Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ПограничниксемПахчапа мунча хуҫиĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Чипер АннаМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Куçа-куçăнÇил-тăвăл

Сассăр шăнкăрав


— Шăнкăрав манерлĕ лантăш

Татрăм, — терĕ манăн тантăш.

Сулкаларĕ вăл ăна. —

Янăраттăр вăрмана!

 

Эп те лантăша тăнларăм:

Шăнкăравĕ шарламарĕ.

Ӳкрĕ кĕмĕл пек тумла —

Сассăр йĕчĕ пулмалла.

Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке


Хусана илни Хаяр Иван правительстви тытса пынă тулашри политикăн пысăк ăнăçăвĕ пулнă. Çакă Атăлпа Урал тăрăхĕсене Раççейпе пĕрлештерме май панă, ку вара халăх массисене Раççейрисене те, Хусан ханлăхĕнчисене те тивĕçтернĕ.

«Хусан историйĕ» кĕнекерен

Хăйсен çĕрĕ çинчи хула православи патши аллине куçнине курса ту енчи çынсем пĕрин хыççăн тепри патшапа çар пуçĕсем патне пыраççĕ, тархасласа пуç çапаççĕ: патша вĕсене хĕрхентĕр, çилленме пăрахтăр, Сĕве хули патне пуçтарăнма хуштăр, хирĕç тухса çапăçма чартăр.

Патша вара вĕсене хĕрхеннĕ, çиллине пусарнă, хирĕç тухса çапăçма чарнă, Сĕве хули патне пыртарнă, ылтăн пичет пусса грамота пама кăмăл тунă, виçĕ çуллăха ясакран хăтарнă.

Львов летопиçĕнчен

Раççей тата вырăс халăхĕ — тĕнчери калама çук пысăк кӳлепе, ĕлĕкрен пĕр тĕвĕпе çыхăннă вакрах халăхсен ушкăнĕсене хăй хыççăн ертсе вăл истори çулĕпе пырать. Вырăс халăхĕ умне тухса тăракан историлле заданисене татса пама чăвашсен ăна чĕререн парăнса пулăшмалла, нумай асап курнă питĕ ăслă вырăс халăхĕ вĕсен паттăрла ĕçĕсене, мĕн тери вăй-хал хунине ăнланĕ тата тивĕçлипе хаклĕ.

Малалла

Ирхи тĕлĕк тĕтринче


Çĕрпе пĕлĕт хушшинче ман çулăм.

Утса тухма — миçе пин çухрăм!

Вăл тăвалла, анаталла...

— Епле пулсан та утмалла!

 

Шывпа çулăм хушшинче ман чунăм.

Çавна пулах вĕри пуль юнăм!

Лăпланаять пăрлă шывпа

Чĕрем, çунсассăн çулăмпа.

 

Ирхи тĕлĕк тĕтринче ман тусăм.

Вăл çухалать килсессĕн шуçăм.

Тĕтре пекех-çке ирĕлет,

Тĕлĕкĕмре каллех килет!

 

Çĕр пин юрă хушшинче ман юррăм,

Çав юрăра — пăлхавлă чунăм!

Хăш чух салхуллă янăрать,

Хăш чух чуна уçса ярать.

 

Çĕрпе пĕлĕт хушшинче ман çулăм...

Шывпа çулăм хушшинче ман чунăм...

Ирхи тĕлĕк тĕтринче ман тусам...

Çĕр пин юрă хушшинче ман юррăм!

Уйăп


Тусăмсемĕр, уйăпа паллатăр-и?

Ав палан çинче ларать. Куратăр-и?

Тăккаланă сине чух çырлисене —

Хĕп-хĕрлех хĕретнĕ хăй пĕсехине.

Чуччу кашти хурама


— Чу-чу!

— Чу-чу!

Чуччу кашти хурама,

Пурте тухăр урама.

Чуччу кашти авăнсан

Ярăнма тата аван.

 

— Чу-чу!

— Чу-чу!

Анне — ачаш тăвакан,

Атте — чуччу тăвакан.

АН шикленĕр ярăнма —

Хуçăлас çук хурама.

Хĕрлĕ астра


Тăм ӳкрĕ, çумăр асрĕ,

Лӳшкерĕ пĕр кана.

