Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пулас кинсемТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемЫлтăн вăчăраЛаохПăва çулĕ çинчеУтартаИлем

Катăлнă уйăх


I

— Эй-й-й! Парамун! Пуçана! Аçа çапасшĕ! Сисместĕн-и кам иртсе кайнине? Тавсъе, пуçана! — янраса каять сасартăк каçхи шăплăхра.

Ăна илтсе, йытăсем вĕрсе яраççĕ. Çап-çутă ферма общежитийĕн кантăкĕ ярах уçăлать. Çыран хĕррине тухса ларнă шапасем шыва шампăлтатса сикеççĕ.

— Мĕн кирлĕ сана? — илтĕнет пĕве пуçĕнчен кăштах чĕлхе вĕççĕнрех калаçакан çын сасси. — Ĕçетĕн, ĕçетĕн…

— Çапла, аçа çапасшĕ! Ĕçнĕ, татах ĕçĕп. Ма ĕçеп, тетни? Телей çукран ĕçетĕп. Тăватă çул вăрçăра çӳрерĕм, виçĕ орден илтĕм. Ялта ман пек герой çук. Халь мĕн эпĕ? Кам пĕтерчĕ мана? Эс пĕтертĕн, Парамун!

— Хветĕр, ахаль айăплан. Ан сăмахла ун пек. Юрату вăл…

— Юрату! — йĕкĕлтет Хветĕр текенни. — Юратăва пĕлетни эс ăна? Тупăннă артист. Кур-ха, сысна аçине юрату пуснă. Пĕлетни эс, тăмана, юрату мĕнне?

— Эс пĕлнине эп ма пĕлмес?

— Палкатăн сăнчăрти йытă пек. Ялти ман пĕрремĕш тăшман вĕт эс!

— Çапла пултăр.

— Çапла çав. Илсе тух-ха стакан, ĕçтерсе хăварап.

— Юрамасть, слушпă.

— Слушпă, — йĕкĕлтет Хветĕр, Парамун пек селĕп калаçма тăрăшса. — Слушпа мар сан, йытă пурнăçĕ. Çынсемшĕн уяв пур, саншăн яланах эрнекун. Çынсен кил-çурт, арăм, ача-пăча пур. Сан ăçта? Пролетари эс. Полнăй пролетари. Саншăн хаçатра «соединяйся» тесе çыраççĕ. Вăт пĕрлешĕр. Хăть тăшман пул эс, хĕрхенсе ĕçтерем сана.

Малалла

Сăмах вăййи


Кастрюльте, плита çинче,

Тутлă çеç яшка вĕрет.

Урамра, кил умĕнче,

Манăн тус, Кампур, вĕрет.

— Сивĕ, — тет вăл, — çил вĕрет,

Шăнтăм эп, Кирук, хытах.

Ман валли эс чей вĕрет,

Ăшăнасчĕ хăвăртрах.

Ан вĕренĕр юнтарма


Темĕн пулчĕ, тем çитмерĕ,

Тем тăвасшăн пирĕн Вера? —

Хучĕ çутă кашăкне,

Тăсрĕ пĕчĕк тутине.

Çавăнтах анне систерчĕ,

Куçĕпе пире пĕлтерчĕ:

Лартăрах вăл, лартăрах,

Хăйне хăй юнтартăрах.

Ак эпир апат çиетпĕр —

Пуçтаратпăр та илетпĕр.

Ларса юлтăр вăл пĕччен,

Кăмăлне тӳрлетиччен.

Автобус


Тӳрĕ, тикĕс çулпала

Пĕр автобус вĕçтерет.

Хăйне ирĕк çул пама

Вăл таçтанах систерет:

 

— Ту-ту-ту!.. Ту-ту-ту!..

Таптанатăн вĕт, асту!

 

Колхоз лаши ăмăртса

Çул айккипе сиктерет,

Автобусĕ кăшкăртса

Тата хытă вĕçтерет.

 

— Ту-ту-ту!.. Ту-ту-ту!..

Çулна лайăхрах асту!

Пĕчĕк Гена


Халĕ Гена пĕчĕк çеç,

Пĕчĕк те — чĕлхи чĕкеç;

Чĕвĕл-чĕвĕл калаçать,

Сăвăсем ăста калать.

 

Юратать вăл выляма —

Шыв сине карап яма,,

Хĕрлĕ мечĕк сиктерме,

Хут ракета вĕçтерме.

 

Гена халĕ пĕчĕк-ха,

Пĕчĕк пулин, ӳсĕ-ха.

Ӳсĕ те ун чух вара

Тĕлĕнтерĕ пурсăра.

