать, тупата. Кĕрсе ларать те унтах çĕр каçать…
Кайăк теççĕ мана. Халь апла калани тĕрĕсех мар. Тупата та, тĕрĕс мар. Иртнĕ вăхăт хальхипе пĕр-им? Çук. Çапла, эп кăйăк пекчĕ. Районта пĕлмен çул мар, сукмак та пулман. Ăçтан трактор иртнĕ — унтан ман машина иртет, ăçта урапа çулĕ пур — унта каллех хамăр хуçа. Ăмсанакансем вара… Шоферсем çеç-и? Пуçлăхсем ытларах. Пĕри илĕртет, тепри паянах ĕçлеме пыр, тет. Хваттер те параççĕ. Тата… Тата яланах хĕрсем тупса пама пулаççĕ.
Тӳрех калар, кăткăс этем эп. Манăн пысăк çитменлĕх пур: машинăна юрататăп. Çапла, урăх никама та. Уншăн пĕтĕм вăхăтăм каять. Пĕтĕм вăхăт, ачасемĕр. Çитрĕм-тĕк рейсран — çумалла. Пирĕн поселокра водопровод çук. Малтан çăлран йăтса каткана шыв тултаратăп. Ятарласа курăсран çыхса тунă мелке пур. Илетĕп те витре — тытăнатăп çума. Çавăнпа машина манăн яланах вĕр-çĕнĕ пек. Унтан пĕтĕм пайĕсене тĕрĕслесе тухатăп, пушаннисене хытаратăп. Васка ан васка — икĕ сехет пур пĕрех каять. Анчах ыран валли машина хатĕр. «Волгăпа» ĕçленĕ чухне сехетре çĕр çухрăм каясси темех мар. Çитсе кĕретĕп те Шупашкара Хĕрлĕ площадьре куç хĕсекен светафора йăл кулса çеç саламлатăп. Йышăнăр: чăвашсен пуç хулине пĕрремĕш класлă шофер Илья Летунов çитсе кĕчĕ!
Малалла
 Ан хăра, чун савни, ан хăра.
Ан хăра чĕрӳне вăратма!
Туйăмсем çуралас вăхăтра
Ан хăра эс мана юратма!
Ан вăтан, савнă тус, ан вăтан
Юрататăп тесе калама!
Çак сăмах тухайсан кăмăлтан —
Кирлĕ мар пуль унран вăтанма!
Ан кулян! Ан хумхан нихăçан...
Ман пирки кулянма кирлĕ мар!
Санăн çеç эпĕ пулăп ялан,
Сӳнес çук чунăмри шĕл-кăвар!
Ан хăра, чун савни, ан хăра!
Ан вăтан эс мана юратма.
Çунайсан ик чĕре пĕр вутра —
Вăтанма-хăрама кирлĕ мар!
 Телей те, юрату та, ăнăçу
Мĕн авалтан саваççĕ шăплăха.
Ун чух анчах вăл пурнăç пыл та çу:
Ют курмасан, илтмест-тĕк ют хăлха.
Туятăп, кĕвĕçӳ те ăмсану
Этемпелех çуралнă çĕр çине...
Канăç памасть пĕрне — сан ылттăну.
Килӳ-çурту — тĕкет пуль теприне.
Хăшне, тен, эс юраймăн тăнупа...
Хăйне айван туять вăл сан çумра.
Тепри, тен, тарăхать сан сăнупа:
Вăл — шакла пуç... эсĕ вара — кăтра!
Пурне те юрамашкăн майĕ çук.
Çапла пуль тунă этеме Турри...
Çиен кулач — тепришĕн канăç çук.
Мĕншĕн тесен, ун çăкăрĕ — хури.
Телей те, юрату та, ăнăçу
Мĕн авалтан саваççĕ шăплăха.
Аван пулсассăн санăн пурнăçу —
Ан куртăр ют, ан илттĕр ют хăлха!
Çĕр мулкачĕ пĕчĕкскер
Чупаймасть анаталла.
Тăвалла кайсан чипер...
Тытас çук — ан хăвала.
Ма тесен ун урисем
Питĕ вăрăм — кайрисем.
Малтисем ун кĕскерех,
Хăй мулкач евĕрлĕрех.
Пирĕн пур хура кушак,
Питĕ юратать ăшша.
Çак муркка ялан вара
Кăмака çинче ларать.
Хӳрине çумне хурать,
Йĕкĕлтет унпа пире.
Те вылять, те çывăрать —
Вылянать ялан хӳре.
Эпир выртнă чух вара
Чăрмалать вăл ураран.
Эпĕ тытрăм хӳререн —
Ячĕ илчĕ пӳрнерен!
 Пĕр пĕлĕтсĕр таса тӳпе. Хăтана каякан каччă пек савăннă хĕвел ял йăмрисем хыçĕпе хĕм сапса тухрĕ. Хĕрлĕ пилоткăллă автан, ял тахçанах вăраннă пулин те, чăтаймасăр тепĕр хут авăтса ячĕ. Сарайсем хыçĕнчи хурăнсем çине çерçисем кĕрекене ларнă: «Чĕвĕл-чĕвĕл, çутçанталăк чĕрĕл-чĕрĕл», — тенĕ пек чĕвĕлтетеççĕ вĕсем. Çерçисен юррине итлесе йăлăхнă шăнкăрч чăтаймарĕ, йăвинчен сиксе тухса, темĕн тĕрлĕ шăхăра-шăхăра юрлама пуçларĕ.