Ан парăн, хĕрлĕ астра,

Йĕпе-сапа куна.

Эс çуллахи хĕвелĕн

Пĕр ванчăкĕ пулса

Ыр туйăмсем парнелĕн

Анне пек йăл кулса.

Иртнĕ кун çути


Ку чухнехи вулакан истори темипе çырнă кĕнеке еннелле ытларах туртăнать. Ахальтен мар пулĕ. Самани çавнашкал килсе тухрĕ паян: кашни халăх хăй халиччен утса тухнă çула çĕнĕрен аса илсе тĕпчесшĕн, сиенлинчен сивĕнсе, йăнăшшинчен хăтăлса, ыррипе пуянланса малалла талпăнасшăн.

Чăн та, кам эпир? Хăш тымартан вăй пухса çĕкленнĕ? Мĕнле майпа пĕр йыша чăмăртанса чăваш халăхĕ пулса тăнă? Мĕнле йĕр хăварма пултарнă шавласа иртнĕ ĕмĕрсенче? Мĕн кĕтет пире малашне?

Канăç паман çакнашкал ыйтусем пурнăç тăршшĕнче хăçан та пулин пырса тăрăнаççех кашнин чĕрине. Шухăша яраççĕ вĕсем, тупсăмне шырама хистеççĕ. Ирĕксĕрех вара пĕр-пĕр шанчăклă тĕрек шыратăн — халапсенче-и, авалхи документсенче-и е чунпа та ăспа çырнă кĕнекесенче.

Чăваш литературине илес пулсан çакăн пек шанчăклă тĕрексенчен пĕри — Кузьма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕ. Унта çырса кăтартнă ĕçсем XVI ĕмĕрте пулса иртеççĕ. Шăпах ĕнтĕ çав тапхăрта чăвашсем хăйсен паянхи ячĕпе вырăс летопиçĕсене кĕрсе юлнă. Апла пулсан ку ятпа пирĕн мăн асаттесемех çӳреме пултарнă. Тен, ячĕ кăшт урăхларах илтĕннĕ. Сăмах май каласан, чăваш историне пур енчен те тĕплĕн тишкерсе çырман-ха халиччен. Мĕн çырни-пичетленнинче ытларах уйрăм тапхăрсем çинчен сăмах пырать, унта та пулин фактсене пуç пулса тăнă коммунизмла идеологи картне вăйпа кĕртсе лартас туртăм хуçаланни палăрать. Çав карта шăнăçманнине вара е сирсе хăварнă, е тĕрĕслĕхе шута илмесĕр юри курмăш пулнă.

Малалла

Уйăх


Тĕлĕрет йăмраллă ял,

Тутлăн, канлĕн çывăрать.

Уйăх тӳпере шăвать.

Вăл хăçан, хăçан канать?

Асаннен пек, ыйхи çук,

Çĕрĕпех-çке куç хупмасть.

Эп ăна сунап ыр çул,

Эп сунап ăна ыр каç.

Ирхи сывлăм пулаясчĕ


Ирхи сывлăм манăн пулаясчĕ —

Кĕмĕлпе витесчĕ çарана!

Сар чечек пулса шăтса тухасчĕ

Санпала çӳренĕ вырăна!

 

Шăпчăк кайăк манăн пулаясчĕ —

Вĕçейсе пырасчĕ пахчуна!

Чӳречу умне ларса юрласчĕ

Чĕререн савни çинчен сана!

 

Сар хĕвел шевлийĕ пулаясчĕ —

Кантăкран пăхасчĕ сан çине!

Ирсерен сана ман вăратасчĕ

Чуптуса кăвак куçусене!

 

Тепĕр хут анчах ман кураясчĕ

Çутă уйăх евĕр сан сăнна!

Куçунтан пăхса тепре каласчĕ

Еплерех савни çинчен сана!

Сивĕ, эсĕ ăçтан?


— Сивĕ, эсĕ ăçтан?

— Çурçĕртен.

— Ăшă, эсĕ ăçтан?

— Кăнтăртан.

— Çутă, эсĕ ăçтан?

— Тухăçран.

— Тĕттĕм, эсĕ ăçтан?

— Анăçран.

■ Страницăсем: 1... 37 38 39 40 41 42 43 44 45 ... 796

Шухăшсем