Уй куçлă, вăрман хăлхаллă


Паян Тимофей Михайловича пытараççĕ тенине илтсен, эпĕ çĕрĕпех çывăраймарăм. Кăшт тĕлĕрсе илетĕп çеç, каллех вăранатăп. Тĕлĕкре çаплах унпа аташатăп. Унăн ăшă кулли, уçă кăмăлĕ, васкамасăр, лăпкăн калаçни — йăлтах куç умĕнче. Питĕ ĕçчен те сăпайлă çынччĕ вăл. Йăлтах курса асăрхатчĕ, вара тирпейлетчĕ. Хăйĕн участокне çеç мар, пĕтĕм çутçанталăка хăйĕн хуçалăхĕнчи пек туятчĕ. Вăл чăн-чăн вăрман çынни пулмах çуралнăччĕ ĕнтĕ.

Манăн шăпах паян унăн тăван ялне ĕçпе каймалла. Тĕрĕсрех каласан, район хаçачĕн редакцийĕ хушнипе материал тума «Малалла» колхоза çитмелле. Анчах çавăнта кайнă чухне çул çинче те пĕрмай Тимофей Михайлович çинчен шухăшларăм.

Çанталăк кĕркунне енне сулăннă. Кĕçех сентябрь çурри çитет. Çапах кунĕ çуллахи пек лăпкă, хĕвеллĕ. Çилĕ çеç, кассăн-кассăн вăйланса, уй-хир çулĕсенчи тусанпа вĕтĕ тăпра тĕпренчĕкĕсене пĕлĕтелле çĕклентерсе, çавăра-çавăра, çулпала кăпăртаттарсах малалла чуптарать. Яла эпĕ ирхине тăхăр сехет тĕлнелле çитрĕм. Урамра, колхоз правленине кĕмелли пусма умĕнче, вилтăпри çине хумалли тем пысăкăш чечек кăшăлĕ тăрать. Ăна хура хăюпа çавăрса çыхнă. Унтах шурă сăрпа «Хаклă Тимофей Михайловича «Малалла» колхоз ĕçченĕсенчен» тесе çырнă. Çакна курсан, чĕре хытах ыратма пуçларĕ, çан-çурăм сăрлатса кайрĕ, чун кӳтсе килчĕ. Чип-чипер сывлăхлă, вăйпитти хаваслă çын çапла сасартăк ăçтиçук аллинчен вилсе выртрĕ. Чышкăсене чăмăртасах пĕтĕм чунтан: «Çынсем, ма чармарăр çак тискерлĕхе тума?!» — тесе кăшкăрассăм килчĕ.

Малалла

Каçар мана!


Каçар мана, каçар, савниçĕм!

Пулманшăн юнашар паян.

Сана асра тытма хăйнишĕн...

Курнишĕн тĕлĕкре ялан!

 

Каçар мана йăваш пулнишĕн,

Пĕлменшĕн юрату вăйне.

Сăпайлăн именсе тăнишĕн

Хăюллăрах пулас чухне!

 

Каçар мана ун чух пĕлменшĕн

Чăн юрату хăватлăхне!

Урăххинне çулне пӳлменшĕн,

Туйманшăн ун каварлăхне!

 

Каçар мана! Каçар, савниçĕм!

Манман пуль! Каçарсам мана!

Чун-чĕремре кăвар чĕртнишĕн

Тавтапуçах, савни, сана!

Така


Пĕчĕк Петĕр

Такăнать,

Тин утма вал

Хăнăхать.

Хăй çапах та

Такана

Çинçе хулăпа

Юнать.

Тăрăс! сиксе

Вырăнта

Петĕре калать

Така:

— Хирĕç тăрăп-ха,

Тăхта.

Ӳстĕр çеç кăшт

Мăйрака.

Урине


Такăнчĕ те Урине

Ыраттарчĕ урине.

Сасăпах вăл макăрать.

Ăна ашшĕ йăпатать:

«Ан йĕр-ха эс,

Урине,

 

Тӳрлететпĕр урине.

Урине мар,

Марине

Ыраттарнă урине».

Пирĕн пĕчĕк Урине

Тухнă вăйă картине.

Аллисене шарт! çапать,

Урисене тăрст! тапать,

Питĕнче хĕвел вылять,

Курăр,

Тути йăл кулать.

Упа çури


Пысăк чăрăш айĕнче,

Тарăн шăтăк умĕнче,

Макăрать упа çури.

Çывăртăр тесе юри

Ана амăшĕ çĕрле

Вăратман тет ыйхăран.

Утара

Хăйпе пĕрле

Пыл çиме илсе кайман.

■ Страницăсем: 1... 35 36 37 38 39 40 41 42 43 ... 796