Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеТанатаКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Хĕн-хур айĕнчеСулпикепе Валĕм хунЙĕрсемХĕллехи каçсенче

Иртнĕ кун çути


Ку чухнехи вулакан истори темипе çырнă кĕнеке еннелле ытларах туртăнать. Ахальтен мар пулĕ. Самани çавнашкал килсе тухрĕ паян: кашни халăх хăй халиччен утса тухнă çула çĕнĕрен аса илсе тĕпчесшĕн, сиенлинчен сивĕнсе, йăнăшшинчен хăтăлса, ыррипе пуянланса малалла талпăнасшăн.

Чăн та, кам эпир? Хăш тымартан вăй пухса çĕкленнĕ? Мĕнле майпа пĕр йыша чăмăртанса чăваш халăхĕ пулса тăнă? Мĕнле йĕр хăварма пултарнă шавласа иртнĕ ĕмĕрсенче? Мĕн кĕтет пире малашне?

Канăç паман çакнашкал ыйтусем пурнăç тăршшĕнче хăçан та пулин пырса тăрăнаççех кашнин чĕрине. Шухăша яраççĕ вĕсем, тупсăмне шырама хистеççĕ. Ирĕксĕрех вара пĕр-пĕр шанчăклă тĕрек шыратăн — халапсенче-и, авалхи документсенче-и е чунпа та ăспа çырнă кĕнекесенче.

Чăваш литературине илес пулсан çакăн пек шанчăклă тĕрексенчен пĕри — Кузьма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕ. Унта çырса кăтартнă ĕçсем XVI ĕмĕрте пулса иртеççĕ. Шăпах ĕнтĕ çав тапхăрта чăвашсем хăйсен паянхи ячĕпе вырăс летопиçĕсене кĕрсе юлнă. Апла пулсан ку ятпа пирĕн мăн асаттесемех çӳреме пултарнă. Тен, ячĕ кăшт урăхларах илтĕннĕ. Сăмах май каласан, чăваш историне пур енчен те тĕплĕн тишкерсе çырман-ха халиччен. Мĕн çырни-пичетленнинче ытларах уйрăм тапхăрсем çинчен сăмах пырать, унта та пулин фактсене пуç пулса тăнă коммунизмла идеологи картне вăйпа кĕртсе лартас туртăм хуçаланни палăрать. Çав карта шăнăçманнине вара е сирсе хăварнă, е тĕрĕслĕхе шута илмесĕр юри курмăш пулнă.

Малалла

Уйăх


Тĕлĕрет йăмраллă ял,

Тутлăн, канлĕн çывăрать.

Уйăх тӳпере шăвать.

Вăл хăçан, хăçан канать?

Асаннен пек, ыйхи çук,

Çĕрĕпех-çке куç хупмасть.

Эп ăна сунап ыр çул,

Эп сунап ăна ыр каç.

Ирхи сывлăм пулаясчĕ


Ирхи сывлăм манăн пулаясчĕ —

Кĕмĕлпе витесчĕ çарана!

Сар чечек пулса шăтса тухасчĕ

Санпала çӳренĕ вырăна!

 

Шăпчăк кайăк манăн пулаясчĕ —

Вĕçейсе пырасчĕ пахчуна!

Чӳречу умне ларса юрласчĕ

Чĕререн савни çинчен сана!

 

Сар хĕвел шевлийĕ пулаясчĕ —

Кантăкран пăхасчĕ сан çине!

Ирсерен сана ман вăратасчĕ

Чуптуса кăвак куçусене!

 

Тепĕр хут анчах ман кураясчĕ

Çутă уйăх евĕр сан сăнна!

Куçунтан пăхса тепре каласчĕ

Еплерех савни çинчен сана!

Сивĕ, эсĕ ăçтан?


— Сивĕ, эсĕ ăçтан?

— Çурçĕртен.

— Ăшă, эсĕ ăçтан?

— Кăнтăртан.

— Çутă, эсĕ ăçтан?

— Тухăçран.

— Тĕттĕм, эсĕ ăçтан?

— Анăçран.

Эс мĕн ятлă?


Эс мĕн ятлă? Ка-ка-ка!

Эс мĕн ятлă? Нарт-нарт-нарт!

Эс мĕн ятлă? Чим-чим-чим!

Эс мĕн ятлă? Хам-хам-хам!

Эс мĕн ятлă? Мăр-мăр-мăр!

Эс тата? Нăрик-нăрик.

 

Тĕлĕнсе тăрать Прахур:

Кур-ха, темле ят та пур.

— Халь пĕрле выляр-и? — тет.

Шавлă ушкăн килĕшет.

Вăйă картине тăраççĕ,

Выляма часах пуçлаççĕ.

Çултан пăрăнсан


I

Кĕрхи каç шăпах. Тăхлан пĕлĕтсене хуса килнĕ çил те таçта вăрмана кайса тĕршĕннĕ, йывăç çулçисем çинчи çумăр пĕрчисем те çĕре тăкăнса пĕтнĕ.

Пӳрт чӳречисенчен урама ӳкекен электричество çутисем, çывăрма кайнă пек, пĕрин хыççăн тепри çухалаççĕ. Çур çĕр çитнĕ тĕле пĕр уй хĕрринчи çуртра çеç вĕсем сӳнмерĕç. Урамалла тухакан тăватă чӳречери çӳхе катан пир каркăç витĕр çаплипех шевлесем тăкăнчĕç, пахчара ларакан чие йывăççисене ӳкерчĕк çинчи пек кăларса тăратрĕç.