Çурхи кун пуçламăшĕ. Çулла пекех паян. Çил те çук, çанталăк ăшă, лăпкă.
Тукас урамĕн укăлчи хĕррине иккĕн пырса çитрĕç. Иккĕш те кирза сумка çакнă, аллисенче — шакалкă. Иккĕшĕ те, катаран пăхсан, пĕр пек: вăтам пӳллĕ, фуфайкăпа, кирза атăсемпе. Пĕри хура така тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕк, тепри хĕвелпе тĕссĕрлене пуçланă кăвак карттус тăхăннă.
Çĕлĕкли — Митри Ваçлейĕ, карттусли — Мĕкĕте йăванĕ. Ваçлейĕ — сарă, мăйăхĕ те сап-сарах. Кукшалана пуçланă. Куçĕсем кăвак, пĕчĕкрех, кӳпшеке питлĕскерне вĕсем килĕшсех те каймаççĕ. Çулĕ аллăсене çывхарать. Питĕнчи эрешмен карти евĕр йĕрсем кулнă чух татах та ытларах палăраççĕ. Пĕр-пĕр ăста врач ăна пĕр шухăшласа тăмасăр: «Ку çын хăй ĕмĕрĕнче эрехпе сăрана шывран та нумайрах ĕçнĕ», — теме пултарать.
Малалла
Йăва тунă путене
Сарă тулă пуссине.
Сарă тулă хумханать,
Путенийĕ авăтать:
Пĕт-пĕлтĕк,
Пĕт-пĕлтĕк,
Эп — путене,
Пĕлен тĕк.
 Тулли уйăх тухсан тӳпене,
Çутă кĕмĕл сапсан çĕр çине,
Чун туртать кӳршĕ ял еннелле:
Савнă тусăм патне çитмелле!
Çăлтăрсен вăййине сăнаса,
Шăпчăксен юррине тăнласа
Çул хывап кӳршĕ ял хĕррине —
Чун туять эс мана кĕтнине!
Хĕрсемпе каччăсем вăйăра
Шăратаç юрăсем паçăрах!
Савнă тус çул çине тинкерсе
Тунсăхлать пуль мана çеç кĕтсе!
Ан кулян, чун савни, ан кулян
Вăхăтра çитейменшĕн паян!
Васкасах çулăма кĕскетеп,
Сан хĕрӳ ытамна кĕç çитеп!
Ирхи сывлăм витсен çереме
Куллупа йăпатсан чĕреме,
Эпĕ калăп сана чăннине
Пĕр санах, пĕр санах, савнине!
 Пайăркан-пайăркан тăкăнать
Шур çеçке хĕр чĕрçийĕ çине.
«Юратать, юратмасть, пăрахать,
Çупăрлать хăй чĕрийĕ çумне».
Куçĕсем сар пикен шывланаç
Шур çеçке «юратмасть» кăтартсан.
Иксĕлми телейпе-çке тулаç
«Юратать» пайăркийĕ юлсан.
Ан кулян, сар пике! Ан хурлан!
Юратать вăл сана кăмăлтан.
Халлĕхе пытарать туйăмне,
Вăтанать калама сăмахне.
Юратать... Юратмасть... Пăрахать...
Çупăрлать хăй чĕрийĕ çумне.
Юрату хистесе тăкăнать
Шур çеçке хĕр чĕрçийĕ çине.
 Вăркăш çилĕ мана ачашларĕ
Мамăк пек сĕртĕнсе питĕмрен.
Вăрттăн çеç сан ятна пăшăлтатрĕ...
— Савнă тус! Ăçтарах-ши çӳрен!?
Тӳперен çăлтăрсем куç хĕсеççĕ,
Сывлăмпа кĕмĕлленчĕ çаран.
Яш-хĕрсем вăйăра кĕр-кĕрлеççĕ...
— Хаклă çыннăм, хăçан таврăнан?
Эп пĕччен ларнине уйăх курчĕ,
Çутатасшăн пулас сан çулна.
— Эс ăçта-ши, савни, ах, мĕн пулчĕ?
Ма хăвартăн пĕччен хăв тусна?
Çитейсем ман пата, савнă тусăм,
Тӳпери çăлтăрсем сӳниччен.
Юрататăп сана, хура куçăм!
Пит кичем-çке мана пĕр-пĕччен!
■ Страницăсем: 1... 43 44 45 46 47 48 49 50 51 ... 796
|
Шухăшсем
Explore Parimatch Canada in one place wi...
Looking for Parimatch Canada information...
Explore Parimatch Canada in one place wi...
Looking for Parimatch Canada information...
Stop paying for broad, unfocused visitor...
Explore Olympcasino login information al...
Find detailed information about Olymp Ca...
Explore Olympcasino login information al...
Find detailed information about Olymp Ca...
Looking for traffic that actually fits y...