Çав териех ал ĕçĕпе ларакансем пурăнаççĕ-ши ку килте? Тен, ачи-пăчи чирленĕ пуль? Пĕр-пĕр пепке вĕриленсе выртать-тĕр. Тутисем çунса кайса кушăрканă пуль. Тен, кил хуçи, тен, кил хуçи арăмĕ чирлĕ?

Таçта ял варринче автан авăтса ячĕ. Ăна ыттисем те ярса илчĕç, юлашкинчен уй хĕрринчи çуртăн ăшă витинчи хĕрлĕ çĕлĕклĕ кайăк та, çуначĕсене сехет чанне çапнă пек шартлаттарса, вăхăт çинчен пĕлтерчĕ: «Ç-у-рр-çĕррр çи-трр-е-ĕ».

Кĕрхи каç каллех шап пулса тăчĕ. Ăнсăртран вăраннă пĕр авăк çилпе çулçăсем пăшăлтатса илчĕç те шăпланчĕç.

Çак вăхăтра урамра çын утни илтĕнчĕ. Ури айĕнче пылчăк лăчăртатать. Хăй вăл сăмса витĕр темĕн мăкăртатать. Пахчасем умне чавнă канав хĕррипе утнă чух шуса ӳкрĕ, усал сăмахпа вăрçса илчĕ, унтан, лапрапа вараланнă аллисене карта çумне шăлса тасатсан, халь те çутă сӳнмен килĕн картишне кĕрсе çухалчĕ. Кĕçех вăл алăка шаккарĕ:

Малалла

Ĕне муклатать


Урамра ĕне тăрать,

Чарăнмасăр муклатать:

— Мук! Мук! Му-ук!

Алăк уç, Куçук!

Илсе килтĕм сан валли

Ăшă сĕт витре тулли.

Йĕппипе çиппи


Тутăхман йĕппи пулсассăн

Тупăнать çиппи.

Çӳпçине туса хурсассăн —

Пулатех хуппи!

 

Сар пики чунтан савсассăн

Саватех каччи.

Юрату турри парсассăн —

Пулатех ачи!

 

Ывăлсем-хĕрсем чупсассăн

Пӳрт тулли ялан,

Пĕр-пĕрне чунтан савсассăн —

Пурăнма аван!

 

Татăлман çиппи пулсассăн

Çухалмасть йĕппи.

Çӳпçине чипер хупсассăн

Пăсăлмасть хуппи!

 

Уйрăлми, пĕрле упранччĕр

Çиппипе йĕппи.

Яланах çынсем калаччĕр —

«Çӳпçипе хуппи!»

Еплерех-ши манас?


Çурхи каç тӳпене тулли уйăх тухсан,

Ытарми шăпчăксем юррине пуçласан,

Укăлча еннелле çул тытатăп пĕччен.

Яланхи вырăнта, тен, мана эс кĕтен?

 

Яштака хурăнсем пуç таяççĕ мана,

Çеçкери çĕмĕртсем хумхатаççĕ чуна.

Шур пĕркенчĕк пекех çĕмĕртсен çеçкисем:

Сăнарна санăнне ас илтерчĕç вĕсем!

 

Юлашки хут санпа юнашар пулнине,

Чĕрене çунтарса çут куççуль юхнине

Манаймастăп, савни, асăмрах уйрăлу...

Кӳреймерĕ телей санпа ман тĕлпулу!

 

Сан хĕрӳ кăмăлна юраймарăм пулас,

Чун-чĕрӳн уççине тупаймарăм пулас.

Яланхи вырăна миçе хут çул хывас?

Сан таса сăнарна еплерех-ши манас?

 

Çурхи каç тӳпене тулли уйăх тухсан,

Ытарми шăпчăксем юррине пуçласан

Укăлча еннелле çул тытатăп куллен

Тен, унта эс мана тахçанах пуль кĕтен?

Епле манайăн


Сип-симĕс тутăрне çыхатчĕ шурă хурăн,

Çуратчĕ çĕмĕрт шап-шурă çеçкине.

Хĕрӳллĕ чунсене чĕнетчĕ савнă вырăн

Пĕрле кĕтмешкĕн шуçăм килнине.

 

Асамлă тӳпене тухатчĕ çутă уйăх,

Сапатчĕ кĕмĕл ĕшеннĕ çĕр çине.

Утаттăмăр пĕрле мерчен пек сывлăм тăрăх

Çулне туймасăр çутă кӳл хĕрне.

 

Шап-шурă çеçкине шыва тăкатчĕ çĕмĕрт,

Пуçлатчĕ шăпчăк илемлĕ юррине.

Савнийĕм çумĕнче çунат саратчĕ ĕмĕт,

Чĕрем шанатчĕ туслăх пуррине...

 

Сип-симĕс тутăрне çыхать пуль шура хурăн,

Çурать пуль çĕмĕрт шап-шурă çеçкине.

Паян та чунăма чĕнет-çке савнă вырăн...

Епле манайăн иртнĕ кунсене!?

■ Страницăсем: 1... 38 39 40 41 42 43 44 45 46 ... 796